Республикӑра
![]() Шупашкарти паллӑ кондитерскисенчен пӗри, «Планета» ятли, ҫак уйӑхра 25 ҫул тултарать. Шупашкар хулин экономика порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку предприяти «Раҫҫей Федерацийӗ мастер-кондитерӗ» ята тивӗҫ специалистсене самай хатӗрленӗ. Кондитер хапрӑкӗ наци ячӗпе ҫыхӑнтарнӑ апат-ҫимӗҫ те кӑларать. Вӗсенчен пӗри — «Нарспи» торт. 2014 ҫулта вӑл Пӗтӗм тӗнчери кулинари кубокӗнче ҫӗнтернӗ. Тӗрлӗ шайри конкурссенче те хапрӑк пӗрре кӑна мар ҫӗнтернӗ. Раҫҫейри Кулинарсен наци ассоциацийӗн президенчӗ Виктор Беляев республикаЭлтеперӗ ячӗпе тав ҫырӑвӗ янӑ. Унта «Планета» кондитерӗсен пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ, унтисем тӗрлӗ шайри конкурсра пӗрре кӑна мар тӗрлӗ йышши наградӑна тивӗҫнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳре пурӑнакансем ӑна «Вырӑнти Байкал» теҫҫӗ. Пысӑк кӳлленчӗкрен иртсе кайма май ҫук. Кӗҫех ав хӗлле ҫитет, ҫав лупашка шӑнса пӑра та ҫаврӑнӗ. Управляющи компанийӗ вара хальлӗхе нимӗн те тумасть. Ку лупашка пилӗк уйӑх каялла пулнӑ. Кунсерен унта ҫӗр-ҫӗр литр шыв юхать. Ҫуркунне ҫав вырӑнта пӑрӑх шӑтнӑ. Унтанпа управляющи компанийӗ ку пӑтӑрмаха пӗтермен. Вырӑнти влаҫ ку ҫивӗч ыйту пирки пӗлет. Анчах укҫа ҫук тесе нимӗн те тумаҫҫӗ. Ҫынсем вара асапланаҫҫӗ. Ачисем урама та тухаймаҫҫӗ. Ҫитменнине, шӑтӑк пӑрӑхран юхакан шывшӑн ҫынсен укҫа тӳлеме тивет. Ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, унта 80 пин тенкӗлӗх шыв юхнӑ. Хӗллеччен пӑрӑха улӑштармасан лупашка шӑнса ларӗ. Ҫитменнине, ҫынсем шывсӑр тӑрса юлма пултараҫҫӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем Ҫӗрпӳре сюжет ӳкернӗ хыҫҫӑн управляющи компанийӗ ҫивӗч ыйтӑва татса пама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Татьяна Вашуркина сӑн ӳкерчӗкӗ Шӑмӑршӑ районӗ паян 90 ҫул тултарнине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявланӑ. Район центрӗнчи мероприяти юрӑ-ташӑпах вӗҫленмен, спорта юратакансем валли ӑмӑртусем иртнӗ, ял тӑрӑхӗсем хӑйсен хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштаракан картишсем йӗркеленӗ. Муниципалитета пӗтӗмлетмелли уява хутшӑннӑ Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ Владимир Кузюков районтисене республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ячӗпе саламланӑ. Республикӑри муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Кирилл Ермолаев, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи, тӗп режисҫерӗ, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ - тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина та уява хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, режиссерпа редактор Шшӑмӑршӑ ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе унтах амаланса аталаннӑ. |
Республикӑра
![]() Цифра танмарлӑхне пӗтерес проекта пурнӑҫласа вырнаҫтарнӑ Wi-Fi точкӑсемшӗн ҫурла уйӑхӗнсенпе укҫа тӳлеттерме пӑрахнӑрапа ку пулӑшупа усӑ куракансен шучӗ самантра нумайланнӑ тет «Ростелеком» ПАО. Wi-Fi урлӑ кӗнӗ интернет-сессисен (интернет тухнисен) шучӗ 35 процент йышланнӑ: утӑ уйӑхӗнче 903 пин пулнӑ, ҫурла уйӑхӗнче 1215 пин сесси шута илнӗ. Интернет-трафикӑн Wi-Fi точкӑсенчи трафикӗ ҫурла уйӑхӗнче 1 Пб-ран иртнӗ – ку малтанхи уйӑхринчен 27 процент ытларах. «Ростелеком» 250-ран пуҫласа 500 ҫын таран пурӑнакан ялсене интернет ҫитерет. Интернет хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 10 Мбитран кая мар. Чӑваш Енре Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Етӗрне, Красноармейски, Вӑрнар, Пӑрачкав, Йӗпреҫ, Куславкка, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Комсомольски районӗсенче 77 точка вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев шкул ачисене Правительство ҫуртӗнче йышӑннӑ. Сакӑр арҫын ача пуҫтарӑннӑ унта. Пурте вӗсем — шкулта вӗренекенскерсем. Пӗвӗпе пӗчӗк ҫеҫ пулсан та вӗсем паттӑрла ӗҫ тума ӗлкӗрнӗ. Тӑвас тесе те туман ҫак утӑма ачасем. Инкеке лекнине асӑрханӑ та часрах пулӑшма ӑнтӑлнӑ. Кайран ҫеҫ хӑйсем мӗн тунине тӗшмӗртнӗ вӗсем. Акӑ, Тӑвай районӗнчи Тӗмер шкулӗнче 6-мӗш класра вӗренекен Сергей Юзуков кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче хӑйӗнчен пӑр ҫул кӗҫӗнрех ачана шывра путасран ҫӑлнӑ. Хӑраса ӳкнӗ ача асли ҫӑлма ишсе пырсан ун ҫине сиксе ларнӑ, иккӗшӗ те путас хӑрушлӑх сиксе тухнӑ. Анчах пӗр ҫул аслӑраххи ҫухалса кайман — кӗҫӗннине лӑплантарнӑ, алӑран тытма сӗннӗ. Ҫапла вӗсем ҫыран хӗрне ишсе тухнӑ. Паян Михаил Игнатьев хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑ ачасене сехет парнеленӗ. Сӑмах май каласан, ачасене паян, ҫӗршывӑн гражданла оборона тытӑмне йӗркеленӗренпе 85 ҫул ҫитнӗ кун, йыхравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр парасси пирӗн республикӑра малалла пырать. Ку енӗпе хӑш муниципалитетра епле лару-тӑру пулнине ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинчи канашлура тишкернӗ. Хальхинче унта Патӑрьел, Муркаш, Етӗрне районӗсенчи тӑрӑма пӑхса тухнӑ. Нумай ачаллисенчен чылайӑшӗ у ҫӗр илесшӗн. Ун валли Патӑрьел районӗнче 76 участок кирлӗ, Муркаш районӗнче — 150, Етӗрне районӗнче — 62. Ҫакна та палӑртмалла: кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне ҫӗр пама республикӑра нумай ачаллӑ 10066 ҫемьене шута илнинчен 6 пине яхӑнне ҫӗр лаптӑкӗ тивӗҫнӗ. Улатӑр, Шӑмӑршӑ районӗсенче черете пӗтернӗ, илес текеннисем унта пурте — ҫӗрлӗ. Канаш районӗнче черетре тӑракансенчен 99 процентне панӑ, Хӗрлӗ Чутайра — 96%, Куславккара — 95%, Пӑрачкавра — 92%. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Депутатсен куртки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем хӑйсем кам пулнине ӗнентерекен, аякранах курӑнакан курткӑсемпе ҫӳрӗҫ. Кун пики эпир ҫирӗплетсех калаймӑпӑр та, анчах тӗнче тетелӗсенчен пӗринче Рита Кириллова журналист чӑваш парламенчӗн депутачӗсене ятарлӑ курткӑсемпе тивӗҫтерме шут тытнине пӗлтерет. Ку хыпара Александр Белов журналист та хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ. Рита Кириллова ҫырнӑ тӑрӑх, курткӑн малти енче, сулахайра, Чӑваш Республикин гербне ӳкернӗ, сылтӑмра — Патшалӑх Канашӗ тесе вырӑсла ҫырса хунӑ. Сӑн ӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, ҫурӑм ҫине те ҫырни пур. «Кам шучӗпе тумлантараҫҫӗ-ши?» — пуҫ ватать «Советская Чувашия» хаҫат журналисчӗ Рита Кириллова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Патшалӑх ветеринари службин порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкав районӗнче тилӗсен шучӗ пирки калаҫнӑ. Унта ҫак чӗрчун нумайланса кайнӑ-мӗн. Канашлӑва район администрацийӗн ҫумӗ, ял хуҫалӑх тата экологи управленийӗн пуҫлӑхӗ В.Журина, экономика пайӗн ертӳҫи Т.Андреева тата ыттисем хутшӑннӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, районта тилӗ йышланса кайнӑ. Вӗсем районти ялсене тапӑнаҫҫӗ. Тӳре-шара сунарҫӑсене тилӗсене тытма ыйтнӑ. Ахаль тумӗҫ, укҫа-тенкӗпе те хавхалантарӗҫ: пӗр пуҫ тытнӑшӑн 350 тенкӗ парӗҫ. Тилӗсене йышне чӗрчунсемпе ҫынсен хушшинче хӑрушӑ чир ан сарӑлтӑр тесе йӗркене кӗртеҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра ку енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре усламҫӑсене сехӗрлентермеҫҫӗ. Ҫак тӗп шухӑша палӑртнӑ республикӑна ертсе пыракансем усламҫӑспмпе паян ирттернӗ канашлура. «Бизнеса аталанса пыма кирлӗ условисем йӗркелесси – Чӑваш Енӗн патшалӑх политикин приоритетлӑ ыйтӑвӗсенчен пӗри шутланать», — тесе каланӑ тӗлпулура Михаил Игнатьев Элтепер. «Пирӗн тӗллев – сирӗн пуҫаруллӑ ӗҫсене пурнӑҫа кӗртсе пыма витӗм кӳресси», — сӑмахне малалла тӑснӑ тесе каланӑ Элтепер. Паян пирӗн республикӑра пӗчӗк тата вӑтам предприятисен шучӗ 45 пин ытла. Вӗсем республикӑра тӑрӑшакансенчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайне ӗҫ вырӑнӗсемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Усламҫӑсемпе ирттернӗ тӗл пулӑва республика прокурорӗ, надзор енӗпе тӑрӑшакан ытти органсен пайташӗсем, министрсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкарта халиччен пулман лаборатори уҫнӑ. Вӑл — ДНК анализӗ тума май параканскер. Халиччен пирӗн республикӑра ун пекки пулман. Ӑна Шалти ӗҫсен министерствинче уҫнӑ. Лабораторине ӗҫлеттерсе янӑ май хӗрлӗ хӑю касма тӗрлӗ шайри пысӑк пуҫлӑхсем пуҫтарӑннӑ. Пакунлисем кӑна мар, Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев та унта пулнӑ. Экспертпа криминалистика центрӗн пуҫлӑхӗ Александр Сергеев полковник лабораторин тӗллевӗпе паллаштарнӑ. ДНК-лабораторире тӑвакан анализ преступниксене, ҫав шутра пусмӑрҫӑсене те, палӑртма май парӗ. Шалти ӗҫсен министерствинче Шупашкарта кун пек лаборатори ӗҫленине кура ют хулана (пирӗннисем ДНК-анализа Хусанта тутарнӑ) илсе ҫӳресе вӑхӑт иртмӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |