Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫухалнӑ арҫынна сехет 12 хут шаккиччен 10 минут маларах тупнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 02.01.2020 18:49 | 1137 хут пӑхнӑ
Республикӑра
vk.com/club134917368 сайтри сӑн
vk.com/club134917368 сайтри сӑн

Раштавӑн 31-мӗшӗнче 15 сехетсенче «Лиза Алерт Чӑваш Ен» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсене пӗр арҫын ӗҫрен машинӑпа тухнӑ та каярахпа ҫухални пирки пӗлтернӗ. Ирхине Чулхула облаҫӗнчи диспетчер службине темиҫе шӑнкӑрав килнӗ, арҫын вӗсене ҫухални пирки, хӑй ӑҫта пулнине ӑнланманни ҫинчен каласа панӑ.

Кӳршӗ облаҫӗнчи ҫӑлав службин сотрудникӗсем Ҫӗмӗрле районӗнчи полици уйрӑмне пӗлтернӗ, лешсем вара «Лиза Алертран» пулӑшу ыйтнӑ.

Арҫынна васкасах шыранӑ. Вӑл вӑрманта пӗр талӑк ҫухалса ҫӳрени паллӑ пулнӑ. Ҫитменнине, вӑл чӗре тата юн тымарӗсен чирӗпе аптӑрать. Ҫӑв кун шӑпах ҫил-тӑман вӗҫтернӗ тата, ҫакӑ шырава тата йывӑрлатнӑ. Чӑваш Енре, Мари Элта тата Тутарстанра тарӑн юр тӑрӑх каймалли машинӑсем шырама тивнӗ, унашкал ҫынсем тупӑннӑ. Ҫапах ҫуран утса шыракансем те пулнӑ.

22 сехет 34 минутра арҫыннӑн телефонӗнчен тӗлӗнмелле майпа (зарядки пӗтнӗрен сӳнсе ларнӑ пулнӑ) ҫӑлав службине шӑнкӑрав ҫитнӗ. Ҫапла майпа вӑл ӑҫтарах пулма пултарнине палӑртнӑ. 23 сехет те 50 минутра, Кремльти сехет 12 хутчен шакиччен 10 минут маларах, хыпар ҫитнӗ: «Тупӑннӑ! Чӗрӗ!»

Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 59 ҫулти арҫын ҫулран ҫӗтсе кайнӑ-мӗн, хӑйне япӑх туйса илнӗ. Вӑл вӑрмана машинӑпа кӗрсе кайнӑ, анчах малалла каяймассине ӑнланнӑ та ҫуран утнӑ. Хайхискер Сӑр урлӑ каҫса хуҫасӑр кил патне тухнӑ, унта вӑхӑтлӑха чарӑннӑ. Ирхине тӑванӗсем патне шӑнкӑравлама тӑнӑ, телефон япӑх тытнӑран тӳрех пулман ку. Телефон ҫыхӑнӑвӗ вӑл Чулхула облаҫӗнчи пек кӑтартнӑ. Юрать, ӗҫ-пуҫ лайӑхпа вӗҫленнӗ.

#шыравсем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #ҫӑлавҫӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем