|
Ӑслӑлӑх
![]() Вячеслав Муханов физик 1956 ҫулта Канашра ҫуралнӑ Вячеслав Муханов физик ҫак кунсенче Испанири сумлӑ премисенчен пӗрне тивӗҫнӗ. Раҫҫейпе Германи физикӗ, космологӗ, Тӗнче аталанӑвӗн инфляци теорине ӗнентерекен авторсенчен пӗри фундаменталлӑ физикӑри ӗҫшӗн премине тивӗҫнӗ. Вячеслав Муханов халӗ Мюнхенти Людвига-Максимилиан ячӗллӗ университет профессорӗ. Стивеном Хокинг акӑлчан физик-теоретикӗпе Канаш ҫынни BBVA Foundation Frontiers of Knowledge Award in Basic Sciences премие фундаменталлӑ физика енӗпе тунӑ открытишӗн тивӗҫнӗ. Вӗсене 400 пин евро преми панӑ. Премие тивӗҫнӗ ӑсчахсем шухӑшланӑ тӑрӑх, галактикӑсем тӗнче пуҫланнӑ вӑхӑтра квантлӑ флуктуацие пула йӗркеленнӗ пулать. Раҫҫейӗн тата Британин ҫак физикӗсем иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенчех ҫак шухӑш патне ҫитсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
Ҫак сӗм авалхи чӗрчуна чӗртсе тӑратма планлаканнисем пирки хыпарсем унччен те сахал марччӗ. Анчах хисепе тивӗҫнӗ ӑсчахсем шучӗпе ку чӑн ӗҫпе ҫыхӑнман, спекуляци кӑна пулнӑ. Халь вара ҫак шухӑшпа Харвӑртри тӗнчипе паллӑ ӑсчах тухнӑ — Джордж Черч прохвессӑр. Сӑмах май вӑл — Crispr/Cr9 генлӑ инженерин меслетлӗхӗн авторӗ. Унпа усӑ курса вӑл сиенленнӗ генсене сыввисемпе ҫеҫ улӑштарман, геномӑн палӑртнӑ вырӑнӗсене кирлӗ генсене лартма та пултарнӑ. Ӑсчах шухӑшӗпе мамонта хальхи ази пилӗ (слонӗ) тавӑрма май парӗ. Черч слонӑн геномне мамонтӑн генӗсене кӗртсе лартасшӑн, ҫапла май пил-мамонт гибридне кӑларасшӑн. Профессор мамонтӑн ӑшӑ ҫӑмӗшӗн тата тирӗ айӗнчи ҫавне тӑвакан генсемпе усӑ курасшӑн. Кланлама юрӑхлӑ мамонта Ҫурҫӗр пӑрлӑ океанри Ляхов утравӗсенче тупнинчен илесшӗн. Пӑр ӑшӗнче 40 пин ҫул ирттернӗ пулин те вӑл мамонтӑн хобочӗ, мӑйӗн пӗр пайӗ тата ҫӑмӗ чиперех сыхланса юлнӑ. Ӑсчахсен шухӑшӗпе ҫакӑ чӗрчун ар ӑшне чӗрӗ чухнех лекнипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
![]() ИӖМ пуҫлӑхӗ Владимир Пучков Нумаях пулмасть Чӑваш Ене РФ гражданла хӳтӗлев, инкеклӗ ӗҫсен министрӗ Владимир Пучков килни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, пирӗн республикӑра вӑл кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче пулчӗ. Чӑваш Енре пулнӑ май Владимир Пучков республикӑшӑн ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Инкеклӗ ӗҫсен Раҫҫейри министрӗ каланӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑри предприятисенче пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсем валли экипировка тата обмундировани кӑларма тытӑнасшӑн. Ку хатӗрсем пирки каласан, Арктика тӑрӑхӗнче тӑхӑнмалли тата усӑ курмалли таранах Чӑваш Енре кӑларас шухӑшлӑ иккен. Владимир Пучков республика хӑвачӗ пысӑк. Ӑслӑлӑх коллективӗсем, вӗсем шухӑшласа кӑларас ӑсталӑх пуррипе, специалистсем ҫителӗклипе тивӗҫлипе усӑ курмалла. Вырӑнсенче ырӑ япаласем нумай шухӑшласа кӑлараҫҫӗ, анчах вӗсем хӑйсем валли ҫул уҫма пултарайман. Ҫапларах шухӑшлать иккен Владимир Пучков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
Сӑмах таблицӑн 113-мӗш вырӑнӗ пирки пырать. Ун ятне йышӑнассишӗн Раҫҫей тата Яппун ӑсчахӗсем вунӑ ҫул ытла тупӑшаҫҫӗ. Хими элементне Riken яппун институчӗн тата пирӗн ҫӗршывпа американ ӑсчахӗсен ушкӑнӗ уйрӑмшар уҫнӑ пулать. Вӗсенчен хӑшӗ чи малтанхи хут ҫак элемента кӑларма пултарнине кӑрлач уйӑхӗн вӗҫнелле палӑртасшӑн. Енчен те яппунсен ушкӑнӗ ҫӗнтерӗ пулсан ҫӗнӗ элемента «японий» ят парӗҫ. Хальлӗхе вара вӑл таблицӑра «Унунтрий» ятпа вырнаҫнӑ. Сӑмах май, Раҫҫейри Дубна хулари ӑсчахсем ҫак элемента Анри Беккерель (вӑл радиоактивноҫе уҫнӑ) ячӗпе «Беккерелий» ят пама сӗннӗ. Яппунсем тепӗр темиҫе ят та сӗннӗ: Ёсио Нисин физика халалласа «Нисинаний» теме е Riken институчӗн ячӗпе — «Рикений». Хӑш ята суйласа илессине Пӗтӗм тӗнчери теорилле тата практикӑлла хими союзӗн ларӑвӗнче пӑхса тухса йышӑну тӑвӗҫ. Аса илтеретпӗр, ҫутҫанталӑкра 92-мӗш элемент таран ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ. Ыттисене ҫын ӑҫталанӑ хатӗрпе ҫеҫ тума пулать. 93–100 номерлисене тӗрлӗ реакторсенче кӑларма пулать, 100-тен иртекеннисене вара —частицӑсене хӑвӑртлатакан ятарлӑ хатӗрсенче ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
АПШри NASA космос агентствин ӑслӑлӑх специалисчӗсем ҫирӗплетсе каланӑ тӑрӑх, Марс планета ҫинче пурнӑҫ пур. Ӑсчахсем Хӗрлӗ планета ҫийӗнче организм ӗҫӗшӗн кирлӗ азота тупнӑ. Curiosity космос аппарачӗ пулӑшнипе ӑсчахсем Марс ҫинче пурнӑҫ пуррине ҫирӗплетме пултарнӑ. Космос аппарачӗ Хӗрлӗ планета сийне тӗпченӗ. Ҫӑв шутра Гейл кратер районӗнчи ландшафта та. Ҫапла майпа чӗрӗ планета микрорганизмсемшӗн юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. Унтах азот тупнӑ. Вӑл азот диоксичӗ евӗр. Вӑл вара ӑшӑ чухне нитратсем арканнипе пулнӑ. Пӗр сӑмахпа, нитратсенче чӗрӗ организмсемшӗн кирлӗ азот пур. Нитратсенче хӑйӑрлӑ, тусанлӑ тӑпрара тупнӑ. Ӑна ҫил Гейл кратера хӑваласа кӗртнӗ. Ку вара тахҫан Марс чӗрӗ организмсемшӗн юрӑхлӑ пулнине ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Анатолий Иванов нумаях пулмасть экспедицирен таврӑннӑ. Вӑл Атӑл леш енчи Когояр кӳлӗ патӗнче, Шупашкар районӗнче, пулнӑ. Унччен вӑл ҫак кӳлӗ метеорит ӳкнӗ хыҫҫӑн пулса кайнине пӗлтернӗччӗ. Ку — унӑн шухӑшӗ. Хальхинче те вӑл хӑйӗн шухӑшне ҫирӗплетекен япала тупнӑ-мӗн. Анатолий Северный поселокран инҫех мар тӑватӑ чул тупнӑ. Лайӑхрах сӑнанӑ та — ирӗлнӗ хӑйӑр татӑкӗсем-мӗн. Вӗсене хӑйӑр ӑшӗнче тупнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, импакт-кантӑк пысӑк температура витӗмӗпе хӑйӑртан пулать. Унӑн шухӑшӗпе, ӑна тупни унта метеорит ӳкнине ҫирӗплетме пултарать. Ҫавӑнта пурӑнакан ҫынсем те тахҫан метеорит паллисене тупнӑ теҫҫӗ. 1983 ҫултанпа унта пурӑнакан хӗрарӑм вӑрманта тӗттӗм чие тӗслӗ чулсем пӗрре мар тупнӑ. Вӗсем — чышкӑ пысӑкӑш. Хӑйӗн теорине чӑнах та ӗнентерес тесе ӑсчахӑн метеорит катӑкне тупасшӑн. Анчах йывӑр ку. 15–16-мӗш ӗмӗрсенче патша чӑвашсене, марисене тимӗр ӗҫне ӗҫлеме чарнӑ. Кунта метеорит катӑкӗсем пулнӑ тӑк вӗсене йӑтса кайма пултарнӑ имӗш. Анчах геолог чарӑнса тӑрасшӑн мар. Тепӗр ҫулла вӑл каллех Атӑл леш енне экспедицие каясшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сумлӑ сӑмах
Ӑслӑлӑх
Канадӑри Макгилла университечӗн психологӗсемпе нейрофизиологӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ача малтанхи икӗ ҫулӗ хушшинче илтнӗ чӗлхе унӑн нерв тытӑменче те пуҫ миминче те йӗр хӑварать. Малашне вӑл урӑх чӗлхе тавралӑхӗнче пурӑнсан та, ӑна мансан та, пуҫласа илтнӗ чӗлхе ҫав-ҫавах тӑван чӗлхе пек упранать. Кун пирки Nature Communications журналта ятарлӑ статья тухнӑ. «Интерфакс» сайтӗнче ӑна тишкерсе пичетленнӗ статьян куҫарӑвӗпе сире Чӑваш халӑх сайчӗ паллаштарать.
Сӑнав ирттерме ӑсчахсем ачасене виҫӗ ушкӑна пайланӑ: Францире пурӑнса хрантсусла калаҫакансем (10 ача), Франци кил-йышне усрава илнӗ Китайра ҫуралнӑ ачасем (21 ача, Францие куҫса килнӗ чухнехи вӑтам ӳсӗм — 12,8 уйӑх), француз чӗлхине вӗренекен, унпа ирӗклӗн калаҫакан китай ачисем (12 ача). Пурне те фонологи ӗҫне тӗпчекен тест витӗр кӑларнӑ. Ҫак тӗрӗслев ытларах чухне вӑл икӗ пайран тӑрать: кӗске вӑхӑт хушшинче илтнӗ сасӑ-фонемӑсем (пӗр е темиҫе сӑмах) упранассине тата артикуляцилесе тепӗр хут калама пултарассине (вӑл асӑмра хӑварнӑ йӗре ҫухалма памасть) тишкересси. |
|
Ӑслӑлӑх
Ситнейри (Австрали) медицина шкулӗнче ӗҫлекен специалистсем мӗнле апат ҫинипе пуҫ мими пысӑкӑшӗ хушшинче ҫыхӑну пуррине палӑртнӑ. Ӑсчахсен шучӗпе кашни кун «синтетикӑлла» хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе тӑрансан ку пуҫ мими пысӑкӑшне сиен кӳрет — вӑл пӗчӗкленет. Сывлӑхшӑн япӑх апат гиппокамп калӑпӑшне пӗчӗклетет иккен, лешӗ вара вӗренӳшӗн, асра тытассишӗн яваплӑ тата психика чирӗсенчен сыхлать. Тӗпчеве 60–64 ҫулхи ҫынсем хӑйсен ирӗкӗпе хутшӑннӑ. Пылак шыв, тӑварланӑ апат, ӑшаланӑ аш тата ытти сиенлӗ апат ҫеҫ ҫинӗ ҫынсен сулахай гиппокампӗ сӗтеклӗ ҫимӗҫ ҫиекеннисенчен пӗчӗкрех пулнӑ. Специалистсен шучӗпе мӗнле апат ҫинипе пуҫ мими калӑпӑшӗ хушшинчи ҫыхӑну пур ӳсӗмри ҫынсен те пӗрешкелех. Ку ачасене те пырса тивет. Сӑмах май, арҫынсен гиппокампӗ ҫулсем иртнӗ ҫемӗн пӗчӗкленет, хӗрарӑмсен вара ҫавнашкалах юлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
Америкӑн тӗнче уҫлӑхне тӗпчекен наци управленийӗ (NASA) паян ятарлӑ пресс-конференци ирттернӗ. Унта вӗсем ятарлӑ ушкӑна кӗрекен 8 ӑсчах Марс ҫийӗ ҫинчен ӳкнӗ хӗвел пайӑркисене тӗпчесе тунӑ пӗтӗмлетӳпе паллаштарнӑ. Спектрлӑ тӗпчеве Хӗвел тытӑмне кӗрекен ҫиччӗмӗш планета тавра ҫаврӑнакан станципе усӑ курса тунӑ. Пӗтӗмлетӳ ӑсчахсене хавхалантарнӑ — Марс экваторӗ тавра вырнаҫнӑ тусен патӗнчи тӗттӗм хӑйсем минараллӑ тӑвар пулни палӑрнӑ. Вӗсем вара юхакан шывпа ҫеҫ йӗркеленме пултараҫҫӗ. Минераллӑ тӑвар структурисенче гидратсем пурри те палӑрнӑ. Пресс-конференцире пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗпчевпе туллин Nature Geoscience журналта тухнӑ статьяра паллашма пулать. Ӑсчахсен шучӗпе ҫак тӗпчев Марс ҫинче шыв пуррине ӗнентерекен чи пӗлтерӗшлӗ пӗтӗмлетӳ. Ҫиччӗмӗш планета ҫинче шыв пуррине тӑватӑ ҫул каяллах калаҫатчӗҫ. Ҫӗр метр вӑрӑмӑш шыв ҫулӗсем Марс ҫинчи ҫуллахи тапхӑрта йӗркеленеҫҫӗ, хӗлле вара типсе лараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кӳршӗллӗ планета ҫинче пӑр пуррине те ӑсчахсем ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
Токио университечӗпе «Рикэн» естествӑлла ӑслӑлӑхсен институчӗн ӑсчахӗсем шыв айӗнчи скважинӑсем тавра питӗ тарӑнра пурӑнакан бактерисене тӗпченӗ. Вӑл вырӑнсенсе шыв чулпа сӗтӗрӗннӗрен электричество пулать. Тарӑнри организмсене кантӑкран ӑсталанӑ савӑта хурса тӗпчевҫӗсем бактерисем ҫине 0,3 вольт хӑватлӑ электричество янӑ. Сӑнакансем хайхи тӗпчекен чӗрӗ организмсем аммиак, кӑмрӑк йӳҫек газне тата шыв кӑларма пуҫланине курнӑ. 8 кун сӑнанӑ хыҫҫӑн бактерисен йышӗ 20% таран ӳснӗ. Ҫав хушӑрах вӗсем хӑйсене валли тӑранмалӑх сахӑр та кӑларнӑ. Ӑсчахсем ҫапла май ҫак бактерисем энергие хими синтезӗнчен кӑна мар, пӗчӗк электричество разрядӗнчен те тупма пултарнине палӑртнӑ. «Рикэн» институчӗн тӗпчев ушкӑнӗн ертӳҫи Рӳхей Накомура ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: «Хӗвел ҫутти ҫук тата тӑранмалли хими элеменчӗсем ҫук вырӑнта та организмсем хӑйсене пурӑнма майсем тупайраҫҫӗ. Пирӗн тӗпчев ҫакна кӑтартрӗ те». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
