Республикӑра
![]() Йӗпреҫри крансенчен мӗншӗн таса мар шыв юхать? Кун пирки нумаях пулмасть сайтра пӗлтернӗччӗ. ЧР строительство министрӗн Владимир Михайловӑн хурав пур: шыв япӑх ҫанталӑка пула тасамарланнӑ. Аса илтерер: Йӗпреҫ районӗнчи Пӑва, Шӑрттан ялӗсенче, Йӗпреҫ поселокӗнче кранран таса мар шыв юхнӑ. Ҫынсем кун пирки прокуратурӑна ҫӑхавланӑ. Тӗрӗслев ҫакна ҫирӗплетнӗ: шыв ҫын пурнӑҫӗшӗн тата сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Кӑҫал ҫумӑр нумай ҫунӑран Кире юханшывӗнчи шыв вараланнӑ-мӗн, вӑл шыв приемникне тасамарлатнӑ. Шыв управӗн тӗпне водолазсем тӗрӗсленӗ, 3-мӗш насос станцийӗн пӑрӑхӗсене дизинфекциленӗ. Министр ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, халӗ шыв нормӑпа килӗшсе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Шупашкар хулин йӑлари хытӑ каяшсене нумай ҫул турттарнӑ Питтукасси ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнне рекультивацилес ыйтупа ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн тата федераци ведомствисен территорири органӗсен ертӳҫисемпе паян ирттернӗ канашлура хускатнӑ. Йӑлари хытӑ каяшсен вырӑнне рекультивацилеме подряд организацине палӑртас тӗллевпе хула влаҫӗсем икӗ хутчен те электрон аукцион ирттернӗ. Анчах кӑлтӑкпа ирттернӗ тесе ӑна кашнинчех пӑрахӑҫланӑ. Хальхинче уҫӑ аукцион йӗркелесе «Автодор» предприятие ҫӗнтерӳҫӗ тесе йышӑннӑ. Анчах республика ертӳҫисем вӑл предприятие шанмаҫҫӗ. Устав капиталӗ те унӑн пӗчӗк, ӑна нумаях пулмасть уҫнӑ. Ҫав вӑхӑтрах федераци хыснинчен уйӑракан 113 миллион тенке авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен усӑ курмасан ӑна каялла илме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти стройкӑра 17-ри каччӑ вилнӗ. Ӗҫе вӑл вӑхӑтлӑх килӗшӳпе вырнаҫнӑ. Каччӑ балконти эвакуаци шӑтӑкне персе аннӑ. 9 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗскер ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. 2000 ҫулта ҫуралнӑ яш Шупашкарти Хӗвелтухӑҫ районӗнчи стройкӑра ӗҫленӗ. 16 хутлӑ пурӑнмалли ҫурта хӑпартнӑ ҫӗрте вӑл пулӑшакан рабочи пулса тӑрӑшнӑ. Производствдӑри инкек сӑлтавне халӗ тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсем ҫамрӑк рабочин ҫӳллӗ хутра ӗҫлеме ирӗк пулнипе пулманнине, ӗҫ вырӑнӗ хӑрушсӑрлӑх нормине тивӗҫтернине шута илӗҫ. Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗн специалисчӗсем те стройкӑри тӑрӑма хак парӗҫ. Строкӑри ӗҫ вилӗмпе вӗҫленнӗ инкек пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, халӗ тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗлӳ кунӗ тӗлне «Шкула пуҫтарӑнма пулӑш!» акци йӗркелӗҫ. Ӑна патшалӑх учрежденийӗсен профсоюзӗ тата Чӑваш Енри ачасен прависене хӳтелекен уполномоченнӑйӑн аппарачӗ ирттерӗ. Акцие ҫурла уйӑхӗнче ирттереҫҫӗ. Вӑл 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Кӑмӑл пулсан кӗнеке, канцтавар, шкулта кирлӗ хатӗр-хӗтӗр, ача-пӑча пултарулӑхне аталантармалли япаласем илсе килме май пур. Вӗсем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен реабилитаци центрӗнче тата ытти учрежденире пурӑнакан ачасене кирлӗ. Сусӑр шӑпӑрлансене, нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьери ачасене пулӑшас килет-и? Акцие хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Япаласене социаллӑ учрежденисене илсе пымалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йытӑсем кушака ҫурса тӑкнӑ Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансем килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсем нумайланнине пӗлтереҫҫӗ. Кун пирки вӗсем халӑх сечӗсенчен пӗринче вӗҫӗмех ҫыраҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӗсем поселокри Карл Маркс урамӗнчи 108, 110-мӗш, Советски урамӗнчи 84, 84 К1, 86, 86 К1, 88, 90, 90 К1-мӗш номерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене йытӑ сасси ҫывӑрма кансӗрлет тесе ҫырнӑччӗ. Кӳкеҫ поселокӗн администрацийӗн пуҫлӑхне Владимир Вершинина вӗсем йытӑсене тытма ӳкӗтлетпӗр тесех каланӑччӗ. Паян вара кӳкеҫсем Вершинин пуҫлӑх йытӑсене ытларикунсерен тытнине ӗнентерни пирки хыпарланӑ. Ытларикун тытаҫҫӗ пулсан мӗншӗн халӗ те йытӑсем ҫынсене каҫсерен хӑйсен шавӗпе канӑҫсӑрлантараҫҫӗ тесе кӑмӑлсӑрланнӑ вӗсем. Сӑмах май кӳкеҫсем вырӑнти хуҫасене хӗлле урамсене тасатма юр ҫуккишӗн те, урамсенче хунарсем ҫунманнишӗн те кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Утӑ ҫулса ҫеҫ те мар, пахча ҫимӗҫ ӳстерсе, ҫум курӑкран тасатса. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта халӑха киле тухса пулӑшакан уйрӑмсем иккӗ. Вӗсем 169 ҫынна пулӑшу кӳреҫҫӗ. Социаллӑ ӗҫченсен куҫӗнчен пӑхакансем хушшинче сусӑрсем, вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсем, пӗччен пурӑнакан кинеми-мучисем, сахал тупӑшлисем пур. Хӑйсен хӳттине илнисем патне социаллӑ ӗҫченсем эрнере икӗ хутран кая мар ҫӳреҫҫӗ. Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта ӗнентернӗ тӑрӑх, кирлӗ пулсан унтан та ытларах хутлаҫҫӗ. Центрӑн килте социаллӑ пулӑшу кӳрекен уйрӑмӗсен ертӳҫисем Екатерина Москаленко тата Татьяна Васильева ватӑсем патне килӗсене ҫитсе социаллӑ ӗҫченсен тӑрӑшӑвне тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 15 сехет те 40 минутра ҫӑлавпа шырав службине хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та виҫӗ ҫын Атӑл леш енчи вӑрманта ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗ. Вӗсен йышӗнче 2007 ҫулта ҫуралнӑ ача та пулнӑ. Ҫынсем Сосновка поселокӗ ҫывӑхӗнче ҫухалса кайнӑ. Хӑйсем ӑҫта пулнине вӗсем ниепле те палӑртайман. Республикӑри ҫӑлавпа шырав службин оперативлӑ дежурнӑйӗ Игорь Наумов полицейскисемпе тата Мари Элти ҫӑлавҫӑсемпе пӗрле ҫав виҫӗ ҫын ӑҫта пулнине палӑртнӑ. Каҫхи 6 сехет тӗлне вӗсене тупнӑ, автобус чарӑнӑвне илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗк районӗнче пурӑнакан хӗрарӑмӑн пахчара мӑкӑнь ӳстернӗшӗн явап тытма тивӗ. Полицейскисем унӑн пахчинче 72 туна ҫак ӳсен-тӑрана тупнӑ. Ҫак хӗрарӑм ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче хуҫалӑхӗнче мӑкӑнь ӳснине асӑрханӑ. Анчах вӑл вӗсене тӑпӑлтарса пемен, пачах тепӗр май - шӑварма, ҫумкурӑкран тасатма пуҫланӑ. Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пахчара мӑкӑнь ӳснине полицейскисем асӑрханӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл наркотик курӑкне ӳстернӗ тесе айӑпласшӑн. Ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын терроризма укҫан пулӑшнӑшӑн суд умӗнче явап тытнӑ. ФСБ палӑртнӑ тӑрӑх, 36 ҫулти арҫын сирпӗнекен япаласем хатӗрлесе сутнӑ. Куншӑн ӑна колоние 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха ӑсатнӑ. Анчах ку кӑна мар иккен. Каярахпа вӑл 2010 ҫулта пӗр сайтра Раҫҫейре йӗркелеме чарнӑ экстремизмла организаципе ҫырӑннине, ӑна укҫан пулӑшма сӗннине тупса палӑртнӑ. Унтан арҫын ют ҫӗршыв арҫыннине 10 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Суд куншӑн ӑна 6 ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне 170 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енри следовательсем коллегин анлӑ ларӑвне пуҫтарӑннӑ. Унта РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче ӗҫлекенсем ҫеҫ мар, пакунлӑ ытти ҫын та пуҫтарӑннӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та коллегин анлӑ ларӑвӗнче пулнӑ, тухса калаҫнӑ. Чӑваш Республикин прокурорӗ Василий Пословский республика ертӳҫине ырӑпа палӑртнӑ. ЧР Элтеперӗн пресс-служби кун пирки прокурора ҫапларах цитатӑланӑ: «Саккун тата право йӗркисен пӗтӗмлетӗвне пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикинче лару-тӑру лайӑх пулнине, пур шайри влаҫ та, право йӗркине сыхлассипе пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑ ӗҫленине ҫирӗплетеҫҫӗ. Республикӑра мӗнпур тытӑмра вӑй хуракансемпе пӗрле Чӑваш Республикн Пуҫлӑхӗ Михаил Васильевич Игнатьевӑн витӗмлӗхӗ ҫав тери пысӑк». уйӑхӗн Руководство ведомства ставит задачу по дальнейшему улучшению качества проведения следственных проверок. Александр Мигушов потребовал от сотрудников следственного управления скрупулезного подхода к каждому преступлению, совершенных в отношении несовершеннолетних. На особом контроле также должны быть дела коррупционной направленности, восстановление нарушенных прав работников по выплате заработной платы, налоговые преступления. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |