Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑх: Николай Егоров Казахстан университетӗнче лекци ирттернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.03.2023 14:51 | 1818 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх
Ҫӑлкуҫ: Казахстан наци университечӗ
Ҫӑлкуҫ: Казахстан наци университечӗ

Ӗнер, пушӑн 27-мӗшӗнче, паллӑ тюрколог, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Николай Иванович Егоров Аль-Фараби ячӗллӗ Казахстан наци университетӗнче лекци ирттернӗ. Кун пирки университет сайчӗ хыпарлать.

Николай Егоровӑн лекцийӗ «Тӗпчев университечӗн аталанӑвӗнчи тюркологипе алтаистикӑн ҫивӗч ыйтӑвӗсем» ятлӑ пулнӑ. Итлекенсен йышӗнче аслӑ пӗлӳ учрежденийӗн паллӑ ӑсчахӗсем, ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗсен ертӳҫисем, магистрантсемпе докторантсем пулнӑ. Мероприятие Казахстан наци университечӗн ректорӗ Жансеит Туймебаев ертсе пынӑ. Вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. Хӑйӗн сӑмахӗнче Жансеит Кансеитулы лектора лайӑх енчен хакланӑ: тӗнче ӑслӑлӑхне вӑл самай пысӑк тӳпе хывнӑ тенӗ.

Казахстанра Чӑваш Енрен килнӗ хӑнана хапӑл йышӑннӑ, ӑна университетӑн хисеплӗ профессорӗ ята та панӑ.

Николай Егоров Казахстанра икӗ эрне ирттерӗ: лекцисем вулӗ, семинарсем ирттерӗ, казах ӑсчахӗсемпе тӗл пулӗ.

#Казахстан, #лекцисем, #ӑслӑлӑх, #пӗлӳ, #университетсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2794.64.4119
2023.03.28 17:36
Agabazar
Николай Иванович Егоров хăй те Алматтă хулинче ĕçлесе пурăнать мар-и-ха хальхи вăхăтра?
Agabazar // 2794.64.4119
2023.03.28 17:40
Agabazar
«Актуальные проблемы тюркологии и алтаистики в свете развития исследовательского университета» — «Тюркологин тата алтаистикӑн актуаллӑ ыйтӑвӗсем тӗпчевле университетӑн аталанӑвӗн ҫутинче»
Agabazar // 2794.64.4119
2023.03.28 17:43
Agabazar
Университечĕ кунта университет пекех (унта студентсем вĕренеççĕ), анчах та тĕпчев еннелле сулăннăскер.
Алмуш // 1483.64.3413
2023.03.29 08:27
Турӑ Сывлӑх патӑр хисеплӗ профессора!
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.03.30 06:12
Николай Иванович - аслӑ Михаил Романович Федотовӑн Ӗҫне малалла тӑсакан Гений!
Agabazar // 4243.27.2190
2023.03.30 22:11
Agabazar
Валери Туркай тӗрӗссине калать. Ман шутпа, асӑннӑ йӗр ак ҫапла майлашӑнса пырать:
— Н. И. Ашмарин
— В. Г. Егоров
— М. Р. Федотов
— Н. И. Егоров
Вӑт ҫак шайри ҫын. Ку кориффейсен ӗҫне тӑсакансене те курас килет.
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.03.31 04:45
Тӗрӗс, Акапасар!
Agabazar // 2645.33.1642
2023.04.01 09:54
Agabazar
Ку йышри В. Г. Егоров — Ашмарин вĕренекенĕ мар. М. Р. Федотов вара В. Г. Егоров вĕренекенĕ мар. Н. И. Егорова çеç М. Р. Романов вĕренекенĕ теме пулать. Апла пулин те йĕр çирĕппĕн хăй еккипех пырать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем