Республикӑра
![]() Владимир Степанов Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов унти ҫемҫе пукана текех йышӑнмассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Юрий Боголюбов администрацинчи яваплӑ тивӗҫрен хӑтарма ыйтса ыйту ҫырнӑччӗ. Унӑн заявленине вырӑнти депутатсем ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӑхса тухнӑччӗ. Тепӗр кунне депутатсем тепӗр хутчен ларӑва пухӑннӑ. Унта пуҫлӑх тилхепине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумне – экономика пайӗн пуҫлӑхне Елена Васягинӑна вӑхӑтлӑха тыттарнӑччӗ. Ӗнер вара хулара Депутатсен пухӑвӗн черетлӗ хутчен ларӑва пухӑннӑ. Унта администраци пуҫлӑхӗ пулма «Алатырьторгсервис» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗн ертӳҫине Владимир Степанова суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑма тӗнче тетелӗнче ҫынна улталанӑшӑн суд штрафӗ тӳлеттернӗ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Ҫак хӗрарӑм Шупашкарта кун кунлать, вӑл нумай ачаллӑ амӑшӗ. Хайхискер ҫурт сутни пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ панӑ. Кӗҫех кӳршӗ регионтан шӑнкӑрав ҫитнӗ. Ҫак ҫын ҫурт туянассине пӗлтернӗ, кӑштах укҫа тӳлесе хума шантарнӑ. Нумай ачаллӑ хӗрарӑм ӑна банкомат патне пыма ыйтнӑ. Тӗрлӗ операци ирттернӗ хыҫҫӑн ҫурт туянма палӑртнӑ ҫыннӑн счечӗ ҫинчен 20 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Вӑл улталанӑ ҫынна укҫа-тенке парса татнӑ. Хӑйне вара 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш АССРӗн Госстройӗн председателӗнче – 15 ҫул, ЧР строительство министрӗнче 16 ҫул ӗҫленӗ Владимир Филатов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 80 ҫулта пулнӑ. Владимир Николаевич Ставрополь крайӗнче 1939 ҫулта ҫуралнӑ, 1970 ҫулта Ростоври инженерипе строительство институтне пӗтернӗ. ЧР строительство министрӗнче вӑл 1994-2005 ҫулсенче ӗҫленӗ, унтан, 2005-2006 ҫулсенче, хула строительствин тата пӗтӗмӗшле инфратытӑм министрӗ пулнӑ. Юлашкинчен вӑл «Чувашгражданпроект» проект институтӗнче вӑй хунӑ. Владимир Филатов Шупашкарти Анне палӑкӗн архитекторӗ пулнӑ. Вӑл – РСФСР тава тивӗҫлӗ архитекторӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ строителӗ, СССР Министрсен Канашӗн преми лауреачӗ. Владимир Николаевичпа паян сывпуллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мотоблокпа пынӑ чухне те асӑрханулӑх пирки манмалла мар. Ҫак кунсенче Чӑваш Енре пӗр арҫын кунашкал транспортпа пынӑ чухне самай суранланнӑ. Ку Муркаш районӗнче утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. Мотоблок рулӗ умӗнче 38 ҫулти арҫын ларса пынӑ. Хайхискер Ивановка ялӗ ҫывӑхӗнче транспорта итлеттереймен – мотоблокран ӳкнӗ. Арҫын вӑйлах суранланнӑ. Унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, ҫурӑм шӑмми мӑй тӗлӗнчен сиенленнӗ. Мотоблокран ӳкнӗскере Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри пилӗк районта газ парӑмӗ пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен ӳссе кайнӑ. Ҫак списокра — Элӗк, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар тата Етӗрне районӗсем. Парӑмлисен йышӗнчен Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри тата Вӑрмар районӗсем те тухса пӗтӗймен-мӗн. Газ парӑмне утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн ӗҫ тӑвакан органӗсенче ӗҫлекенсемпе тата районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Лару-тӑрӑва тишкерсе Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Алексей Грищенко тухса калаҫнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер яваплисен яваплӑха татах ӳстермеллине хытах асӑрхаттарса каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашлу саманчӗ Пирӗн республикӑра ӳсӗрле вилекенсем нумай. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер пӗлтернӗ. Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн ӗҫ тӑвакан органӗсенче ӗҫлекенсемпе тата районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу ирттернӗ. Унта тӗрлӗ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер ӳсӗрсем тӗрлӗ инкеке лексе вилнине палӑртнӑ. Ун пек тӗслӗхсем йышлӑ-мӗн. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче цифрӑсене асӑнман та, анчах Михаил Васильевич чан ҫапнине кура лару-тӑру чӑннипех ҫивӗчне тӗшмӗртме йывӑр мар. Михаил Игнатьев Элтепер вырӑнти тӳре-шаран яваплӑрах пулмаллине, инкек ӑҫта тата мӗн сӑлтавпа пулнине пӗлсе тӑмаллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Чӑваш Енре ватӑ хӗрарӑм вӑрманта ҫухалса кайнӑ. Вӑл икӗ талӑк шывсӑр, апатсӑр пурӑннӑ. Юрать, ватӑскере тупнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарлать. Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тивӗҫлӗ канури хӗрарӑмӑн тӑванӗсем полицие ҫитнӗ. Вӗсем пӗччен пурӑнакан ватӑ килте ҫуккине асӑрханӑ та пӑшӑрханса ӳкнӗ. Кӗсье телефонне вара вӑл килте хӑварнӑ. Полицейскисем кӳршисенчен ыйтса пӗлнӗ. Ватӑ хӗрарӑм килӗнчен утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑрмана милӗк хуҫма кайнӑ-мӗн. Унтанпа вӑл килте курӑнман. Ҫитменнине, ҫав кунсенче ҫанталӑк сивӗ тӑнӑ, ҫумӑр ҫунӑ. Кинемее икӗ сехетрен ҫултан икӗ ҫухрӑмра тупнӑ. Халтан кайнӑскере наҫилккапа йӑтса тухнӑ. Кайран ӑна тухтӑрсем пулӑшу панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Наталья Сидюшкина тунӑ сӑн Паян Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре митинг иртнӗ – Китай савутне хута ярассине хирӗҫ пулнине палӑртса халӑх чылай пухӑннӑ. Аса илтерер: Илпеш тӑрӑхӗнче ҫӗртме уйӑхӗнче 65 гектар ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗре промышленноҫ категорине куҫарнӑ. Кун пирки ҫынсем пӗлмен. Митинга пухӑннисем ку ыйтупа халӑх итлевӗ тума ыйтнӑ. Кӳкеҫри Ленин палӑкӗ умне тӗрлӗ плакат йӑтнӑ ҫынсем тухнӑ. Ҫынсен шухӑшӗпе, ҫӗр Китайсен аллине лексен пӗтет. «Ҫак ҫӗр аэропорт, Шупашкар электростанцийӗ тата Химпром хушшинче вырнаҫнӑ, эппин, вӑл стратеги пӗлтерӗшлӗ объект. Унта нимӗнле ют ҫынсем те пулмалла мар. Ҫак ҫӗрӗн чӑваш халӑхӗн пулмалла. Халӑх шухӑшне илтмерӗҫ, ӑна ыйтман та. Пирӗн халӑх Китай инвесторӗсене хирӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн ӗнсе кайнӑ ҫӗр юлать. Унта йӑлтах пӗтет: ҫӗр, шыв, сывлӑш. Йӑлтах!» - тенӗ Ҫӗньял ҫынни Лариса Васильева. Халӑх шухӑшӗпе, китайсем сӗт савутне ҫӗклесен ҫынсем сӗт сутса укҫа тӑваймӗҫ. Митинг 11 сехетре вӗҫленнӗ. Унта 300 ытла ҫын хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Фотографсен кунӗнче, республикӑри паллӑ фотокорсене сума сӑвас йӑлана Сергей Журавлев фотожурналист 5 ҫул каялла йӑлана кӗртнӗ. Ҫын умӗнче курнӑҫланас тӗллевпе мар. Чунӗ ыйтнипе. Кӑҫал унпа «Хыпар» издательство ҫуртӗнчи ӗҫтешӗсем те пулчӗҫ. Карачурари 3-мӗш ҫӑва ҫинче ТАСС фотокорӗ Юрий Ананьев, ҫавӑн пекех Валентин Шемаровпа Виталий Исаев ӗмӗрлӗх канӑҫ тупнӑ, Карачурари 1-мӗш масар ҫинче — Иван Никифоров, Георгий Зиньков. Сергей Витальевич кашни фотокорреспондент ҫинчен темччен каласа кӑтартма пултарать. Георгий Зиньков темле сӑпайлӑ трактористпа сысна пӑхакана та сӑн ӳкерӗнме ӳкӗте кӗртме пултарнӑ. Явӑшри ҫӑва кивӗ мар пулин те тулсах пыни аван сисӗнет. Унтах Иосиф Дмитриев-Трер режиссер, Геннадий Большаков артист канлӗхне тупнӑ. Сӑмах май, хамӑн тӑван ял ҫыннин, Станислав Малютин профессорӑн, вил тӑпри патӗнчен те иртрӗмӗр. Ҫав масарта Юрий Дмитриева, Семен Игнатьева пытарнӑ. Шупашкар ҫывӑхӗнчи Ишлей ҫӑви ҫине те кӗрсе тухрӗҫ. Унта Шупашкар районӗнчи Ишекре ҫуралнӑ Александр Костин фотокора пытарнӑ (сӑнӳкерчӗкре). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Алексей Гурьев Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ кам пуласси паллӑ. Республикӑн влаҫ органӗсенн официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ведомствӑн ертӳҫин ҫумне палӑртмалли конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ларӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи сӑн ӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, конкурс комиссийӗнче ҫавӑн пекех финанс министрӗ Светлана Енилина, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов пулни паллӑ. Конкурс комиссийӗ ҫӗнтерӳҫи тесе Алексей Юрьевич Гурьева палӑртнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи кӗске хыпарта конкурса тата камсем хутшӑннине асӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |