Ӗнер, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 14 сехет те 40 минутра Канаш районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗнче йытӑ 14 ҫулти хӗрачана тапӑннӑ. Ача ун чухне хӑйӗн килӗ умӗнче пулнӑ.
Йытӑ хӗрачана самаях суранлатнӑ. Ҫынсем тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ачана травмпункта илсе ҫитернӗ.
Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, йытӑ хӗрачана сулахай аллинчен тата сулахай уринчен ҫыртса суранлатнӑ. Шурӑ халатлисем ӑна тивӗҫлӗ пулӑшу панӑ.