Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енре инкеклӗ лару-тӑру пулнине алӑ пусса палӑртнӑ. Йӑлтах – вӑраха тӑсӑлнӑ ҫумӑра пула. Ҫавна май тыр-пула пухса кӗртме ӗлкӗрмесен те пултараҫҫӗ-ҫке-ха. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче республикӑра инкеклӗ лару-тӑру пулнине пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки Элтепер алӑ пуснӑ. Юлашки кунсенче уяр та ӑшӑ ҫанталӑк тӑни ял хуҫалӑхӗсене тухӑҫлӑ ӗҫлеме май парать. Михаил Игнатьев документра ҫутҫанталӑкран шар курнӑ ял хуҫалӑх производителӗсене пулӑшас енӗпе мероприятисен планне хатӗрлеме те сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Шупашкар хули 548-мӗш ҫуралнӑ кунне уявларӗ. Ҫак кун уяв ячӗпе пухӑннӑ ентешсене Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополитчӗ Варнава ӑшшӑн саламланӑ. «Кунта ӗҫчен те пултаруллӑ халӑх пурӑнать. Вӗсене пула, тӑван хуламӑр кунран-кун ешерсе илемленсе, хӑватланса пырать. Турӑ пурне те пулӑштӑр. Пӗрне-пӗри яланах хисеплӗр, тарават пулӑр, килӗштерсе, ӑнланса пурӑнма тӑрӑшӑр», - тесе пилленӗ Шупашкар тата Чӑваш Ен Епархийӗн Управляющийӗ. Михаил Игнатьев Элтепер хула ҫыннисене ырӑ суннӑ. Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑйӗн сӑмахӗнче пухӑннӑ халӑха саламланӑ май муниципалитет Раҫҫейри чи таса та хӑрушлӑхсӑр вунӑ хула йышӗнче пулнине пӗлтернӗ. «Эпир — ҫӗршыври чи хӑтлӑ, илемлӗ хуласенчен пӗринче пурӑнатпӑр. Чи пахи, кашни ҫын хула аталанӑвӗшӗн хӑйӗнчен мӗн килнине пурнӑҫлани. Шупашкар – пирӗн кил, сирӗн ҫӗнтерӗвӗрсен хули!», — тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ку цифрӑсене ӗнер республикӑн ӗҫлев тата социаллӑ аталану министрӗ Сергей Димитриев ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелес енӗпе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи канашӗн ларӑвӗнче каланӑ. Лару «Росинка» физкультурӑпа сиплев центрӗнче иртнӗ. Малтан тӳре-шара центра пӑхса ҫаврӑннӑ, стадиона тата бассейна хакланӑ, столовӑя кӗрсе тухнӑ. Унтан лару пуҫланнӑ. Сергей Димитриев министр каланӑ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра шкул ҫулӗнчи 102,5 пин ачана кантарма палӑртнӑ. Вӗсенчен 13,9 пинӗ каннӑ, 12 пинне ӗҫлеме вырнаҫтарнӑ. Канупа тата сиплевпе ачасен 65 % процентне тивӗҫтерме палӑртнӑ. Министр ача-пӑча канӑвне вӗсен министерстви тата ытти ведомствӑн специалисчӗсем ҫирӗп тӗрӗслесе тӑнине ӗнентерӳллӗн каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре мобильлӗ радарсем пулӗҫ. «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗ «Скат-С» куҫса ҫӳрекен комплекссемпе ӗҫлеме вӗрентет. Радарсене 2016 ҫул вӗҫӗнчех туяннӑ, анчах вӗсене малтанласа стационарти евӗр уса курнӑ. Радарсем ҫул-йӗр правилине пӑсакансене сӑн ӳкерсе илеҫҫӗ тата видео ӳкереҫҫӗ. Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, учреждени ӗҫченӗсене хатӗре туса кӑларакан савут специалисчӗсем вырӑна тухса вӗрентнӗ. Комплекса кӑларакансем оборудованипе мӗнле ӗҫлемеллине инструктаж ирттернӗ. Паянтанпа, ҫурлан 18-мӗшӗнченпе, «Чӑвашупрдор» предприяти комплекса республикӑри икӗ вырӑна вырнаҫтарма пуҫланӑ. Прибор машинӑсем хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнине, ҫул айккипе кайнине, хӑвӑртлӑха ӳстернине паллӑ туса пырӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Россельхознадзор специалисчӗсем Лапсар ҫывӑхӗнчи тӑпра цинкпа вараланнине тупса палӑртнӑ. Унта чӑх-чӗп хапрӑкӗ каяш тухса тӑкнӑ. Шупашкарти Калинин районӗн сучӗ предприятие 40 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм чӑх-чӗп хапрӑкӗнчен каяш тухса тӑкнине курсан чӑтайман – кун пирки Россельхознадзора пӗлтернӗ. Специалистсем 20 гектар ҫӗр ҫинчен 20 тӗслӗх илнӗ, тӗрӗслеме янӑ. Кӑштахран пӗтӗмлетӳ килнӗ: 12 гектар ҫӗр цинкпа вараланнӑ-мӗн. Протокол ҫырса Калинин районӗн судне ярса панӑ. Суд пӑхса тхунӑ хыҫҫӑн йышӑну тунӑ. Кунашкал йӗркене пӑснӑшӑн 80 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме е предприяти ӗҫне 90 талӑклӑха чарса лартма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑвай районӗнче шӑп та лӑп 15 ҫул каялла, 2002 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, автобус ҫырмана анса кайнӑ. Хӑрушӑ аварире 25 ҫын вилнӗ. Ҫав кун ирхине автобуса 65 ҫын ларнӑ. Автобусра Тӗнеяль, Йӑнтӑрччӑ ялӗнчи ҫынсем пулнӑ. Транспорт Тӑвай ялне ҫитсен ҫырмана анса кайнӑ. Кайран ҫакна палӑртнӑ: автобусӑн тормозӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Аварире 30 ҫын йывӑр аманнӑ. Халӗ ҫав вырӑнта часавай ларать. Ӑна районти ҫынсем, организацисем, предприятисем пухнӑ укҫапа ҫӗкленӗ. Республикӑри ытти район-хулари ҫынсем те ҫак сӑваплӑ ӗҫрен юлман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре наркӑмӑшлӑ пултӑран йышланни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Сиенлӗ курӑк ҫул хӗррипе те тем ҫӳллӗш, темӗн чухлӗ ӳсет. Юлашки кунсенче пултӑранпа кӗрешме пуҫланӑ. Ӑна ятарлӑ техника пулӑшнипе тӗп тӑваҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗ тӗлне Канаш, Йӗпреҫ, Шупашкар, Вӑрнар, Пӑрачкав, Улатӑр, Етӗрне районӗсенче наркӑмӑшлӑ пултӑрана пӗтернӗ. Наркӑмӑшлӑ пултӑран ҫыншӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Унӑн сӗткенӗ ӳте лексен пиҫсе каять. Ҫавӑнпах унран хӑтӑлмалла. Ҫитменнине, ҫак курӑк питӗ вӑйлӑ сарӑлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрта 11 ҫулти хӗрача путса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Ку пӑтӑрмах виҫӗ кун каялла, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пулнӑ. 11 ҫултискер Сӑр юханшывра путнӑ. Хӗрача виллине халӗ те тупайман-ха. Аса илтерер: вӑл аппӑшӗсемпе пӗрле шыва кӗме кайнӑ. 11-ти хӗрача ҫыранран ӳкнӗ те путнӑ. Юханшыв вӑйлӑ юхать, ӑна юхтарса кайнӑ. Халӗ унӑн виллине волонтерсем те, пулӑҫсем те шыраҫҫӗ. ЧР МЧСӗ республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа шывра 22 пӑтӑрмах пулнине пӗлтерет. Вӗсенче 20 ҫын вилнӗ. Виҫҫӗшӗ – ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Хусан вара хӑйӗн праҫникне ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уявлать. Ҫавна май ветерансем валли пӗчӗк ҫулҫӳрев йӗркелӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин виҫӗ ветеранӗ, Хусанта пурӑнаканскерсем, Шупашкара килӗҫ. Кунта вӗсем икӗ кун пулӗҫ. Пирӗн хулапа вӑрҫӑ участникӗ Касим Салимгареев, тыл ӗҫченӗ Камиль Тукаев, Ленинградри блокадӑра пурӑннӑ Альберт Комяков паллашӗҫ. Шупашкарти ветерансем вара Хусанта ҫурлан 24-25-мӗшӗсенче пулӗҫ. Унта кам кайӗ? Ветерансен тӑванӗсем заявка пама пултараҫҫӗ. Ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнас тесен «Контактра» халӑх тетелӗнче Максим Забалуевпа ҫыхӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти МТВ-центра панкрута кӑларасшӑн. Ун пек тавӑҫа шӑрҫалаканни — «Санкт-Петербург» ятлӑ лизинг компанийӗ. Чӑваш Енӗн Арбитраж судне лизинг компанийӗн тавӑҫӗ ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ҫитсе выртнӑ. Тулли мар яваплӑ общество регионсем хушшинчи суту-илӳпе курав центрне панкрута кӑларма ыйтать. Асӑннӑ компани МТВ-центрпа унччен те судлашнӑ. Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Арбитраж сучӗ лизинг компанине майлӑ йышӑну кӑларса панӑ. Унпа килӗшӳллӗн, центрӑн «Санкт-Петербурга» 91,3 миллион тенкӗ укҫа тӳлемелле пулса тухнӑ. Ку шутра тӗп парӑм та, кивҫенпе усӑ курнин проценчӗ те пур. Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи Арбитраж сучӗ МТВ-ценртан ҫӗр лаптӑкӗпе усӑ курнишӗн аренда укҫи тӳлеттерме тата пени шыраса илмелле йышӑну кӑларнӑ. Ку вӑл ҫак уйӑхӑн 4-мӗшӗнче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |