|
Ӑслӑлӑх
![]() Ҫӑлкуҫ: JAXA Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине илсе ҫитернӗ Рюгу астероид ҫинчи тӑпра тӗслӗхӗсенче ӑсчахсем органикӑллӑ молекулӑсем нумай пулнине асӑрханӑ, пурнӑҫ тӗвви амаланса каймалӑх условисем йӗркеленес пулсан вӗсем ӑна тӑвакан элементсем пулма пултарнӑ пулӗччӗҫ. «Хаябуса-2» миссийӗ вӑхӑтӗнче тупнӑ материалсенче «пребиотикӑлла органика» текен япаласем пур. Сӑмах чӗрӗ организмсенче хими реакцийӗсене йӗркелеме тата ҫӳҫ е мускул йышши кӑткӑс тытӑмсене хатӗрлеме кирлӗ протеинсем тума усӑ куракан аминойӳҫексен темиҫе тӗсӗ пирки пырать. Ҫак молекулӑсем ҫав шутра пурнӑҫ тӗвеленипе ҫыхӑнман процессемпе те йӗркеленме пултараҫҫӗ, сӑмахран, астероидсенче шалта иртекеннисенче. Тӗпчевӗн ертсе пыракан авторӗ каланӑ тӑрӑх, пребиотикӑлла молекулӑсем астероид ҫийӗнчи тӑпра тӗслӗхсенче пулни, унти хутлӑх условийӗсем чаплах мар пулсан та астероидӑн чи ҫӳлти сийӗ органикӑна космос радиацийӗнчен тата ытти факторсенчен хӳтӗлеме пултарнине ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Кӑсӑклӑ
Ӑслӑлӑх
Паян, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Шотландири Сент-Эндрюс университечӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ӑна 612 ҫул каялла, 1411 ҫулта никӗсленӗ иккен. Акӑлчанла калаҫакан тӗнчене илес пулсан чи ватӑ университетсенчен вӑл виҫҫӗмӗш. Оксфордпа Кембридж университечӗсем кӑна ватӑрах. Акӑ мӗн каласа парать кун пирки Calend.ru ресурс: Сент-Эндрюс хули (акӑлч. St Andrews) ятне Шотландин хӳтӗлевҫи ячӗпе, сӑваплӑ Андрее чысласа панӑ. 1410 ҫулта Сент-Эндрюс хулинче ахаль шкул уҫнӑ. Ӑна Сорбоннӑра пӗлӳ илнӗ ҫынсем никӗсленӗ. 1411 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Генри Вордло Епископ ҫак шкул никӗсӗ ҫинче Шотландири пӗрремӗш университета йӗркелесси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Парижри альма-матерти пекех, университетра тӑватӑ факультет пулнӑ. Вӗсем — теологи, право, ӳнер тата медицина факультечӗсем. Ӳнер шутне вӑл вӑхӑтра тӗрӗс ӑслӑлӑх кӗнӗ. 1413 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Бенедикт ХIII антипапа Вордло указне ҫирӗплетнӗ. Антипапа панӑ буллапа (пичет) хыпарҫӑсем 1414 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче ҫитнӗ. Ҫак кунах университета чаплӑ уяв ирттерсе уҫнӑ. Сент-Эндрюс университечӗ (акӑлч. |
|
Ӑслӑлӑх
![]() Францин ӑслӑлӑх тӗпчевӗсен наци центрӗ Вӑтаҫӗр тинӗсӗн тӗпӗнче Laboratoire Sous-marin Provence Méditerranée (LSPM) шывай лабораторине уҫнӑ. Вӑл 2450 метр тарӑнӑшӗнче вырнаҫнӑ, океана тӗпчеме пулӑшӗ. Унти хатӗр-хӗтӗрсем нейтрино шырама, климат улшӑнӑвӗсене асӑрхаса тӑма, тинӗсӗн физикине, химине тата биологине тӗпчеме, ҫавӑн пекех ытти тӗллевсене пурнӑҫлама пултарӗҫ. LSPM тӗп хатӗрӗ — KM3NeT детектор. Вӑл тавралӑхӗн пӗр кубла километрне ярса илет. Мӗнпур хатӗр-хӗтӗрсем тупнӑ даннӑйсене лаборатори ҫӗр ҫине ярать, ҫакӑн валли вӑл 42 километр тӑршшӗ электрооптикӑллӑ кабельпе усӑ курать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Кӑсӑклӑ
Ӑслӑлӑх
Паян, нарӑсӑн 25-мӗшӗнче, пӗр паллӑ пулӑм пулса иртнӗ. 186 ҫул каялла, 1837 ҫулта, улшӑнми токпа ӗҫлекен электродвигатель тӗлӗшпе патент ҫирӗплетнӗ. Ҫав вӑхӑтран пуҫланать те ӗнтӗ электродвигательсемпе анлӑн усӑ курас тапхӑр. Ӑҫта кӑна ҫук пуль вӗсем халь… Сире вара ҫак пулӑм мӗнле пулса иртни пирки каласа парас шухӑш пур. 1833 ҫулта ялти тимӗрҫӗ, Америкӑри центртан инҫетре пурӑнакан хӑй тӗллӗн вӗреннӗ электрик Томас Дэвенпорт Джозеф Генри электромагнит шухӑшласа кӑларни пирки, унпа усӑ курса тимӗр тӑприне пуянлатни ҫинчен пӗлнӗ. Томас Дэвенпорт Генри шутласа кӑларнӑ япалана туяннӑ, ӑна тӗпчесе вӑл мӗнле ӗҫленине ӑнланса илсе хӑй те компактлӑ магнитсем ӑсталама тытӑннӑ. Проводсене изоляцилеме арӑмӗн венчете тӑхӑнакан кӗпипе усӑ курнӑ. Томас Дэвенпорт ӑна хӑюсем ҫине пайласа пралуксене чӗркесе ҫыхнӑ. Часах мотор ӑсталаннӑ та — ку вӑл улшӑнми токпа ӗҫлекен пӗрремӗш роторлӑ электродвигатель пулнӑ. 1835 ҫулта Томас Дэвенпорт халӑха ҫавракаланса ҫыхӑнтарнӑ чукун ҫулӑн модельне кӑтартнӑ, ун тӑрӑх пӗчӗк локомотив ҫӳренӗ. |
|
Ӑслӑлӑх
![]() www.chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре маттур ҫамрӑк учёнӑйсене палӑртнӑ. Республика шайӗнчи конкурса 11-мӗш хутчен ирттернӗ. «Чӑваш Республикинчи естествӑлла наукӑсем енӗпе чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчах» ята И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн органика тата фармаци химийӗн кафедрин доценчӗ Михаил Иевлев тивӗҫнӗ, техника наукисен енӗпе — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн транспортпа технологи машинисен тата комплексӗсен кафедрин доценчӗ Алексей Алатырев, социогуманитари енӗпе — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологи енӗпе ӗҫлекен аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Николай Мясников, истори наукисен енӗпе — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн факультетсем хушшинчи 1С никӗс лабораторийӗн заведующийӗ — Алексей Минеев. Чи лайӑх тӗпчевҫӗ-учёнӑй ята Шупашкарти коопераци институчӗн экономика тата информаци технологийӗсен кафедрин доцентне Андрей Никитина панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
![]() Пӑрлӑ Европа Кӗҫнерникун NASA-н Juno (Юнона) космос аппарачӗ Юпитерӑн Европа уҫлӑхташӗнчен (спутникӗнчен) 357 ҫухрӑмра вӗҫсе иртнӗ. Ҫакӑ юлашки 20 ҫул хушшинче NASA космос карапӗ Европӑпа чи ҫывӑхра вӗҫсе иртни шутланать. Ӑсчахсем Юпитерӑн шӑнса ларнӑ хулӑн хуппи айӗнче океан пулма пултарать тесе шухӑшлаҫҫӗ, шыв айӗнче пурнӑҫ пулма пултарасса шанаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем шаннӑ тӑрӑх вӗсем калӑпӑшӗпе Ҫӗр чӑмӑрӗн уҫлӑхташне ҫывӑх Европа сийӗ ҫинчен тухакан тапса тӑракан шыв юписене сӑнама тивӗҫ. Ҫак сӑнавсем агентствӑна Europa Clipper миссине хатӗрленӗ чухне планлама пулӑшӗҫ, ӑна 2024 ҫулта вӗҫтерсе яма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫитес ҫул ЕКА Juice (Jupiter Icy Moons Explorer) Юпитерӑн пӑрлӑ уйӑхӗсене тӗпчекен мисси старт илӗ. Европа патне чи ҫывӑха вӗҫсе пынисен ретне халӗ те «Галилео» ятлӑ NASA космос аппарачӗ йышӑнать. 2000 ҫулта вӑл уҫлӑхташ патне 351 ҫухрӑма ҫывхарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
![]() Марс ҫинчи шӑтӑк НАСА-н ҫӗнӗ эксперименчӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, авалхи пурнӑҫ паллисене тупса палӑртас тесен Марс ҫинчи роверсен тӑпра тӗслӗхӗсене ҫӗр ҫийӗнчен икӗ метртан е ытларах тарӑнӑшран илме тивӗ. Тӗпчев кӑтартнӑ тӑрӑх, Марс сийӗнче вырнаҫнӑ ту тӑприпе реголитри аминокислотасем космос пайӑркисене пула малтан шутланинчен хӑвӑртрах арканаҫҫӗ. Хальхи роверсем вара тӑпра тӗслӗхӗсене илес тӗлӗшпе пилӗк сантиметр яхӑн тарӑнӑша ҫеҫ чавайраҫҫӗ. Ку тарӑнӑшсенче вара аминокислотасем тӗппипех арканса пӗтме 20 миллион ҫул хушши кӑна кирлӗ. Чавнӑ чухне перхлоратсемпе шыв хушнине пула аминокислотасен арканӑвӗ тата ытларах хӑвӑртланать. 20 миллион ҫулхи тапхӑр пысӑках мар вӑхӑт тапхӑрӗ шутланать, ӑсчахсем вара планета ҫинче пулма пултарнӑ пурнӑҫ йӗрӗсене планетӑн авалхи сийне тӗпчесе шырасшӑн. Ӑсчахсен шучӗпе миллиард ҫулсем каялла Марс пирӗн Ҫӗр чӑмӑрӗ евӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
![]() Ҫӗр ҫумӗпе эрнекун чи пысӑк астероид вӗҫсе иртӗ. Ҫак эрнере Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫумӗпе икӗ километра яхӑн тӑршшӗллӗ «хӑрушлӑх кӑларма пултаракан» чи пысӑк астероид иртсе кайӗ, ӑсчахсен шучӗпе вӑл пирӗн планета патне питӗ ҫывӑха вӗҫсе пырӗ. 1989 JA ят панӑ астероидӑн тӑршшӗ 1,76 километр, унсӑр пуҫне вӑл Ҫӗр чӑмӑрӗ тавра вӗҫекен пӗр ҫухрӑмран кая мар сарлакӑш 878 астероид шутне кӗрет. Ҫакӑн пысӑкӑш астероид Ҫӗр ҫинче катастрофа кӑларма пултарать, анчах пӑшӑрханма кирлӗ мар. 1989 JA Ҫӗр чӑмӑрӗ патне эрнекун ҫывхарӗ пулин те, Ҫӗрпе чи ҫывӑх вӑхӑтра вӑл пирӗн планетӑран 4 миллион ҫухрӑмра пулӗ, ку вара Уйӑхпа Ҫӗр чӑмӑрӗ хушшинчи инҫӗшрен 10 хут нумайрах. Унӑн хӑвӑртлӑхӗ вара сехетре 48 000 ҫухрӑмпа танлашать, ҫакӑ сывлӑшра пуля хӑвӑртлӑхӗнчен 17 хут пысӑкрах. «Хӑрушлӑх кӑларма пултараканнисен» йышне ӑна Аполлон астероичӗ пулнӑран кӗртнӗ, урӑхла каласан, унӑн вӗҫев ҫулӗ Ҫӗр орбити урлӑ иртет. НАСА пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ 172 ҫула илсен ҫак эрнере астероид, Ҫӗр чӑмӑрӗнчен чи ҫывӑхран иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
![]() Emirates Mars Mission тунӑ сӑн «Аль-Амаль» тӗнче уҫлӑхӗн агентствӑн арап планета станцийӗ Марс ҫинче поляр ялтӑравӗн ҫӗнӗ йышши тӗсне асӑрханӑ. Ӑсчахсем атмосферӑн ҫӳлти сийӗ ялтӑртатнин темиҫе сӑнне ӳкерсе илнӗ, вӗсем хушшинче каярах «кукӑр-макӑр дискретлӑ поляр ялтӑравӗ» ята панӑ паллӑ мар пулӑм асӑрханӑ. Вӑл атмосферӑри темиҫе пин километра тӑсӑлакан хумхануллӑ электронсен эмиссин ӑман евӗрлӗ ярӑмсем пек курӑнать. Тӗпчеве хӗвелӗн вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче ирттернӗ, ҫакӑ вара питӗ вӑйлӑ поляр ялтӑравӗсем туса кӑларнӑ. Ку пулӑма Hope EMUS (The Emirates Mars Ultraviolet Spectrometer) ультрафиолет спектрометрӗпе усӑ курса ҫеҫ ӳкерме май килнӗ — вӑл 90-ран пуҫласа 180 нанометрлӑ хумсене сӑнама пултарайрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ӑслӑлӑх
![]() Ҫулталӑка яхӑн ӗҫленӗ хыҫҫӑн Ingenuity Mars ятлӑ NASA вертолечӗ ҫаплах «ҫӗнӗ» пекех. NASA реактивлӑ юхӑмӗн лабораторийӗ пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ingenuity планета ҫинче хӑйӗн 21-мӗш вӗҫевне туни пирки пӗлтернӗ, вӑл 129 ҫеккунт хушӑра 370 метр вӗҫнӗ. 2021 ҫулхи ака уйӑхӗнче пӗрремӗш хут вӗҫнӗренпе вертолет пурӗ 4,6 километр ытла ҫӗнтернӗ. Ingenuity-не технологи мӗнле ӗҫленине тӗрӗслесе пӑхма кӑна хатӗрленӗ, малтанхи планпа килӗшӳллӗн вӑл уйӑх хушшинче пилӗк хутран ытла мар вӗҫмелле пулнӑ. Ҫапах та 1,8 килограмлӑ вертолет хӑйне лайӑх енчен кӑтартнӑран NASA миссие тӑсма шутланӑ, унпа усӑ курса Perseverance марсоход (Ingenuity Марс ҫине унпа лекнӗ) умӗнчи лаптӑксене тӗпчесе сӑнаҫҫӗ. Вертолет Марс ҫинче ҫулталӑка яхӑн вӗҫнӗ пулин те хӑйне кивелсе пынӑ пек кӑтартман. «Ку таранччен те эпир вӑл япӑхланнине е вертолет хӑйӗн пӗр-пӗр пайне ҫухатнине курмарӑмӑр. Вӑл вӗр-ҫӗнӗскер пекех», — тенӗ ӑсчахсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
