Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑх: Хусанти конференцире чӑвашсен историне сӳтсе явнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.12.2013 20:36 | 1110 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх ЧНК сайтӗнчи сӑн
ЧНК сайтӗнчи сӑн

ЧНК сайчӗ Хусанта «Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи халӑхсен историллӗ шӑпи (XVI ӗм.-XVIII ӗм. пуҫл.)» конференци иртни пирки пӗлтерет. Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи ӑслӑлӑх конференцине Тутарстан ӑсчахӗсемсӗр пуҫне, Чӑваш Енрен те хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Мускав, Челепи, Тобольск, Ӗремпур, Волгоград облаҫӗнчен те килнӗ.

Сӳтсе явнӑ ыйтусенчен пӗри «XVI–XVIII ӗмӗрсенчи ҫырулӑх ҫӑлкуҫӗсенче тӗл пулакан «чюваш» тата «ясачная чюваша» сӑмахсен этникӑпа социаллӑ пурнӑҫри пӗлтерӗшӗсем» тема пулнӑ. Ыйтӑва тишкернӗ «ҫавра сӗтеле» Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх тӗп ӗҫченӗ, этнологипе социологи пайӗн пуҫлӑхӗ Виталий Петрович Иванов ертсе пынӑ. Доклад калаканни вара асӑннӑ институтӑн филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Николай Иванович Егоров пулнӑ. Ыйту чылайӑшне кӑсӑклантарнӑ курӑнать — ӑна сӳтсе явма тутарсем те, чӑвашсем те хӗрӳллӗ хутшӑннӑ.

Шел те, мӗнле пӗтӗмлетӳ патне тухнине ЧНК сайчӗ пӗлтермест.

#истори, #конференцисем, #ЧПГӐИ, #Хусан, #Тутарстан

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/34.html
 

Комментари:

Migulaj // 5074.0.4352
2013.12.16 20:59
Шел те, мĔнле пĕтĕмлетӳ патне тухнине ЧНК сайчĕ пĕлтермест.
Кунта Ĕ кирлĕ пулĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем