|
Ӑслӑлӑх
Шӑматкун, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарти наци вулавӑшӗнче таврапӗлӳҫӗсен ҫулталӑкри пухӑвӗ иртрӗ. Пуху пуҫламӑшӗнче иртнӗ ҫул суйланӑ таврапӗлӳҫӗ ертӳҫи хӑйне ку ӗҫрен хӑтарма ыйтрӗ: Д.В. Кузьмин Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнать, ӗҫрен пушанса Шупашкара ытлашши часах килсе ҫӳреймест. Ку ыйтӑва итленӗ хыҫҫӑн пухӑннисем ҫак ҫулталӑк хушшинче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ таврапӗлӳҫӗсене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Пухура Виталий Петрович Станъял ҫулталӑк хушшинче туса ирттернӗ ӗҫсем пирки каласа пачӗ, вырӑнти таврапӗлӳҫӗсем хастар ӗҫленине палӑртрӗ. В.П. Станъялпа Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академин президенчӗ Е.Е. Ерагин уйрӑмах хастаррисене чысларӗҫ. Малалла таврапӗлӳҫӗсен секци ертӳҫисем иртнӗ ҫулта хӑйсем тунӑ ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Юлашки вӑхӑтра энтузиастсем хӑйсен ял тӑрӑхӗсем пирки чылай кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ, юлашки вӑхӑтра кун ҫути курнӑ кӗнекесен куравӗнче вӗсемпе чылайӑшӗпе паллашма та май пулчӗ. «Ҫулталӑк кӗнеки — Чӑваш календарӗ 2014» кӗнекене вара кашниех туянма пултарчӗ. Библиотека ӗҫченӗ Аксакова Татьяна 2013-мӗш ҫулта пичетленнӗ кӗнекесемпе паллаштарчӗ. |
|
Ӑслӑлӑх
Элӗк ачисем чӑннипех те маттур! Вӗсем мӗнле ҫитӗнӳсем тунӑ тетӗр-и? Шупашкарти 62-мӗш вӑтам шкул ҫумӗнче республика шайӗнче иртнӗ «Шырав» XI ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пулнӑ. Ӑна шкулта вӗренекенсен пултарулӑх хастарлӑхне, технологи культурине ӳстерес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Куҫӑн майпа иртнӗ тапхӑрта 47 пултарулӑх проектне хӳтӗленӗ, пилӗк секцире хатӗр изделисене кӑтартнӑ. Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкул вӗренекенӗсем «Мода тата шкул», «Алӗҫ пултарулӑхӗ» секцисенче хӑйсен проекчӗсене ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ. Вӗсен ертӳҫи — Татьяна Петухова. Элӗк ачисем хӑйсем хатӗрленӗ изделисене аван кӑтартнӑ, жюри панӑ ыйтусене ҫирӗппӗн хуравланӑ. Жюри палӑртнӑ тӑрӑх, «Мода тата шкул» секцире Кристина Иванова ҫӗнтернӗ. «Алӗҫ пултарулӑхӗ» секцире вара Анастасия Григорьева 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
Чӑваш наци музейӗнче «Ӑслӑлӑх асамӗ» ҫӗнӗ проектӑн хӑтлавӗ иртнӗ. Унта пухӑннисене физика тата хими опычӗсене кӑтартнӑ. Мероприятире ачасем ультрасасӑ мӗн икенне, вӑл ытти сасӑран мӗнпе уйрӑлса тӑнине пӗлнӗ, ҫутӑ тӗсне улӑштарнине курнӑ, электричество тума хӑтланнӑ. Лампочкӑна алӑпа тӗкӗнсех ҫутма пулать иккен. Ку асамлӑх мар-и вара? Хими те питӗ кӑсӑклӑ. Сӗтел ҫинчи сӳнмен «вулкана» курни, Ньютон шӗвекне алӑра тытни мӗне тӑрать тата! Эппин, ӑслӑлӑх — питӗ кӑсӑклӑ. Малашне кашниех ҫакнашкал опытсем тума пултарӗ. Ку кӑна мар: «Ӑслӑлӑх асамӗ» лаборатори занятийӗсенче кашниех ҫӗнӗлӗхсем уҫма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
Наци вулавӑшӗнче кашни эрнере роботла техникӑн кружокӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Пӗрремӗш заняти нарӑсӑн 16-мӗшӗнче иртнӗ. Кружока 8 ҫултан аслӑрах ачасем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ ҫӳреме пултараҫҫӗ. Проект йӗркӗлӳҫи — «Компьютер графикин академийӗ». Ҫамрӑксен инноваци пултарулӑхӗн центрӗ техника пулӑшӑвӗ парать. Кружок тренерӗсем пулас конструкторсене роботсен тӗслӗхӗсемпе паллаштарнӑ. Малашне вӗсем ҫакнашкаллисене занятисенче пуҫтарма тытӑнӗҫ. «Компьютер графикин академийӗ» 2013 ҫулта субсидие тивӗҫнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Правительстви хушма пӗлӗве тата ӑслӑлӑх-техника пултарулӑхне аталантармашкӑн уйӑрнӑ. Проект тӗллевӗ ачасене робототехникӑна вӗрентесси кӑна мар: кун пек майпа ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ вӑхӑта усӑллӑ ирттерӗҫ. Занятисенче Lego Education Mindstorms EV3 ҫӗнӗ конструкторсемпе усӑ курӗҫ. Вӗсене федераци тата регион хыснисенчен уйӑрнӑ грант укҫипе туяннӑ. Ачасем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ кружокра роботсем тума, вӗсене программӑлама вӗренӗҫ. Вӑл библиотекӑн вӗренӳ центрӗнче вырсарникунсерен пулӗ. Унта кашниех тӳлевсӗр лекме пултарать. Хальлӗхе икӗ ушкӑн уҫма палӑртнӑ. Кружока ҫӳрес текен нумайлансан тепӗр ушкӑн та йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
![]() Студентсен робочӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машиностроени факультечӗн студенчӗсем тимӗр эрешмене «чӗртнӗ». Шухӑшласа кӑларнӑ ҫӗнӗ япала ултӑ уран утать. Машиностроени факультечӗн кафедра доценчӗ каланӑ тӑрӑх, малашне ҫак робота куҫ ларасшӑн. Ҫапла майпа вӑл ҫынсене паллама тытӑнӗ. Дальномер пулӑшнипе вара робот тӗл пулакан пӑтӑрмахсенчен пӑрӑнма тата ытти ӗҫӗ пурнӑҫлама пултарӗ. Тимӗр эрешменсӗр пуҫне машиностроени факультечӗн студенчӗсен ытти ӗҫсем те пур. Анчах вӗсем халӗ республика шайӗнче иртекен тупӑшусене хатӗрленеҫҫӗ. Хӑйсен ӗҫӗсене ҫавӑн чухне ҫеҫ халӑха кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
![]() Тупӑк-ҫуртри ӳкерчӗксем Тури Ехипӗтри (Египетра) Луксорта сӑра вӗретекенӗн тупӑкне тупнӑ иккен, ӑна унта 3 200 ҫул каялла пытарнӑ пулать. Кун пирки National Geographic пӗлтерет. Тупӑка яппун ӑсчахӗсен ушкӑнӗ тупнӑ пулать. Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх тупӑк-ҫурт Т саспалли евӗрлӗ, унта кама пытарнине те пӗлнӗ — ӑна Мут хӗрарӑм-турӑ валли сӑра вӗретнӗ Хонсо Им-Хебу валли тунӑ пулнӑ иккен. Ҫурт стенисем ҫинче ӳкерчӗксем те упранса юлнӑ иккен — вӗсенче кулленхи пурнӑҫа та, йӑла-йӗрке ирттернине те сӑнласа панӑ. Археологсем хӑйсен ӗҫне туса пӗтернӗ хыҫҫӑн тупӑк-ҫурта ахаль ҫулҫӳревҫӗсене те кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра тата тепӗр ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑл — «Археологическая карта Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин архоелоги картти) ятлӑскер. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе Чӑваш кӗнеке издательстви пӗрле пулса хатӗрленӗ, пичетленӗ. Кӗнекере XIX ӗмӗртен пуҫласа XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗ таран археологи палӑкӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Унччен кун ҫути курман карттӑсем те ҫӗнӗ кӑларӑмра вырӑн тупнӑ иккен. Палӑксен ятне, вӗсем хӑш тӗлтине кӑтартнисӗр пуҫне вӗсене тӗпченин историйӗпе, коллекцисене ӑҫта упрани таранах паллаштарнӑ-мӗн. Кӗнекене Василий Каховский историка тата археолога асра тытса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
![]() «Око» уҫлӑхташ Виҫмине, раштавӑн 18-мӗшӗнче, Ҫӗр ҫине Совет Союзӗ вӑхӑтенчех вӗҫтерсе янӑ «Око» ҫар уҫлӑхташӗ (спутникӗ) ӳкмелле иккен. «Вымпел» патшалӑхпа акционерсен корпорацинче пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл Инди океанӗ таврашӗнче персе анмалла. Хальхи вӑхӑтра ун перегей ҫӳллӗшӗ 90 ҫухрӑмпа танлашать — тепӗр май каласан вӑл атмосферӑна перӗнме пуҫланипе танах. «Око» уҫлӑхташа хӑй вӑхӑтӗнче Плесецкран «Молния-М» ракетӑпа вӗҫтерсе янӑ, унӑн баллистика ракетисене ярсан систермелле пулнӑ. Ҫак уҫлӑхташсен орбитисем ҫуллӗ эллипслӑ та ҫурматалӑклӑ. Унашкал космос аппарачӗсем тӗнче уҫлӑхӗнче вуншар ҫул та вӗҫме пултараҫҫӗ, ҫав хушӑрах темиҫе уйӑхран та персе анайраҫҫӗ. «Око» йышши аппарата пирӗн патшалӑх пурӗ 86 штук вӗҫтерсе янӑ иккен, юлашкинчен — 2010 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнче. Вӗсен йывӑрӑшӗ — 1250 кг. 2014 ҫулӑн малтанхи кунӗсенче тепӗр уҫлӑхташ ӳкмелле иккен — ку хутенче «Молния-3-45» ятлӑскер. «Вымпел» ӗҫченӗсем унӑн кунне кӑрлачӑн 1-3-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
![]() ЧНК сайтӗнчи сӑн ЧНК сайчӗ Хусанта «Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи халӑхсен историллӗ шӑпи (XVI ӗм.-XVIII ӗм. пуҫл.)» конференци иртни пирки пӗлтерет. Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи ӑслӑлӑх конференцине Тутарстан ӑсчахӗсемсӗр пуҫне, Чӑваш Енрен те хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Мускав, Челепи, Тобольск, Ӗремпур, Волгоград облаҫӗнчен те килнӗ. Сӳтсе явнӑ ыйтусенчен пӗри «XVI–XVIII ӗмӗрсенчи ҫырулӑх ҫӑлкуҫӗсенче тӗл пулакан «чюваш» тата «ясачная чюваша» сӑмахсен этникӑпа социаллӑ пурнӑҫри пӗлтерӗшӗсем» тема пулнӑ. Ыйтӑва тишкернӗ «ҫавра сӗтеле» Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх тӗп ӗҫченӗ, этнологипе социологи пайӗн пуҫлӑхӗ Виталий Петрович Иванов ертсе пынӑ. Доклад калаканни вара асӑннӑ институтӑн филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Николай Иванович Егоров пулнӑ. Ыйту чылайӑшне кӑсӑклантарнӑ курӑнать — ӑна сӳтсе явма тутарсем те, чӑвашсем те хӗрӳллӗ хутшӑннӑ. Шел те, мӗнле пӗтӗмлетӳ патне тухнине ЧНК сайчӗ пӗлтермест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
Associated Press хыпарлав агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Китай вӗҫтерсе янӑ «Юйту» (чӑв. «Уйӑх мулкачӗ») уйӑхҫийӗн куҫаканӗ (лунохочӗ) тӗрӗс тӗкел Уйӑх ҫине анса ларнӑ. Вӑл кӑна мар, ӳкернӗ пӗрремӗш сӑнсене те ярса панӑ имӗш. Вӗсене Китай патшалӑх телекуравӗ тӳрӗ эфиртах кӑтартнӑ теҫҫӗ. «Юйту» Уйӑх ҫине «Чанъэ-3» космос аппарачӗ ҫинче Асамат кӗпер кӳлмекӗн кратерне (Ҫумӑрсен Тинӗсенче вырнаҫнӑ) аннӑ. Вӑл унта пурӗ 3 уйӑх ӗҫлемелле. Аппарата энергипе хӗвел батарейисем тивӗҫтерӗҫ, ҫавӑн пекех ун ҫинче навигаци тата панорама камерисем, рентген тата инфрахӗрлӗ спектрометрсем пур. «Чанъэ-3» карапа раштавӑн 1-мӗшӗнче вӗҫтерсе янӑччӗ. Ку карап Китайӑн Уйӑх программинчи иккӗмӗш тапхӑр шутланать. Виҫҫӗмӗшӗнче, сӑмахран, вӗсем Уйӑх тӑприне Ҫӗр ҫине илсе килесшӗн. Уйӑх ҫине пӗр-пӗр хатӗре ӑнӑҫлӑ лартма пултарнӑ патшалӑхсен речӗнче Китай — виҫҫӗмӗш. Унччен ку ҫитӗнӗве СССР тата АПШ тунӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
