Республикӑра
![]() ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн тӳлемелли хака пӗчӗклетме пултараҫҫӗ. Кун пирки Патшалӑх Думин экологи тата тавралӑха сыхлас енӗпе ӗҫлекен комитетӑн Председателӗ Владимир Бурматов каланӑ. Депутатсем Тӗп прокуратурӑна тарифсене тӗрӗслеме сӗннӗ. Шӑпах ҫакӑн хыҫҫӑн хӑш-пӗр регионта ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн тӳлемелли хака пӗчӗклетме пултарӗҫ. «Протокол порученине пурнӑҫланипе килӗшӳллӗн эпир тӗп прокуратурӑна ыйтупа тухрӑмӑр. Вӑл питӗ лайӑх ӗҫлерӗ, тӗрӗслевсем ирттерчӗ, хӑш-пӗр регионта йӗркене пӑсни тупӑннӑ», - пӗлтернӗ Владимир Бурматов. Тарифсене йӗркеленӗ чухне йӗркене пӑсни ҫак регионсенче палӑрнӑ: Чӑваш Ен, Мӑкшӑ Республики, Якути, Тутарстан, Алтай, Перьм, Приморье крайӗсем, Иркутск, Пенза тата Сарӑту облаҫӗсем. Тарифсене вӑтамран 14,5 процент чакарма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкарта XXIII Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ вӗҫленчӗ. Вӑл гала-концертпа хупӑннӑ. Фестиваль «Аттила» спектакльпе уҫӑлнӑччӗ. Аса илтерер, ӑна пӗлтӗр Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑччӗ. Фестиваль программине хупнӑ гала-концерта хӑнасем, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем: Берлинти патшалӑх балечӗн артисчӗсем Ксения Овсяник тата Денис Виейр, Тутарстанри М. Джалиль ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнчи Аманда Гомес тата Вагнер Карвальо — хутшӑннӑ. Гала-концерта курма Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев кайнине республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Республикӑри районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем те унта ҫитнӗ иккен. Ҫакӑн пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра хыпарланӑ, ҫавна сӑнӳкерчӗкпе ҫирӗплетнӗ. Концерт умӗн пуҫлӑхсем театр фойинче пӗр рете тӑрса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшланине, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ ҫын ывӑлӗн 1,5 пин тӑваткал метр ҫӗр пур тесе хут хатӗрлеттернӗ. Ку вӑл вунӑ ҫул каяллах пулнӑ. Ҫапла ҫырма вӑл администрацинче ӗҫлекен специалиста хушнӑ. 25 пин тенкӗ ытларах тӑракан ҫӗр лаптӑкне кӗҫех ывӑлӗн ячӗпе регистрацилеттернӗ. Ҫӗр вара Йӗпреҫ район администрацийӗн пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ, ӑна Йӗпреҫ район судне ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри полицейски Шупашкарта пурӑнакан 65 ҫулти арҫынна тӑванӗн вил тӑприне тупма пулӑшнӑ. Ҫавӑншӑн арҫын Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ячӗпе тав ҫырӑвӗ шӑрҫаланӑ. «Полицейские тавах. Вӑл ман пиччене (тен, шӑллӗ-ши. Брат тенӗ те. — Асӑрхаттарӑвӗ авторӑн) пытарнӑ вырӑна шыраса тупрӗ кӑна та мар, вӑл вилни ҫинчен калакан свидетельство дубликатне илме те пулӑшрӗ», – ҫырнӑ ҫырура. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти арҫын хӑйӗн тӑванне ӑҫта пытарнине пӗлесшӗн пулнӑ. Лешӗ ҫак ҫул пуҫламӑшӗнче чире пула вилнӗ. Ӑна Челепи облаҫӗнче пытарнӑ. Вилнӗ арҫын вил тӑприне тупма пултарни — Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пуҫиле шырав управленийӗн ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Старко» строительство компанийӗ 105 ӗҫченне шалу тӳлемен. Пӗлтӗрхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче парӑм 5,6 миллион тенке ҫитнӗ. Прокуратура строительство компанийӗн ертӳҫи тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, ӗҫ укҫин парӑмне шыраса илмешкӗн суд хушӑвӗсем пама суда заявлени янӑ. Директора РФ КоАПӗн 5.27-мӗш статйин 5 тата 6-мӗш пайӗсемпе килӗшӳллӗн административлӑ явап тыттарнӑ, штраф тӳлеттернӗ. Прокуратура «сӑмса чиксен» кӑна «Старко» ертӳҫи ӗҫченӗсен умӗнчи парӑма татнӑ. Тепӗр тесен, ку – пӗртен-пӗр тӗслӗх мар, компани унччен те прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн ҫеҫ шалу парӑмне татни пулнӑ. 2016 ҫулта 400 ҫын умӗнче 10,5 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru архивӗнчи сӑн Ҫуркунне ҫитнӗ май ҫынсем типӗ курӑк ҫунтарма пуҫлаҫҫӗ. Республикӑра кунашкал тӗслӗх пулнӑ ӗнтӗ. Улатӑр районӗнче курӑк ҫунни пирки ҫак кунсенче хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: тунтикун Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗ ҫывӑхӗнче 300 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ку каҫхине пулнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сарӑлма паман – сӳнтернӗ. Ку эрнере юнкун каллех кунашкал тӗслӗхе шута илнӗ. Хальхинче те Улатӑр районӗнче пулнӑ ку, Ахматово ялӗ ҫывӑхӗнче типӗ курӑк чӗрӗлсе кайнӑ. Ҫулӑм пӗр гектар лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ. Пушарнӑйсем ӑна сӳнтернӗ. Тепӗр хутчен палӑртса хӑварар: ҫак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечӗ республикӑра пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнӑ май сезон палӑртнӑ: вӑл ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗ ҫывӑхӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсен патруль машинипе пушар сӳнтерекенсен автомобилӗ инкеке лекнӗ. Кун пирки Инстаграмра dtp21_cheb аккаунтра пӗлтернӗ. Инкеке ҫирӗплетсе пама видеофактсем вырнаҫтарнӑ. Видеона ӑнлантарнинче инспекторсем инкеке пытарасшӑн пулнӑ тесе палӑртнӑ. Аварие куракансем (вӗсем йышлӑн пухӑнса тӑнӑ) ытахальтен ҫапла пӗтӗмлетмен курӑнать. Инспекторсем видео ӳкерттересшӗн пулман-мӗн. Dtp21_cheb аккаунтра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫул-йӗр инспекторӗсен машини пӑрӑнма пуҫланӑ, пушар сӳнтерекен машина ҫав вӑхӑтра пырса кӗнӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, инкек ӗнер, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, кӑнтӑрласенче пулса иртнӗ. Официаллӑ мар ҫӑлкуҫа ӗненсен, айӑплисем — ҫӑлавҫӑсем. |
Республикӑра
![]() Тӑвай районӗнче пурӑнакан 27 ҫулти арҫын трактор туянма палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем шыранӑ. Хӑйне килӗшекен транспорта тупсан кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Телефона «посредник» тытнӑ. Хайхи ҫын укҫана ӑна тӳлемелли пирки каланӑ. Тӑвай районӗн арҫынӗ техникӑна хуҫи патӗнчех, Шупашкар районӗнче, пӑхнӑ. Сутуҫӑ патне вара «посредник» маларах туянакан ҫын килесси пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ, клиент тупса панӑшӑн кӑштах процент ыйтнӑ. Сутуҫӑпа туянакан хак пирки калаҫса татӑлнӑ. Тӑвай районӗн ҫынни укҫана «посредник» кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ. Анчах сутуҫӑ патне пӗр пус та ҫитмен. Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче улталаннӑ икӗ арҫын полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗр арҫын Шупашкарти Раҫҫей почтин уйрӑмне кӗрсе унти ӗҫченсене тортпа хӑналани, унтан сейфран 800 пин тенкӗ вӑрлани пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Вӑрра тытса чарнӑ ӗнтӗ. Ӑна Мӑкшӑ Республикинчи хӑна комплексӗнче ярса илнӗ. Ҫак арҫын 1961 ҫулта ҫуралнӑскер, Мускав облаҫӗнче пурӑнать. Хайхискер почтӑран кӑна мар укҫа йӑкӑртнӑ иккен. Вӑл Саранскри пӗр патшалӑх учрежденийӗнчен те сумка йӑкӑртнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Сумкӑра вара 113 пин тенкӗ пулнӑ. Арҫын сумка вӑрланине йышӑннӑ. Вӑл почта уйрӑмӗнчен 800 пин тенкӗ йӑтса тухса кайнине те палӑртнӑ. Ӗҫе следовательсем малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӑтӑрмах пулнӑ вырӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче икӗ овчарка виҫӗ ҫынна тапӑнни пирки, ватӑсенчен пӗри йывӑр сурансене пула вилни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Йытӑсен хуҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен те асӑнса хӑварнӑччӗ. Халӗ следовательсем ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, Ҫӗрпӳ районӗн судне ярса панӑ. Кӗҫех йытӑсен хуҫи суд сакки ҫине ларӗ. Арҫынна РФ Уголовлӑ кодексӗн 109-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн (ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн) айӑплӗҫ. Вӑл йытӑсене хӑйӗн пурлӑхне сыхламашкӑн усранӑ, анчах ҫӑварне ятарлӑ хатӗр тӑхӑнтартман, кӑкарнӑ цепӗ те кивӗ пулнӑ. Арҫын йытӑсем унччен те салтӑнса кайнине, ял тӑрӑх чупнине пӗлнӗ. Ҫитменнине, хуҫи ӳпле патӗнчи юра тасатса тӑман, ҫапла майпа купаланса кайнӑ. Чӗрчунсем салтӑнса кайсан урамалла карта урлӑ сикнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Йытӑсене вара, аса илтерер, пӑтӑрмах пулнӑ кунах ветеринар ирӗк парсан персе пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |