Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑх: Норвег ӑсчахсем Сахара пушхирӗ урӑхла йӗркеленнӗ теҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 21.09.2014 12:03 | 1835 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх Сахара пушхирӗ
Сахара пушхирӗ

Норвег ӑсчахӗсем Ҫӗр чӑмӑрӗн климатне модельлесе пӑхнӑ та Сахара пушхирӗ пачах та урӑхла йӗркеленме пултарнине палӑртнӑ. Енчен те унччен ӑсчахсем ҫак тӑрӑх 3 миллион ҫул каялла ҫанталӑк улшӑннине пула йӗркеленнӗ тесе шухӑшланӑ пулсан ҫӗнӗ тӗпчев Сахара пушхирӗ 7–11 миллион ҫул каялла пулса кайнине палӑртнӑ.

Норвег ӑсчахӗсен шухӑшӗпе вӑл вырӑнта мезозой ӗмӗрӗнче Тетис ятлӑ океан пулнӑ-мӗн, вӑл типнине пула Сахара пушхирӗ йӗркеленнӗ. Ҫавӑн пекех унпа пӗрле Вӑтаҫӗрпе Каҫпи тата Хура тинӗс пулса тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Асилтеретпӗр, Сахара пушхирӗ Африка континенчӗн ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ, вӑл унӑн 10% лаптӑкне йышӑнать. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 9 миллион тӑваткал метртан та ытла. Вӑл Ҫӗр чӑмӑрӗнчи чи шӑрӑх вырӑнсенчен пӗри шутланать — унта 57,7° ӑшӑ палӑртма пултарнӑ.

Унчченхи теорине 2008 ҫулта пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Германи, Канада тата АПШ ӑсчахӗсем Йоа кӳлӗри юшкӑна тӗпченӗ. Вӗсен шухӑшӗпе 6 пин ҫул каялла кӑна пушхирте кӳлӗсем чылай пулнӑ, йывӑҫсем сахал мар ӳснӗ. Вӗсен умӗн вара тепӗр ӑсчахсем Сахара 5500 ҫул каялла кӑна темиҫе ӗмӗр хушшинче йӗркеленни пирки каланӑ.

#пушхирсем, #Сахара, #ӑсчахсем, #ӑслӑлӑх, #географи, #Норвеги, #океансем, #Каҫпи тинӗсӗ, #тинӗссем, #Хура тинӗс, #Вӑтаҫӗр тинӗсӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем