Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 15 сехет те 40 минутра ҫӑлавпа шырав службине хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та виҫӗ ҫын Атӑл леш енчи вӑрманта ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗ. Вӗсен йышӗнче 2007 ҫулта ҫуралнӑ ача та пулнӑ. Ҫынсем Сосновка поселокӗ ҫывӑхӗнче ҫухалса кайнӑ. Хӑйсем ӑҫта пулнине вӗсем ниепле те палӑртайман. Республикӑри ҫӑлавпа шырав службин оперативлӑ дежурнӑйӗ Игорь Наумов полицейскисемпе тата Мари Элти ҫӑлавҫӑсемпе пӗрле ҫав виҫӗ ҫын ӑҫта пулнине палӑртнӑ. Каҫхи 6 сехет тӗлне вӗсене тупнӑ, автобус чарӑнӑвне илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗк районӗнче пурӑнакан хӗрарӑмӑн пахчара мӑкӑнь ӳстернӗшӗн явап тытма тивӗ. Полицейскисем унӑн пахчинче 72 туна ҫак ӳсен-тӑрана тупнӑ. Ҫак хӗрарӑм ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче хуҫалӑхӗнче мӑкӑнь ӳснине асӑрханӑ. Анчах вӑл вӗсене тӑпӑлтарса пемен, пачах тепӗр май - шӑварма, ҫумкурӑкран тасатма пуҫланӑ. Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пахчара мӑкӑнь ӳснине полицейскисем асӑрханӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл наркотик курӑкне ӳстернӗ тесе айӑпласшӑн. Ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын терроризма укҫан пулӑшнӑшӑн суд умӗнче явап тытнӑ. ФСБ палӑртнӑ тӑрӑх, 36 ҫулти арҫын сирпӗнекен япаласем хатӗрлесе сутнӑ. Куншӑн ӑна колоние 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха ӑсатнӑ. Анчах ку кӑна мар иккен. Каярахпа вӑл 2010 ҫулта пӗр сайтра Раҫҫейре йӗркелеме чарнӑ экстремизмла организаципе ҫырӑннине, ӑна укҫан пулӑшма сӗннине тупса палӑртнӑ. Унтан арҫын ют ҫӗршыв арҫыннине 10 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Суд куншӑн ӑна 6 ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне 170 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енри следовательсем коллегин анлӑ ларӑвне пуҫтарӑннӑ. Унта РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче ӗҫлекенсем ҫеҫ мар, пакунлӑ ытти ҫын та пуҫтарӑннӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та коллегин анлӑ ларӑвӗнче пулнӑ, тухса калаҫнӑ. Чӑваш Республикин прокурорӗ Василий Пословский республика ертӳҫине ырӑпа палӑртнӑ. ЧР Элтеперӗн пресс-служби кун пирки прокурора ҫапларах цитатӑланӑ: «Саккун тата право йӗркисен пӗтӗмлетӗвне пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикинче лару-тӑру лайӑх пулнине, пур шайри влаҫ та, право йӗркине сыхлассипе пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑ ӗҫленине ҫирӗплетеҫҫӗ. Республикӑра мӗнпур тытӑмра вӑй хуракансемпе пӗрле Чӑваш Республикн Пуҫлӑхӗ Михаил Васильевич Игнатьевӑн витӗмлӗхӗ ҫав тери пысӑк». уйӑхӗн Руководство ведомства ставит задачу по дальнейшему улучшению качества проведения следственных проверок. Александр Мигушов потребовал от сотрудников следственного управления скрупулезного подхода к каждому преступлению, совершенных в отношении несовершеннолетних. На особом контроле также должны быть дела коррупционной направленности, восстановление нарушенных прав работников по выплате заработной платы, налоговые преступления. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрта пурӑнакан 10-ри шӑпӑрлан путакан ачана ҫӑлнӑ. Ку темиҫе кун каяллах пулнӑ-ха, анчах кун пирки халь тин пӗлтернӗ. Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Денис Ведяшов ҫемйипе пляжра каннӑ. Вӑл путакан 6-ри ачана асӑрханӑ та пулӑшма часрах васканӑ. Денис пӗчӗкскер шыв айне ҫухалнине пуринчен малтан курнӑ. Вӑл ӑна юлташӗпе ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. 6-ри ача шыв нумай ҫӑтнӑран кӑвакарсах кайнӑ. Юрать, ҫыран хӗрринче виҫӗ арҫын пулнӑ, вӗсенчен пӗри ачана пирвайхи пулӑшу кӳнӗ, искусственнӑй майпа сывлаттарнӑ. Тухтӑрсем ҫитнӗ тӗле ача тӑна кӗнӗ, анчах мӗн пулса иртнине ӑнланман. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Ачана ҫӑлнӑ Денис 4-мӗш класа куҫнӑ. Вӑл спорткомплекса ҫӳрет, шӑпах ҫавӑнта ишме вӗреннӗ те. Денис ҫемье чи аслӑ ача. Вӑл кӗҫӗннисене ырӑ тӗслӗх кӑтартать Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин халӑх канашӗ тата республикӑри халӑхпа сӑнав комиссийӗ вӑхӑтлӑх изоляторсем тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӗсем унта тытса пынисене мӗнле условире усранипе паллашнӑ. Комсомольскинчи вӑхӑтлӑх изолятора лекнисем нимшӗн те кӑмӑлсӑрланман. «Эп кунта час-часах килетӗп. Йӑлтах йӗркеллӗ. Чей параҫҫӗ, шыв параҫҫӗ, чей вӗретеҫҫӗ! Тӗрмерипе танлаштарсан лайӑх тӑрантараҫҫӗ», — савӑнса каласа кӑтартнӑ пӗри. Чӑн та, камерӑра шыв та, санитари кӗтесӗ те пур иккен. Камерӑна унта лекнисем хӑйсем тасатса тӑраҫҫӗ. Чирлисем, пирус туртакансем тата хӗрарӑмсемпе ҫул ҫитменнисем валли — расна камерӑсем. Патӑрьел районӗнчи изолятор та унти услови енчен тӗрӗслевҫӗсен кӑмӑлне тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Волга» упрдор пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Дмитрий Филиппов тӗлӗшпе суд пулнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ. Филиппова темиҫе эпизодпа айӑпланӑ. Вӗсенчен пӗри Ҫӗрпӳ кӗперӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл патшалӑх контрактне 1 ҫул ытларах тӑснӑ, хӑй подрядчиксем унчченхи ӗҫе пурнӑҫламаннине пӗлнӗ. Филиппов организацин расчет счечӗ ҫине аванс тесе 120 пин тенкӗ ытла куҫарма ыйтнӑ. Контракта вара 2013 ҫулта алӑ пуснӑ, вӑл 700 миллион тенкӗлӗх пулнӑ. Кунсӑр пуҫне 2015 ҫулта Филиппов Чӗмпӗр облаҫӗнчи федераци ҫулне тӗпрен юсама пӗр строительство фирмине палӑртмаллине кӑтартнӑ. Унпа 346 миллион тенкӗлӗх контакт алӑ пуснӑ. Анчах подрядчик ӗҫе вӑхӑтра туман, штраф санкцийӗсене унран шыраса илмен. Филиппова пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑвашавтотранс ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ укҫине илнӗ-ха, анчах вӗсене ҫӗртме уйӑхӗнчине тӳлемен. Ҫӗртмере пӗр пайне ҫеҫ панӑ: 20 миллион тенкӗрен 12-шне. Паянхи кун тӗлне ӗҫченсене пӗтӗмпе 10 миллион тенке яхӑн тӳлемен. Ҫӗртме уйӑхӗнче предприяти 62 миллион тенкӗ кредит илнӗ, ку укҫапа ҫу уйӑхӗнчи шалӑва парса татнӑ. Халӗ, ЧР транспорт министрӗ каланӑ тӑрӑх, шалӑва тупӑшран тӳлеҫҫӗ. Анчах предприяти тупӑшӗ нумаях мар. Хула тулашӗнче ҫӳрекен автобуссен тупӑшӑн ҫуррине яхӑнӑшӗ предприятие ҫитмест. Ҫавӑнпа ЧР Транспорт министерстви автобусра водительтен билет ыйтмалли пирки ҫирӗппӗн асӑрхаттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан ҫынсен кранӗнчен таса мар шыв юхнӑ. Ҫавна май халӑх прокуратурӑна ҫӑхавпа ҫитнӗ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ, прокуратура Йӗпреҫре, Пӑвара тата Шӑрттан ялӗнче пурӑнакан ҫынсен сивӗ шывне тӗрӗсленӗ. Предприяти шыва тасатакан реагентсемпе усӑ курманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев органӗсем административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Предприяти директорне ҫитменлӗхсене пӗтермешкӗн представлени ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех прокуратура сивӗ шыв пусӑмӗ норматив ыйтнипе килӗшсе тӑманнине тупса палӑртнӑ. Кун тӗлӗшпе те административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи ветерансен ҫурчӗсем хӑрушсӑрлӑх ыйтнине тивӗҫтермеҫҫӗ. Ку сӑмах унччен те ҫӳрекелетчӗ-ха, халӗ ҫакна яваплисем ҫирӗплетсех каланӑ. Шупашкар районӗнче халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗсем хальхи вӑхӑтра тӑваттӑ. Пушарпа кӗрешекенсем хакланӑ тӑрӑх вӗсенчен пӗри, Кӑрмӑшри, ҫеҫ хӑрушсӑрлӑх ыйтнине тивӗҫтерет. Ыттисене юрӑхсӑр тесе йышӑнма вӗсем йывӑҫ ҫуртсенче вырнаҫни хистенӗ. Специалистсем хурланӑ Янӑшри, Хыркассинчи, Шорккари уйрӑмсене хупма палӑртнӑ. Хӑрушсӑрлӑх ыйтнине Кӳкеҫри ветерансемпе инвалидсен ҫурчӗ ҫеҫ тивӗҫтерет иккен. Апла пулсан ялти ватӑсене Кӳкеҫе куҫараҫҫӗ тесе пӗтӗмлетме пулать. Юрӑхсӑр ҫуртсене 2017—2018-мӗш ҫулсенче хупӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |