Республикӑра
![]() Клара Груздева Чӑваш Енри тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансене «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе час-часах наградӑлаҫҫӗ. Паян ҫавӑн пек черетлӗ йышӑну тунӑ. Республика Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ орден медалӗпе виҫӗ ҫынна чыслама йышӑннӑ. Йышра — Федерацин казначействин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Олимпиада Ананьева, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн кӑнтӑрлахи стационарӗн хирургӗ, уйрӑм заведующийӗ Геннадий Арсютов тата Шупашкарта пурӑнакан Клара Груздева ӗҫ ветеранӗ. Юлашкинчен асӑнни, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, 1962-1976-мӗш ҫулсенче КПСС Чӑваш обкомӗн секретарӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 1929 ҫулта Тӑвай районӗнчи Эльпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче регистрациленнӗ 28 ҫулти хӗрарӑмӑн коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тата кредитсемшӗн 372 пин тенкӗ парӑм пухӑннӑ. Анчах хайхискере приставсем 2017 ҫултанпа шыраса тупайман: регистрациленнӗ вырӑнта вӑл пурӑнман, телефонне тытман. Ҫапах ҫак хӗрарӑма тупма май килнӗ. Ӑна Шупашкрати ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче асӑрханӑ. Унта хваттер илме те ӗлкӗрнӗ хайхискер. Вӑл виҫӗ ҫул приставсенчен тарса пурӑннӑ, пурӑнмалли вырӑна темиҫе хутчен те улӑштарнӑ. Хӗрарӑм ӑна шыраса ан тупчӑр тесе хушаматне, ашшӗн ятне улӑштарнӑ, ҫӗнӗ документсем илнӗ. Анчах ҫакна ҫеҫ шута илмен вӑл: приставсен мӗнпур патшалӑх регистраци органӗнчен информаци ыйтма ирӗк пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Шалти ӗҫсен министерствинче полицин генерал-майорне Сергей Неяскина савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура наградӑланӑ. Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗнче 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен ӗҫленӗ Сергей Неяскина хисеплӗ ят панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ЧР ШӖМӗнче савӑнӑҫлӑ пуху иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл экс-министр пирки ӑшӑ сӑмах чылай каланӑ, министр пулнӑскере аван пӗлнине палӑртнӑ. Сергей Неяскин тӑрӑшулӑхне кура ӑна «Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен органӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парас тенине пӗлтернӗ. ...Сергей Неяскина РФ Президенчӗн хушӑвӗпе утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗрпӳ районӗнче А-151 автоҫул ҫинче пӗр арҫын ҫул хӗррипе утнӑ. Хушӑран хайхискер ҫул ҫине тухса кайнӑ, машина ҫапса каясран та хӑраман. Хӑйне урӑхла тытакан арҫынна ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем асӑрханӑ та чарӑннӑ. Инспекторсем ҫак ҫынран тӗпчесе пӗлме пуҫланӑ. Чӑнах та, ҫакскер ӑс-тӑн енчен арпашӑнать-мӗн, пӗр вӗҫӗм пӗр ята каланӑ, хӑйӗн пирки нимӗн те пӗлтереймен. Инспекторсем арҫынна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем пулӑшнипе ҫак ҫын кам пулнине палӑртма май килнӗ. Каярахпа ҫухалса ҫӳренӗ арҫынна тӑванӗсем патне илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре наставниклӑх институтне аталантарас шухӑшлине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑччӗ. Софья Савнеш автор маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, «влаҫ ку тытӑма укҫан та, урӑх енпе те пулӑшу пама хатӗр. Наставниклӑхпа вырӑнти организацисене ӗҫлеттерӗҫ. Элтепер хӑй те ҫамрӑк чух ҫакӑн витӗр тухнине, ку питӗ усӑллӑ пулнине палӑртнӑ». Наставниклӑх институтне Чӑваш Енре 2015 ҫулта йӗркеленӗ. Анчах ун чухне ӑна сӑнав мелӗпе туса хунӑ. Халӗ вара патшалӑх наградисем ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫавна май наставниксене хисеплӗ ят парассине те пӑхса хӑварнӑ. Саккуна ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри темиҫе артистпа преподавателе, художникпа композитора патшалӑх стипендине пама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӑслӑлӑхра, литературӑра тата ӳнерте тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн уйӑракан патшалӑх стипенди республикӑри 14 ҫынна тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Вячеслав Александров тата Петр Садовников; Вырӑс драма театрӗн артисчӗ Борис Кукин; Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ-вокалисчӗ Михаил Мокшанов; Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗн артисчӗ-вокалисчӗ (солисчӗ) Любовь Ильина; Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин артисчӗ Андрей Макаров; Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ Назыр Гараев; И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн тӑван ҫӗршыв тата пӗтӗмӗшле истори кафедрин преподавателӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Валерий Григорьев; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн кафедрин профессорӗ, экономика наукисен кандидачӗ Иван Данилов; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн электричество тата электрон аппаратсен кафедрин заведующийӗ Евгений Егоров; И. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ экономика аталанӑвӗн министрӗ Максим Орешкин Чӑваш Ен урлӑ «Ладӑпа» иртсе кайӗ. Руль умӗнче вӑл хайех пулӗ. Кун пирки вӑл Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Министр Тольятти хулине монохуласен форумне кайма пуҫтарӑннӑ. «Эпӗ машинӑпа кайӑп, руль умӗнче хамах пулӑп. Мускав – Владимир – Чулхула – Шупашкар – Хусан – Самар – Тольятти маршрут пулӗ», - ҫапла ҫырнӑ министр хӑйӗн страницинче. Министр ҫула май ҫынсемпе калаҫма палӑртнӑ. Мускав – Хусан маршрутпа тӳлевлӗ ҫул тума, М-7 ҫула тӗпрен реконструкцилеме палӑртнӑ. Шӑпах ҫак тӗллевпе министр руль умне ларса ҫула тӗрӗслӗ. Хусана ҫити тӳлевлӗ ҫул чӑнах та кирлӗ-и? Ҫак ыйтӑва та татса парасшӑн вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 44 ҫулти хӗрарӑма ывӑлне тивӗҫлӗ воспитани паманшӑн, пӑхманшӑн судпа айӑпласшӑн. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ниҫта та нумай вӑхӑт ӗҫлемен ҫак хӗрарӑм 2010 ҫулта ҫуралнӑ ачине хӗненӗ. Уйрӑмах – хӑй ӳсӗр пулнӑ чухне. Ку 2017 ҫулхи нарӑсран пуҫласа кӑҫалхи кӑрлаччен пулнӑ. Амӑшӗ ывӑлӗ пур чухнех эрех-сӑра ӗҫнӗ, ҫапла майпа вӑл ӑна япӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Ку кӑна мар, ача килте пӗчченех юлкаланӑ. Амӑшӗ ӑна ҫӗрлесерен те хӑварма хӑраман. Ҫавна май арҫын ачан пӗр вӑхӑт тӑванӗсем патӗнче пурӑнма тивнӗ. Аслӑ ачисем чӑтайман – юлашки тӗслӗх хыҫҫӑн вӗсем кун пирки йӗрке хуралне пӗлтернӗ. Амӑшӗ хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Халӗ ӑна амӑшӗн прависӗр хӑварас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Ача вара аслӑ пиччӗшӗ-аппӑшӗпе пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Элӗк районӗнчи пӗр ялта ачапа пӑтӑрмах пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ. Ӗнер 8 сехет те 45 минутра пулнӑ ку. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, ашшӗ электропӑчкӑпа ӗҫленӗ. Унӑн 3 ҫулти хӗрӗ вара инҫех мар выляса ҫӳренӗ. Ача электропӑчкӑн цепӗ ҫине ӳкнӗ. Пӗчӗкскерӗн пичӗ суранланнӑ – сылтӑм енчи питҫӑмарти касӑлнӑ. Ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ҫемье Элӗк районне Шупашкартан килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗнче 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен ӗҫленӗ Сергей Неяскина хисеплӗ ят панӑ. «Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен органӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парасси ҫинчен калакан хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Аса илтерер, Сергей Неяскина Владимир Путин хушӑвӗпе утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Усал чӗлхесем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, министр ҫемье пукансӑр юлни унӑн ывӑлӗ спецназӑн «Гром» (чӑв. Аслати) базинче каннӑ чухне пушар тухнипе (унта вара пули-пулми ҫынсене кӗртме юраман) ҫыхӑннӑ. Министр ывӑлӗ, сӑмах май, — Чӑваш Енӗн юстици министрӗн ҫумӗ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Сергей Неяскин Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Раҫҫейӗн Хисеп грамотипе чысланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |