Республикӑра
![]() Чӑваш Енри полицейски Шупашкарта пурӑнакан 65 ҫулти арҫынна тӑванӗн вил тӑприне тупма пулӑшнӑ. Ҫавӑншӑн арҫын Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ячӗпе тав ҫырӑвӗ шӑрҫаланӑ. «Полицейские тавах. Вӑл ман пиччене (тен, шӑллӗ-ши. Брат тенӗ те. — Асӑрхаттарӑвӗ авторӑн) пытарнӑ вырӑна шыраса тупрӗ кӑна та мар, вӑл вилни ҫинчен калакан свидетельство дубликатне илме те пулӑшрӗ», – ҫырнӑ ҫырура. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти арҫын хӑйӗн тӑванне ӑҫта пытарнине пӗлесшӗн пулнӑ. Лешӗ ҫак ҫул пуҫламӑшӗнче чире пула вилнӗ. Ӑна Челепи облаҫӗнче пытарнӑ. Вилнӗ арҫын вил тӑприне тупма пултарни — Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пуҫиле шырав управленийӗн ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Старко» строительство компанийӗ 105 ӗҫченне шалу тӳлемен. Пӗлтӗрхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче парӑм 5,6 миллион тенке ҫитнӗ. Прокуратура строительство компанийӗн ертӳҫи тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, ӗҫ укҫин парӑмне шыраса илмешкӗн суд хушӑвӗсем пама суда заявлени янӑ. Директора РФ КоАПӗн 5.27-мӗш статйин 5 тата 6-мӗш пайӗсемпе килӗшӳллӗн административлӑ явап тыттарнӑ, штраф тӳлеттернӗ. Прокуратура «сӑмса чиксен» кӑна «Старко» ертӳҫи ӗҫченӗсен умӗнчи парӑма татнӑ. Тепӗр тесен, ку – пӗртен-пӗр тӗслӗх мар, компани унччен те прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн ҫеҫ шалу парӑмне татни пулнӑ. 2016 ҫулта 400 ҫын умӗнче 10,5 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru архивӗнчи сӑн Ҫуркунне ҫитнӗ май ҫынсем типӗ курӑк ҫунтарма пуҫлаҫҫӗ. Республикӑра кунашкал тӗслӗх пулнӑ ӗнтӗ. Улатӑр районӗнче курӑк ҫунни пирки ҫак кунсенче хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: тунтикун Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗ ҫывӑхӗнче 300 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ку каҫхине пулнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сарӑлма паман – сӳнтернӗ. Ку эрнере юнкун каллех кунашкал тӗслӗхе шута илнӗ. Хальхинче те Улатӑр районӗнче пулнӑ ку, Ахматово ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑк чӗрӗлсе кайнӑ. Ҫулӑм пӗр гектар лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ. Пушарнӑйсем ӑна сӳнтернӗ. Тепӗр хутчен палӑртса хӑварар: ҫак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечӗ республикӑра пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнӑ май сезон палӑртнӑ: вӑл ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗ ҫывӑхӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсен патруль машинипе пушар сӳнтерекенсен автомобилӗ инкеке лекнӗ. Кун пирки Инстаграмра dtp21_cheb аккаунтра пӗлтернӗ. Инкеке ҫирӗплетсе пама видеофактсем вырнаҫтарнӑ. Видеона ӑнлантарнинче инспекторсем инкеке пытарасшӑн пулнӑ тесе палӑртнӑ. Аварие куракансем (вӗсем йышлӑн пухӑнса тӑнӑ) ытахальтен ҫапла пӗтӗмлетмен курӑнать. Инспекторсем видео ӳкерттересшӗн пулман-мӗн. Dtp21_cheb аккаунтра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫул-йӗр инспекторӗсен машини пӑрӑнма пуҫланӑ, пушар сӳнтерекен машина ҫав вӑхӑтра пырса кӗнӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, инкек ӗнер, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, кӑнтӑрласенче пулса иртнӗ. Официаллӑ мар ҫӑлкуҫа ӗненсен, айӑплисем — ҫӑлавҫӑсем. |
Республикӑра
![]() Тӑвай районӗнче пурӑнакан 27 ҫулти арҫын трактор туянма палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем шыранӑ. Хӑйне килӗшекен транспорта тупсан кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Телефона «посредник» тытнӑ. Хайхи ҫын укҫана ӑна тӳлемелли пирки каланӑ. Тӑвай районӗн арҫынӗ техникӑна хуҫи патӗнчех, Шупашкар районӗнче, пӑхнӑ. Сутуҫӑ патне вара «посредник» маларах туянакан ҫын килесси пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ, клиент тупса панӑшӑн кӑштах процент ыйтнӑ. Сутуҫӑпа туянакан хак пирки калаҫса татӑлнӑ. Тӑвай районӗн ҫынни укҫана «посредник» кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ. Анчах сутуҫӑ патне пӗр пус та ҫитмен. Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче улталаннӑ икӗ арҫын полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗр арҫын Шупашкарти Раҫҫей почтин уйрӑмне кӗрсе унти ӗҫченсене тортпа хӑналани, унтан сейфран 800 пин тенкӗ вӑрлани пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Вӑрра тытса чарнӑ ӗнтӗ. Ӑна Мӑкшӑ Республикинчи хӑна комплексӗнче ярса илнӗ. Ҫак арҫын 1961 ҫулта ҫуралнӑскер, Мускав облаҫӗнче пурӑнать. Хайхискер почтӑран кӑна мар укҫа йӑкӑртнӑ иккен. Вӑл Саранскри пӗр патшалӑх учрежденийӗнчен те сумка йӑкӑртнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Сумкӑра вара 113 пин тенкӗ пулнӑ. Арҫын сумка вӑрланине йышӑннӑ. Вӑл почта уйрӑмӗнчен 800 пин тенкӗ йӑтса тухса кайнине те палӑртнӑ. Ӗҫе следовательсем малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӑтӑрмах пулнӑ вырӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче икӗ овчарка виҫӗ ҫынна тапӑнни пирки, ватӑсенчен пӗри йывӑр сурансене пула вилни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Йытӑсен хуҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен те асӑнса хӑварнӑччӗ. Халӗ следовательсем ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, Ҫӗрпӳ районӗн судне ярса панӑ. Кӗҫех йытӑсен хуҫи суд сакки ҫине ларӗ. Арҫынна РФ Уголовлӑ кодексӗн 109-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн (ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн) айӑплӗҫ. Вӑл йытӑсене хӑйӗн пурлӑхне сыхламашкӑн усранӑ, анчах ҫӑварне ятарлӑ хатӗр тӑхӑнтартман, кӑкарнӑ цепӗ те кивӗ пулнӑ. Арҫын йытӑсем унччен те салтӑнса кайнине, ял тӑрӑх чупнине пӗлнӗ. Ҫитменнине, хуҫи ӳпле патӗнчи юра тасатса тӑман, ҫапла майпа купаланса кайнӑ. Чӗрчунсем салтӑнса кайсан урамалла карта урлӑ сикнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Йытӑсене вара, аса илтерер, пӑтӑрмах пулнӑ кунах ветеринар ирӗк парсан персе пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Министрсен Кабинечӗ пушар тухас хӑрушлӑх пуҫланакан сезон хӑҫан тытӑнассине палӑртнӑ: ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен. Инкеклӗ лару-тӑру комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнче Атӑли федераци округӗнче сывлӑш температури ытти ҫулти вӑтам кӑтартуран пысӑкрах пулӗ, ҫумӑр вара сахалрах ҫӑвӗ. Эппин, вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Правительство 9 муниципалитетри 13 ялта вӑрман пушарӗ тухас хӑрушлӑх пуррине палӑртнӑ. Ҫак списока Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Пӑрачкав, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш районӗсем кӗнӗ. Вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑк ҫунтарма юрамӗ. Ҫак тата ытти йӗркене пӑхӑнманшӑн административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Ахаль ҫынсен – 1500-3000, должноҫри ҫынсен – 10000-20000, юридици сӑпачӗсен 50000-200000 тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ Ӗнер Чӑваш Енре мультиплекс сигналӗсене спутник патне ӑсатакан тата каялла йышӑнакан комплекс вырнаҫтарнӑ. «Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен ҫакна Чӗмпӗр урлӑ пурнӑҫланӑ. Паян Чаваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Раҫҫей телекурав тата радиохыпарлав сечӗсем» предприятин республикӑри филиалӗн тата «Чӑваш Ен» патшалӑх теле- радиокомпанийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Аса илтерер, ака уйӑхен 15-мӗшенче пирӗн республикӑра аналог телекуравне сӳнтерӗҫ. Пӗрремӗшпе иккӗмӗш мультиплекса кӗрекен каналсене цифра мелӗпе ҫеҫ кӑтартма пуҫлӗҫ. «Чӑваш Ен» теле- радиокомпанире цифра ҫине куҫма хатӗрленсе ҫитнӗ. Ҫавна хатӗрленсе унта производствӑна тӗпрен ҫӗнетнӗ, хальхи йышши технологисене шута илсе тӑрӑшма ПТРК ӗҫченӗсен пӗлӗвне ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чулхулари «Парӑмсене пӗтерекен агентство» тулли мар яваплӑ обществӑран 200 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Организацие парӑма кӗнӗ ҫын тата унӑн тӑванӗсем патне хӑратса шӑнкӑравланӑшӑн штрафланӑ. Чӑваш Енре пурӑнакан 31 ҫулти арҫын микрозаймран укҫа илнӗ, анчах парса татайман – парӑма кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн ун патне коллекторсем шӑнкӑравлама, хӑратма тытӑннӑ. Ҫитменнине, тӑванӗсене те тапӑннӑ. Арҫын суд приставӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Приставсем тӗрӗслев ирттернӗ. Чӑнах та, коллекторсем йӗркене пӑснӑ. Вӗсем шӑнкӑравсен лимитне те пӑхӑнман – ытлашшипех шӑнкӑравланӑ. Агентствӑна штрафлама йышӑннӑ. Унччен те ҫакнашкал йӗркене пӑснине шута илсе организацие 200 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |