Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнче пӗр уйӑхри ачка пиҫсе кайнӑ. Шел, унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма май килмен. Пӑтӑрмаха паян иртнӗ ЧР Министрсен кабинечӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Инкек пирки республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх инкек ытларикун Мӑкӑр ялӗнче пулнӑ. Йӗркеллӗ ҫемьере. Ҫемьере икӗ пӗчӗк ача иккен. Кил хуҫи арҫынни ӗҫлет, арӑмӗ ачасемпе ларать. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче хӗрарӑм пӗчӗк пепкине икӗ ҫулти ачипе пӳртре хӑварнӑ. Урама вӑл самантлӑха ҫеҫ тухса кӗнӗ-мӗн. Пӳрте кӗнӗ вӑхӑтра кӗҫӗннин сӑпки ҫунма пуҫланӑ. Ӳчӗ пиҫсе кайнӑ ачана пульницӑна васкавлӑн илсе кайни те ачан пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма май паман. Кӑҫал пирӗн республикӑра тулаш сӑлтава пула 30 ача вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |