Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑвашпотребсоюз

Чӑваш чӗлхи
Дмитрий Краснов министр телеграм-каналӗнчи сӑн
Дмитрий Краснов министр телеграм-каналӗнчи сӑн

Чӑваш Енре икӗ чӗлхепе – вырӑсла тата чӑвашла – ҫырнӑ апат-ҫимӗҫ тухнӑ. Кунашкал этикеткӑллӑ пӗрремӗш партие «Чӑвашпотребсоюз» кӑларнӑ.

Ку ӗҫ пирки таҫханах калаҫу пуҫарнӑ. Экономика министрӗ Дмитрий Краснов Тӑван чӗлхе кунӗнче, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, апат-ҫимӗҫ упаковкисене вырӑсла тата чӑвашла ҫырма сӗннӗ. Акӑ паян Чӑваш чӗлхи кунӗ, продукци лавккасен сентри ҫине тухнӑ та.

Этикетка ҫинче продукцие мӗнрен хатӗрленине тата ытти информацие халӗ чӑвашла та вулама пулать. «Чӑвашпотребсоюз» хӑйӗн пӗтӗм ассортименчӗн упаковкисене улӑштарасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/krasnovd21/2246
 

Республикӑра
Валерий Павлов
Валерий Павлов

Паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫипе Валерий Павловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Енсем тӗплӗ калаҫу вӑхӑтӗнче ял хуҫалӑх таварӗсене халӑх патне илсе ҫитерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем тавра канашланӑ.

Предприяти хӑйӗн продукцине ҫак ятсемпе: анлӑ кӑларать: «Vкусная линия», «Чувашский сувенир, «Сетнер», «Сарпике», «Юлташ», «Хуняма» тата «Родная малиновка».

Пирӗн республикӑра райпо лавккисем пин ытла. Кунсӑр пуҫне обществӑлла апатлану предприятийӗсем сахал мар.

Чӑваш Ен Правительстви Чӑвашпотребсоюза шкулсенче ачасене апатлантарма таварпа тивӗҫтерме сӗннӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри икӗ райпо Раҫҫейре палӑрнӑ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерстви пӗлтерет.

«За эффективное развитие отраслей деятельности» (чӑв. Ӗҫ-хӗлӗн отраслӗсене тухӑҫлӑ аталантарнӑшӑн) Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра кӑҫалхи иккӗмӗш квартал кӑтартӑвӗпе Чӑвашпотребсоюз хӑй те палӑрнӑ. Пӗтӗмӗшле ӗҫ-хӗле аталантарнӑшӑн вӑл пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ваккӑн суту-илӗве аталантарнипе виҫҫӗмӗш вырӑна, пӗтӗмӗшле ӗҫ-хӗле аталантарнӑшӑн федерацин Атӑлҫи округӗнче пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

Пӗрремӗш ҫур ҫулхи кӑтартупа унсӑр пуҫне Чӑваш Енри икӗ райпо Раҫҫейри виҫӗ пине яхӑн райпо хушшинче палӑрнӑ. Муркаш райповӗ иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ, Ишлей райповӗ — виҫҫӗмӗш.

 

Апат-ҫимӗҫ

Кӑҫал Чӑвашпотребсоюз ҫӗнӗ проекта хута ярасшӑн. Предприяти сӗткен кӑларма тытӑнасшӑн. Кун пирки Чӑвашпотребсоюз канашӗн председателӗ Валерий Павлов ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева пӗлтернӗ.

Валерий Павлов Михаил Васильевичпа тӗл пулсан сӗткен производствине Комсомольски районӗнче хута ярасси пирки пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ цеха кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче уҫма палӑртнӑ.

Палӑртмалла: юлашки 5 ҫулта Чӑвашпотребсоюз 140 суту-илӳ вырӑнӗ тунӑ, 1,4 миллиард тенкӗ инвестици хывнӑ. Предприяти ялта пурӑнакан халӑхӑн 90 процентне пулӑшу кӳрет. Вӗсем малашне Раҫҫей шайне тухма палӑртнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Шанчӑклӑ туссен тата ӗҫтешсен сĕнĕвĕсене итлӗр – вĕсем кирлĕ пулма пултараççĕ. Халĕ пĕрлехи бизнеса укçа хывма вăхăт мар. Ĕç нумай вăя илӗ, ытлашши ывӑнма ан тӑрӑшӑр. Нерв лӑплантарас килсен канмалли кунсенче туссемпе тĕл пулма ан хирӗҫлӗр.

Ҫу, 27

1939
87
Михайлов Николай Дмитриевич, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1949
77
Ляпидовская Светлана Михайловна, филолог, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Пӑрчӑкан Нина Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та