Республикӑра
![]() Куславкка районӗнче пулӑ хуҫалӑхне ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратасшӑн. 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗртен-пӗрре пулнӑ. Анчах каярахпа хуҫалӑха пӑрахӑҫланӑ, таврара хӑмӑш ӳсме тытӑнна. Пилӗк ҫул каялла вара лару-тӑру улшӑннӑ. Хуҫалӑха вырӑнти усламҫӑ туяннӑ. Халӗ унта 250 тонна таран сутмалли пулӑ тата пулӑ лӑкки ӗрчетеҫҫӗ. Пулӑ хуҫалӑхӗнче карп, амур, хулӑн ҫамкаллӑ пулӑ ытларах ӳстереҫҫӗ. Унта вӑлча сапмалли пӗвесем те пур. Кунсӑр пуҫне хуҫалӑхра карпсене пӗтӗҫтереҫҫӗ те гибридсем ӗрчетеҫҫӗ. Кунпа кӑна ҫырлахасшӑн мар. Хуҫалӑхра 300 тонна таран пулӑ ӗрчетме тытӑнасшӑн. Кунсӑр пуҫне комбикорм цехӗ уҫӑсшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре кайӑк-кӗшӗк грипӗ пуҫланасран профилактика ӗҫӗ ирттересси пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр республикӑра ҫак амак сарӑлнӑ, чылай хуҫалӑхри чӑх-чӗп, хур-кӑвакал вилнӗ. Кӑҫал ун пек ан пултӑр тесе килти чӑх-чӗпе вакцинаци тума пуҫланӑ. Ку ӗҫе республикӑри пур районта та пурнӑҫлаҫҫӗ. Хальлӗхе Чӑваш Енре кайӑк-кӗшӗк грипӗ енӗпе лару-тӑру лайӑхах. Ҫапах сыхӑ пулмаллах, мӗншӗн тесен республика урлӑ тискер кайӑксем вӗҫсе иртеҫҫӗ. Вӗсем вара чир пуҫаракан инфекци илсе килме пултараҫҫӗ. Вакцинацие тӳлевсӗрех ирттереҫҫӗ. Укол тусан кайӑк-кӗшӗкӗн иммунитечӗ ҫирӗпленет, ҫапла майпа вӗсене чир ҫыпӑҫмӗ. Иммунитет 12 уйӑх упранӗ. Прививка тунӑ хыҫҫӑн кайӑк-кӗшӗк какайне 21 кунран ҫиме юрать. Ҫӑмартине вара хӑрамасӑрах ҫиме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Куславккара пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм ултавҫӑ аллине лекнӗ. 78 ҫулти кинемей халӑх тетелӗнче пӗлӗшӗпе ҫырӑнса ларнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлӗшӗ Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне тивӗҫлӗ канури ҫынсене хушма тӳлев парассине хыпарланӑ. Лешӗ патшалӑх паракан 2 пин тенке илнӗ иккен. 78-ти кинемее те кирлӗ документсене хатӗрлеме пулӑшма шантарнӑ. Кун валли банк карттин реквизичӗсем кирлӗ-мӗн. Унтан хайхискер пароль килессине пӗлтернӗ. 78 ҫулти кинемей, тӗлӗнмелле те, тӗнче тетелӗпе хӑй тӗллӗн ҫӑмӑллӑнах усӑ курнӑ. Пароле тата банк карттин реквизичӗсене пӗлтерсен карточка ҫинчен 2600 тенкӗ ҫухалнӑ. Ватӑскер пӗлӗшӗпе мар, ултавҫӑпа ҫырӑннине тинех ӑнланнӑ. Вара вӑл карточкӑна блокировка тунӑ, полицие кайса йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ улатӑрсем Хаяр Иван палӑкне лартма хирӗҫ мар тесе хыпарланӑччӗ. Ҫавӑн пирки «Ҫыхӑнура» форум пӗлтерни тӑрӑх ҫырнӑччӗ. Аса илтерер, Улатӑр хула администрацийӗн сайтӗнче ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче сасӑлав ирттессине пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗн культура, национальность ӗҫӗсен, туризм тата архив ӗҫӗсен пайӗ унта хутшӑнакансене Хаяр Иван палӑкне лартас шухӑша епле йышӑннине хуравлама ыйтнӑччӗ. Онлайн-сасӑлава хутшӑннисенчен ытларах пайӗ палӑка ларттарасшӑн мар иккен. Майлисен йышӗ — 47 процент, хирӗҫҫисен — 53 процент. Сасӑлава 2386 ҫын хутшӑннӑ. Хаяр Йӑван палӑкне Шупашкарта лартас тенӗччӗ. Кун пирки хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Захаров Фейсбукра ҫырнӑччӗ. Ҫав вӑхӑтрах чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем, ҫав шутра архитектурӑпа декораци пластикин скульпторӗ, искусствоведени кандидачӗ, Шупашкарти историк Дмитрий Мадуров Хаяр Йӑван палӑкне хапӑлламаннине палӑртнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Олег Долгов Шӑмӑршӑ районӗнчи Шамкай ялӗнче 1976 ҫулта ҫуралнӑ. Каярахпа унӑн ҫемйи Самар облаҫне куҫса кайнӑ, Олега ҫавӑнтанах ҫара илнӗ. Служба вӗҫленсен вӑл ҫартах юлма шутланӑ. Шел те, пирӗн ентешӗн пурнӑҫӗ кӗске пулнӑ – вӑл 20 ҫултах вилнӗ. 1996 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Кизлярта тыткӑна илнӗ ҫынсене ирӗке кӑларас енӗпе операци иртнӗ. Олег та унта хутшӑннӑ. Ҫавӑн чухне унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ – ӑна снайпер пульли лекнӗ. Ҫав ҫулах Долгова РФ Паттӑрӗн ятне пама йышӑннӑ. Ҫак кунсенче Шӑмӑршӑра унӑн палӑкне уҫнӑ. Палӑка пӗлтӗрех тума тытӑннӑ. Унӑн авторӗ – Владислав Немцев скульптор. Палӑка нимелле лартнӑ – халӑх ҫур миллион ытла тенкӗ пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Шатракасси ялӗнче харпӑр ял хуҫалӑх предприятийӗн склачӗ ҫуннӑ. Пушар пӗр тонна утта тӗп тунӑ, склад самаях сиенленнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм хуҫи айӑпӗпе тухнӑ. Вӑл сварка ӗҫӗсем тунӑ вӑхӑтра болгаркӑпа усӑ курнӑ. Ҫак инструментпа ӗҫленӗ чухне ҫулӑм пайӑркисем утӑ ҫине лекнӗ. Ял хӑҫалӑх предприятийӗн хуҫи ҫулӑма хӑй тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах. Хӑй вара аманнӑ: унӑн пичӗ, мӑйӗ, хулпуҫҫи пиҫсе кайнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен ҫулӑма ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Ҫав кунах Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта хута каякан ҫуртӑн 16-мӗш хутӗнче пушар тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак тапхӑрта сӑвӑссенчен асӑрханмалла. Чӑваш Енре ҫынна сӑвӑс тапӑннӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, лаборатори тӗпчевӗсем те ирттернӗ, хӑш-пӗр тӗслӗхре инфекци пулни палӑрнӑ. Ака-ҫу уйӑхӗсенче сӑвӑса пула 46 ҫын пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсенчен 17-шӗ – ачасем. Лабораторире 125 сӑвӑса тӗрӗсленӗ, вӗсенчен 119-шне ҫын ҫинчен кӑларнӑ. 5 сӑвӑс инфекциллӗ пулни палӑрнӑ. Биотопсенче пуҫтарнӑ 6 сӑвӑс боррелиоз инфекциллӗ пулнӑ. Пирӗн республикӑра энцефалит вирусӗ ҫук тесе палӑртаҫҫӗ. Боррелиоза вара сулсеренех тупса палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри паллӑ художниксем: Юрий Ювенальев тата унӑн ывӑлӗ Сергей (вӑл та ашшӗн ҫулне суйланӑ, художник-дизайнер) — археологи комплексӗ уҫма ӗмӗтленеҫҫӗ. Ӑна вӗсем Патӑрьел районӗнчи Тикеш ялӗ патӗнчи территорире йӗркелесшӗн. Археологи комплексне икӗ пайран тӑвасшӑн: X-XII ӗмӗрсенчи хаклӑ археологи объекчӗсене тӗпе хурса тата ҫулӑн тепӗр енче вара авалхи вырӑнта тупнӑ евӗр объектсем пулӗҫ. Ҫав шутра — «шурӑ» тата «хура» мунча. Вӗсене Ювенальсем вутӑпа хутмалла тӑвасшӑн. Унтах хӑна ҫурчӗсем, музей, администраци офисӗсем, инженери инфраструктури, хуҫалӑх блокӗ пулӗ. Тикеш ялӗнчен хӗвеланӑҫнерех вырнаҫнӑ тӗлте тума палӑртакан комплекс «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫул ҫинче вырнаҫнӑ. Проекта ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ЧР Стройминӗн Хула тӑвакан канашӗн ларӑвӗнче тишкермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти парад. 2017 ҫулхи сӑн ӳкерчӗк Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен ӗнерхи канашлура сӳтсе явнӑ ыйтусен шутӗнче Ҫӗнтерӳ кунне республикӑра епле уявлани те пулнӑ. «Вилӗмсӗр полк» акцие кӑҫал 22 пин ҫын тухнӑ. Ӑна республикӑн тӗп хулинче ҫеҫ мар, районсенче те ирттернӗ. Кама мӗн пӑшӑрхантарать те, республикӑн ҫар ӗҫ комиссарӗ Александр Мокрушин ҫар техникин управлӑхӗ пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫав техника валли ятарлӑ вырӑн пулсан ӑна унта упрама тата ҫавӑнта музей йӗркелеме те май килӗччӗ. Уҫӑ ҫӗрте ларакан техника япӑхать, ӑна юсаса ҫӗнетме те хакла ларать. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку шухӑша ырласа йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитет. Ҫавна май ЧР Элтеперӗн администрацийӗ юбилей тӗлне кӑлармалли медаль эскизне хатӗрлес енӗпе конкурс ирттернине пӗлтернӗ. Чи кирли – эскизӑн аналогсем пулмалла мар. Ӗҫсене ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫе вара ҫӑв уйӑх вӗҫӗнче палӑртӗҫ. Чи лайӑх эскиз авторне 10 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Килӗшӳ алӑ пуссан тепӗр 5 пин тенкӗ парӗҫ. Юбилейлӑ медальпе республика аталанӑвне тӳпе хывнӑ тава тивӗҫлӗ ҫынсене чыслӗҫ. Аса илтерер: Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле те медаль ҫирӗплетнӗ. Вӗсемпе чи малтан Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене наградӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |