Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑх: Ӑсчахсем даннӑйсемпе ҫутӑ хӑвӑртлӑхӗпе ӗҫлекен меслет ӑсталанӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.04.2023 00:01 | 1248 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх
© shutterstock.com
© shutterstock.com

Тӗнче шайӗнче йӗркеленӗ Раҫҫейпе Корейӑри специалистсен ушкӑнӗ пӗрлехи вӑйпа инновациллӗ транзистор шутласа кӑларнӑ, вӑл хальхи вӑхӑтри аналогсен ҫитменлӗхӗсемсӗр пулса тухнӑ, ACS Nano публикацинче пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл ӑшша нумаях ҫухатмасӑр сигнала питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа куҫарма пултарать.

Тӗпчевҫӗсем хӑйсен ӗҫне ҫак результат таран «наноэкситонлӑ транзистор» хатӗрлесе пурнӑҫлама пултарнӑ, унта шалти сийлӗ тата сийсем хущшиллӗ экситонсемпе усӑ курнӑ. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫурма проводниксенче ҫутӑ пайӑркишӗн яваплӑ экситон квазипайӗсем ҫӗнӗ ӑрури эмисси элеменчӗсене тума кирлӗ, вӗсенчен ӑшӑ сахалрах саланать, малашлӑхра вӗсемпе ҫавӑн пекех квантлӑ технологисенче те усӑ курма май пулӗ.

Тӗпчевҫӗсем асӑрханӑ тӑрӑх, шалти сийсенчи экситонсем горизонтальлӗ вырнаҫасшӑн, сийсем хушшинчисем вара — вертикальлӗ. Ҫак структурӑсем пӗрешкел маррине пула тата частицӑсен ҫутӑ эффективлӑхӗ пӗчӗк пулнине кура нановиҫеллӗ уҫлӑхра ҫак пайсене ӑсчахсене тивӗҫлӗ шайра тытса тӑма йывӑр пулнӑ, анчах ку йывӑрлӑха вӗсем экситонсен тачӑлӑхӗпе ҫутӑлӑхне инҫет мелпе контрольлесе тӑрса ҫӗнтернӗ.

Ҫырса кӑтартнӑ меслет, фотон нанорезонаторӗпе ҫутӑ модуляторне пӗрле ҫыхӑнтараканскер, экситонсене тытса пыма май парать кӑна мар, наноэкситонлӑ транзистор ҫавӑн пекех ӑшша нумаях ҫухатмасӑр ҫутӑ хӑвӑртлӑхӗпе калӑпӑшлӑ даннӑйсемпе ӗҫлеме пултарать.

#ӑслӑлӑх, #техника, #Раҫҫейре, #тӗнчере, #Кӑнтӑр Корея

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 9841.6.4155
2023.04.19 03:05
Agabazar
-льл- текенни пекки пулмалла мар.
Agabazar // 9841.6.4155
2023.04.19 03:06
Agabazar
Даннăй — панăлăх

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем