|
Ӑслӑлӑх
![]() Стронций титаначӗ Вашингтон университетӗнчи (АПШ) физиксем стронций титаначӗн кристалӗнче ҫирӗп фотоярӑшлӑх (выр. фотопроводимость) асӑрханӑ. Ӑна вӗсем ӑнсӑртран уҫнӑ иккен — университет сайчӗ ҫапла пӗлтерет. Ку пулӑма стронций титаначӗнче унччен сӑнаман имӗш, пуласса та шутламан. Фотоярӑшлӑх — ҫурмаярӑшсен (выр. полупроводник) уйрӑмлӑхӗ, пӗр-пӗр материал ҫине ҫутӑ ӳкнӗ хыҫҫӑн унӑн ярӑшлӑхӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ. Витӗмӗ ҫакнашкал: фотонсем япалашри электронсене хускатаҫҫӗ, заряда куҫаракансен йышӗ ӳснӗрен ярӑшлӑх та пысӑкланать. Фотоярӑшлӑхпа тӗрлӗ ҫӗрте усӑ кураҫҫӗ, сӑмахран, копилекен аппаратсенче. Ҫирӗп фотоярӑшлӑх (выр. Устойчивая фотопроводимость) — хальтерех уҫнӑ пулӑм. Вӑл фотоярӑшлӑхӑн пайӑр уйрӑмлӑхӗ шутланать, пӗр-пӗр япалаша пӗчӗк тапхӑр ҫутатнӑ хыҫҫӑн унӑн ярӑшлӑхӗ нумайлӑха тӑсӑлнипе ҫыхӑннӑ. Стронций титаначӗ фотоярӑшлӑхне тӗпченӗ чухне ӑсчахсем ҫак япалан ҫирӗп ярӑшлӑхӗ валли пӳлӗм ӑшши те ҫителӗклӗ пулнине палӑртнӑ. 10 минут ҫутатнӑ хыҫҫӑн унӑн фотоярӑшлӑхӗ 400 хут ӳсни темиҫе куна тӑсӑлнӑ иккен. Ку виҫе пӗчӗк мар имӗш, ҫавӑнпа та малашне тен стронций титанатне компьютер хатӗрӗсене ӑсталанӑ ҫӗрте те усӑ курма пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
![]() Авалхи чӗрчунӑн реконструкцийӗ Тибет тӑрӑхӗнче ӑсчахсем ҫухалнӑ чӗрчун шӑмми-шаккине тупнӑ — шӑп ҫав авалхи йӑхран хальхи барссемпе леопардсем пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Тупнӑ шӑмӑ пайӗсем — ҫав шутра япӑхах мар сыхланса юлнӑ янах шӑмми те пур — виҫӗ чӗрчунӑн пулнине палӑртнӑ. Нью-Йоркри естействеллӑ историн Америка музейӗн тӗпчевҫисем пуҫ шӑммине сӑнласа панӑ: вӑл ҫитӗннӗ чӗрчунӑн имӗш; янах шӑммин ҫӳлти пайӗнче виҫӗ шӑл сыхланса юлнӑ — ун тӑрӑх вӑл мӗн ҫисе пурӑннине палӑртма пултарнӑ. Авалхи Panthera blytheae, иккен, хальхи леопардсем майлах пулнӑ. Пысӑкӑшӗпе вӑл сӑрт-ту барсӗнчен (Uncia uncia) пӗчӗкрех, тӗтреллӗ леопардпа (Neofelis nebulosa) пӗр шайра пулнӑ. Сӑрт-ту барсӗ те, тӗтреллӗ леопард та пысӑк кушаксен йӑхне кӗреҫҫӗ. Маларах ҫав йӑхӑн шӑммисене Африкӑра ҫеҫ тупнӑ, ҫапла май пысӑк кушаксем 3,8 миллион ҫул каялла шӑп ҫав тӑрӑхран тесе шутланӑ. Тибетра тупнӑ шӑмӑсем вара 4,42 миллион ҫулта пулни палӑрнӑ (ҫак пӗтӗмлетӳ патне тӗрлӗ майпа тӗпченӗ хыҫҫӑн тухнӑ). Хӑш-пӗр пайӗ вара тата та аслӑрах — 5,95 миллион ҫулта — пулни те сисӗннӗ. Тупнӑ шӑмӑсем хальхи чӗрчунӑннисенчен ытлашшиех уйрӑлса тӑманнипе вӗсем чи пӗрремӗш пысӑк кушаксем пулманнине кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
![]() GOCE Паян атмосферӑн ҫӳл сийӗсенче Европа космос агентстви вӗҫтерсе янӑ GOCE уҫлӑхташӗ (спутникӗ) ҫунса кайнӑ. Ку пулӑм Атлантика океанӗнчи Фолкленд утравӗсем вырнаҫнӑ тӑрӑхран 400 ҫухрӑм кӑнтӑралла пулса иртнӗ. Уҫлӑхташ пӗчӗк маррине кура — йывӑрӑшӗ 1,1 тонна — унӑн ванчӑкӗсем ҫӗр сийӗ таран ҫитесси хӑратнӑ. Ҫавах та пӑшӑрханни кӑлӑхах пулнӑ. Уҫлӑхташ атмосферӑн ҫӑра сийне Мускав вӑхӑчӗпе 4 сехет те 16 минутра кӗнӗ те ЕКА пӗлтернӗ тӑрӑх спутникӑн пур пайӗ те ҫунса кайнӑ. Ванчӑкӗсем ӳкни пирки каламаҫҫӗ. GOCE (Gravity field and steady-state Ocean Circulation Explorer) аппарата 2009 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тӗнче уҫлӑхне вӗҫтерсе янӑ. Унта вырнаҫтарнӑ хатӗрсем 2011 ҫулта пирӗн планетӑн тӗп-тӗрӗс гравитаци карттине ӳкерме май панӑ. Виҫевӗн тӗрӗслӗхне ӳстермешкӗн уҫлӑхташӑн электрореактривлӑ тапраткӑчӗсем (двигателӗсем) ун орбитине хӑпартма тата антарма пултарнӑ. Юпан 21-мӗшӗнче аппарат ксенона ҫунтарса пӗтернӗ (тапраткӑчӗ унпа усӑ курнӑ), ҫапла май вӑл майӗпен анма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
Кӗҫнерникун, юпан 31-мӗшӗнче, Наци вулавӑшӗнче Раҫҫей вӗренӳ академийӗн академикӗ — Геннадий Волков ҫинчен пичетлесе кӑларнӑ кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ. Издани авторӗ — журналист, ҫыравҫӑ Лидия Михайлова. «Чӑваш ҫӗрен пророкӗ» (выр. «Пророк земли чувашской») кӗнекере Геннадий Волковӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне сӑнласа панӑ. Унсӑр пуҫне унта академикӑн ҫывӑх туссепе пӗрле ӗҫлекенсен асаилӗвӗсем кӗнӗ. Аса илтеретпӗр, Геннадий Волков профессор, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Раҫҫей вӗренӳ академийӗн академикӗ, ҫыравҫӑ-публицист, этнопедагогикӑна никӗслекенӗ, ӑслӑхҫӑ-педагог. Ӑна халаласа Шупашкарта палӑк лартма планланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
Перу патшалӑхӗнчи Лима тӑрӑхри Мирафлорес округӗнче археологсем лайӑх упранса юлнӑ икӗ мумине шыраса тупнӑ иккен. Вӗсем ҫӗр ӑшӗнче пин ҫул ытла выртнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вырӑнти El Comercio хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх вӗсене Уака Пукьяна комплекса тӗпченӗ май тупнӑ пулать. Мумисенчен пӗри ҫитӗннӗ ҫыннӑн, тепри вара — ачан. Вӗсем вари ятлӑ халӑхӑн тесе шутлаҫҫӗ. Варисем вӑл тӑрӑхра инксем киличчен пурӑннӑ. Виле вырӑнӗнче ҫавӑн пекех мате чей ҫулҫисем, пуснаран тунӑ 12 кушел, 3 тинӗс сыснин шӑмшакне тупнӑ. Ку япаласене тишкернӗ май ӑсчахсем кунта тӗп-пӗр чиновнике е мӑчавӑра пытарни пирки калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
Кирек епле отрасль евӗрех криминалистика та пӗр вырӑнта тӑмасть. Ӳлӗмрен Чӑваш Енӗн криминалисчӗсем — сӑмахӑмӑр кунта РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пирки пырать — хӑйсен ӗҫӗнче гипнозпа усӑ курма тытӑнмалла. Кун валли вӗсем психолог-врачсене явӑҫтарӗҫ. Асӑннӑ службӑн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев каланӑ тӑрӑх, шар курнӑ ҫынна гипноз преступник пирки лайӑхрах аса илме пулӑшать. Хӑрушлӑх сиксе тухнӑ самантра хумханнипе ҫын ӑна-кӑна ним мар манса кайма пултарать. Гипноз вара хурахӑн сӑнне, тумне, сассине аса илме пулӑшасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
