|
Ӑслӑлӑх
Чӑваш Енре утӑн 18-24-мӗшӗсенче инновацисемпе нанотехнологисен «Наноград-Ч» ҫуллахи шкулӗ ӗҫлӗ. Вӑл «Вӑрман юмахӗ» ача-пӑча санаторийӗн ҫумӗнче (Муркаш районӗнчи Шомик ялӗ) иртӗ. Ҫуллахи шкулта 200 ытла ҫын вӗренӗ. Кашни кун кружоксем ӗҫлӗҫ. «Роснано» проект команийӗсем ятарлӑ задачӑсем шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗсене ачасен вӗренмелле, смена вӗҫӗнче тупсӑмӗпе паллаштармалла. Унтан ҫуллахи шкулта вӗреннӗ ачасем «Роснано» предприятийӗсене ҫитӗҫ, вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашӗҫ. Ҫуллахи шкулта пӗтӗм тӗнче шайӗнче иртнӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе тӗлпулу иртӗ. Кунсӑр пуҫне «Наноград-Ч» шкулта Раҫҫейри паллӑ ӑсчахсем, топ-менеджерсем, ертсе пыракан специалистсем лекци вулӗҫ. Вӗсен йышӗнче — Мускав патшалӑх университетӗнчи факультет деканӗ Евгений Гудилин, Сергей Ляпунов топ-менеджер, «Роснано» элчисем, Чӑваш Енри аслӑ шкулсен тата наноиндустри предприятийӗсен вӗрентекенӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
Пӗтӗм тӗнчери астрономи пӗрлӗхӗ ҫӗнӗрен уҫнӑ экзопланетӑсен ячӗсен конкурсне пуҫарнӑ. Ун йышне 305 планетӑна кӗртнӗ. Теори тӗлӗшӗнчен пӑхсан, унта пурӑнма май пур. Тен, хӑш-пӗр ҫав планетӑран Ҫӗр ҫинчисене те сӑнаҫҫӗ? Ҫав планетӑсем 260 ҫӑлтӑр тытӑмӗсенче вырнаҫнӑ. Тӗнчери астрономи клубӗсемпе организацисем, шкулти кружоксем… Пурте конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ. Сасӑлава NameExoWorld сайтра уҫҫӑн ирттерӗҫ. Вӑл ҫитес ҫулхи ҫулла вӗҫленӗ. Ун чухне ҫӗнтерӳҫӗ тата планетӑсен ячӗсене палӑртӗҫ. Кирек мӗнле ят та пама юрать. Ҫапах ӑнлантармаллах. Калӑпӑр, Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнакансем майя или инксен империсене халаллама пултараҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа, планетӑсене мифологи ячӗсемпе ҫыхӑнтарнине ырлаҫҫӗ. Паллах, комисси хӑшӗ-пӗри планетӑсене хӑйсен юратнӑ йыттисене халалласа ят парассинче те иккӗленмест. Планетӑсене ят парас конкурса миллионран кая мар сӗнӳ килессе кӗтеҫҫӗ. Ытлашши вӑрӑм ятсене — 13 саспаллирен нумайрах сӑмахсене — тӳрех пӑрахӑҫлӗҫ. Кирек мӗнле чӗлхепе те киревсӗр сӑмахсене те йышӑнмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
![]() Мускава кайнӑ ентешсем Нумаях пулмасть Чӑваш Енри ҫамрӑк изобретатель Максим Смирнов Патшалӑх Думинче «Ҫамрӑк техниксем тата изобретательсем» Пӗтӗм Раҫҫей конференцийӗнче хӑйӗн проекчӗпе паллаштарнӑ. Вӑл — «ҫуртра куҫса ҫӳремелли транспорт». Максим ӗҫне тивӗҫлипе хакланӑ, тав ҫырӑвӗпе тата хаклӑ парнесемпе чысланӑ. Конференцие хутшӑннисенчен 13-шне ҫеҫ палӑртнӑ. Вӑл йышра — пирӗн ентеш те. Мускава Максим Смирнов пӗччен кайман. Унпа пӗрле икӗ чӑваш делегачӗ пынӑ: Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн воспитанникӗ Роман Чечнев тата Куславкка районӗнчи Тӗрлемес шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Александр Максимов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
![]() Николай Егоров, Фейзи Эрсой, Эмине Йылмаз, Юрий Исаев Паян 15 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗнче турккӑ чӗлхеҫисен — Эмине Йылмазпа Фейзи Эрсойӑн — ӑслӑлӑх кӗнекисен хӑтлавӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин кӗнеке палати, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ тата ыттисем тӑрӑшнипе йӗркеленӗ. Хӑтлавра турккӑ ӑсчахӗсемпе те паллашма май пулчӗ. Мероприятие институт директорӗ Юрий Николаевич Исаев ертсе пычӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче Лев Пантелеймонович Кураков, Виталий Петрович Иванов, Николай Егорович Егоров, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Валерий Туркай, Юрий Сементер тата ыттисем пулчӗҫ. Паллах, Турцирен килнӗ хӑнасем те сӑмах каларӗҫ — Эмине Йылмаз та, Фейзи Эрсой та хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑлмач пулӑшӑвӗсӗр чӑвашла паллаштарчӗҫ. Мероприятире турккӑсемпе чӑвашсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетмелли пирки, чӑваш чӗлхине лайӑхрах тӗпчемелли пирки сӑмах хускатрӗҫ. Турккӑ ӑсчахӗсем пирӗн чӗлхене епле тӗпчени пирки те чарӑнса тӑчӗҫ. Юрий Сементер хӑйӗн сӑмахӗнче турккӑ поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарма пуҫлани пирки пӗлтерчӗ, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулса иртсен, тен, кӗнекен те кӑларма май пулӗ терӗ. |
|
Ӑслӑлӑх
Тӗпчевҫӗсен пӗр ушкӑнӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Ҫӗр айӗнче шыв саппасӗ пур. Сахал мар. Ку тӗнчери океансенчипе танлашать-мӗн. Тӗпчевҫӗсен ӗҫӗсене New Scientist ятлӑ журнал страницисенче пичетленӗ. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав шыв рингвудитра иккен. Вӑл 700 километр тарӑнӑшӗнче. Шыв саппасӗ нумаййи Ҫӗр ҫинчи шыв планета улшӑннӑ май пулнине ӗнентерекен гипотезӑна ҫирӗплетет. Ку шыва Ҫӗр ҫине кометӑсем илсе килнине хирӗҫлет-мӗн.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
![]() Андрей Даниловпа Наталия Корсакова И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенӗсем ҫамрӑк ӑсчахсен Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗн лауреачӗсем пулса тӑнӑ. Ӑслӑлӑхра пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ, тӗпчев ӗҫӗсенче кӑтартупа палӑрнӑ Наталия Корсаковӑп тата Андрей Данилова эксперт комиссийӗ ҫӗршыври чи лайӑх ӑҫчахсен йышне кӗртнӗ. Наталия Корсакова — офтальмологипе отоларингологи кафедрин профессорӗ. Андрей Данилов — журналистика кафедрин профессорӗ. Чыслав Тамбоври Г.Р.Державин ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче пулнӑ. Конкурса пӗтӗмпе Раҫҫей регионӗсенчен 450 ытла ӑсчах хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
![]() Гуманитари институтне пынӑ студентсем Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекен филологи енӗн ӑстаҫисем — чӗлхеҫӗсемпе сӑмахҫӑсем — И.Я. Яковлев ячӗллӗ педуниверситетри чӑваш уйрӑмӗн 1-мӗш курс студенчӗсене ӗҫлӗ тӗлпулӑва йыхравларӗҫ. Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ тӗлпулӑвӑн тӗллевӗ — студентсем хушшинче ӑслӑлӑх туртӑмлӗ ҫамрӑксене тупса палӑртасси, вӗсене тӗпчев ӗҫне явӑҫтарасси тата ӑсчах пулма хӑнӑхтарасси. Институт ӗҫченӗсем пултаруллӑ яш-кӗрӗме Ӑслӑлӑх канашӗн пӳлӗмӗнче йышӑнчӗҫ. Кунтах чӗлхеҫӗсемпе сӑмахҫӑсен юлашки 3 ҫулта тухнӑ кӗнекисемпе кӑларӑмсен ятарлӑ куравӗпе паллашма май пулчӗ. Студентсем 50 томпа кӑларма палӑртнӑ сӑмахлӑх пуххин ҫӗнӗ кӑларӑмӗсемпе, 7 томлӑ ӑнлантару словарӗн 2 кӗнекипе, 2 томлӑ вырӑсла-чӑвашла словарьпе тата ытти ӑслӑлӑх ӗҫӗсемпе кӑсӑкланса паллашрӗҫ. Институт директорӗ Юрий Исаев, чӗлхе тӗпчевҫисем Александр Кузнецов, Алевтина Долгова, Геннадий Дегтярёв, сӑмахлӑх тӗпчевҫисем Вячеслав Ендеровпа Надежда Ильина институт ӗҫӗ-хӗлӗпе, ӑслӑлӑх шыравӗнчи ҫитӗнӳсемпе йывӑрлӑхсем пирки каласа пачӗҫ. |
|
Ӑслӑлӑх
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Александр Кузнецов Нумаях пулмасть Пушкӑртстанри Стерлӗ хулинче тӗрӗк филологийӗн конференцийӗ иртнӗ. Мероприяти теми ҫапларах пулнӑ: «XXI ӗмӗрти тӗрӗк филологийӗ: ыйтусемпе малашлӑх». Унӑн пленарлӑ пайне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Александр Кузнецов хутшӑннӑ. Стерлӗри конференцире вӑл «XX-XXI ӗмӗрсенчи чӑваш чӗлхин функцийӗ» тухса калаҫнӑ. Тӗрӗк филологийӗн конференцине Ӗпхӳри, Хусанти, Мускаври, Питӗрти, Якутскри, Тӗменри, Ханты-Мансийскри, ҫавӑн пекех Казахстанпа Турцири ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 100 ытла тухса калаҫакан пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Чӑваш Енре чӑваш чӗлхине епле вӗрентнине сӑнассипе ҫӗнӗ проект пуҫарса ярасшӑн. Кун пирки асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗн этнологийӗпе социологи пайӗн ӗҫченӗ Эктор Алос-и-Фонт халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ иккен. Ӑсчах каланӑ тӑрӑх, проекта чӑвашсен ҫамрӑк (35 ҫула ҫитичченхи) кил-йышӗсен хушшинче ыйтӑм евӗр ирттересшӗн. Тӗпчевре ҫемьесенче килте мӗнле чӗлхепе тата мӗншӗн калаҫнине палӑртасшӑн. Проект пирки каланӑ тӑрӑх, ӑсчах мӑшӑрсенчен пӗри чӑваш чӗлхине пӗлнине шыраҫҫӗ иккен. Унтан та ытларах — вӗсене ача-пӑчаллӑ ҫемьесем ытларах кӑсӑклантараҫҫӗ-мӗн. Проекта йӗркелекенсем кил-йышра вырӑс е чӑваш, е тата асӑннӑ чӗлхесенчен иккӗшӗнпе те калаҫакансене шыраҫҫӗ. Уйрӑмах хуласенчи, район центрӗсенчи, Шупашкар ҫывӑхӗнчи ялсемпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Институтра кирлӗ информацие кӑҫалхи авӑн уйӑхӗ тӗлне пухса пӗтересшӗн. Каярах вӗсем аслӑ ҫулхи тата урӑх чӗлхепе калаҫакан ҫемьесене те «ҫитесшӗн». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
![]() Дима Скороходов Нумаях пулмасть Шупашкарти 2-мӗш шкулта шкула ҫӳремен тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсен тӗпчев ӗҫӗсемпе пултарулӑх проекчӗсен «Эпӗ — тӗпчевҫӗ» Раҫҫей конкурсӗн регион шайӗнчи тапхӑрӗн турӗ иртнӗ. Республикӑри 15 районти тата 5 хулари ҫамрӑк тӗпчевҫӗ хутшӑннӑ. Куҫӑн майпа иртнӗ тура 3–11 ҫулсенчи 165 ача хутшӑннӑ. Тӑватӑ предмет енӗпе 16 секци ӗҫленӗ: «Гуманитари», «Естествознани. Чӗрӗ ҫутҫанталӑк», «Естествознани. Чӗрӗ мар ҫутҫанталӑк» тата «Физика-техника». Пӗрремӗш турта экспертсем ачасемпе калаҫнӑ, мӗншӗн вӗсем хӑйсен темисене суйлани пирки ыйтса пӗлнӗ. Ачасем хуравланисӗр пуҫне ыттисене ыйтусем панӑ. Калаҫу пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн ачасене доклад тумашкӑн суйланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче Вӑрнар районӗн ачисем те пулнӑ. Вӑрнарти 3-мӗш ача пахчинчи Ольга Семенова 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 4-мӗш ача садне ҫӳрекен Дмитрий Григорьев 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Вӑрнарти 2-мӗш шкул вӗренекенӗ Дмитрий Скороходов 3-мӗш пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
