Республикӑра
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Комсомольски районӗнчи пӗр ветеринари участокӗн заведующийӗ полици ӗҫченне сӗтев панӑ тесе шутлаҫҫӗ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, заведующи полицейские 50 пин тенкӗ пама тӑнӑ. Ҫапла майпа заведующи ветеринари справкисен тӗрӗслевӗнчен хӑтӑласшӑн пулнӑ. Полицейски сӗтев илме хирӗҫленӗ. Заведующие вара тытса чарнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Vagayst.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Нумай ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх ҫӗр пама тытӑннӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енре пурӑнакансем те ҫав пурлӑхлӑ пулса тӑчӗҫ. Саккун вӑя кӗнӗренпе 8 пине яхӑн ҫӗр илнӗ. Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьесен ытларах пайӗ, 64 проценчӗ, е 5162 ҫемье, ҫурт-йӗр хӑпартма лаптӑк илнӗ, пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ (2685 ҫемье, е 34 проценчӗ) — хушма хуҫалӑх тытма, 151 ҫемье — пахча вырӑнне усӑ курма. Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр илнӗ хыҫҫӑн малтанхи виҫӗ ҫулта ҫӗр налукӗ хурса памаҫҫӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче РФ Налук кодексне улшӑну кӗртнӗ. Вӑл налук ҫӑмӑллӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Саккунта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, виҫӗ е ытларах ача (вӗсем 18 ҫула ҫитиччен) ӳстерекен ҫемьесене ҫӗршӗн налук сахалтарах тӳлеттермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() zakon.kz сайтри сӑн Чӑваш Енри каччӑ саккуна пӑснӑ, тӗрмене лекнӗ. Вӑл – тӑлӑх. Ун патне Вӑрмар район администрацийӗн опекӑпа попечительство секторӗн заведующийӗ Надежда Борисова пырса кайнӑ. Ахальтен мар – тӑлӑхсене найм мелӗпе паракан хваттершӗн килӗшӳ тума ҫитнӗ. Эппин, каччӑ юсанмалли колонирен тухсан хваттерлӗ пулӗ. Йӗпле пралук леш енчен тухсан ӗҫе вырнаҫни, ҫемье ҫавӑрни пӗлтерӗшлӗ. Кун пирки юсанмалли колони ӗҫченӗсем те калаҫҫӗ, каччӑ тӳрӗ ҫул ҫине тӑрасса шанаҫҫӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмрӑкскер срокран маларах ирӗке тухма, ҫӗнӗ хваттерте таса совеҫпе пурӑнма ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑлхапа трикотаж хапрӑкӗн учредителӗсенчен пӗрин тӗлӗшпе заявлени панӑ. Ку предприяти панкрута тухнипе ҫыхӑннӑ. Ҫав учредительсенчен пӗри – Владимир Ермолаев. «Регнум» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, заявлени «субсидиарлӑ яваплӑх» тытассипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май ЧР Арбитраж сучӗ Владимир Ермолаевран 71 миллион та 841 пин те 552 тенкӗ шыраса илесшӗн. Суд ларӑвӗ хӑҫан пулассине хальлӗхе палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() http://dlyaribakov.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан арҫыннӑн саккуна пӑсса пулӑ тытнӑшӑн явап тытма тивнӗ. Кун пирки Чулхула облаҫӗн прокуратурин сайтӗнче хыпарланӑ. Кӑҫал ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 31 ҫулти арҫын пӗлӗшӗпе шӑпах ҫак кӳршӗ региона пулла кайнӑ. Хайхискерсем Прорва пӗвере 90 метр сарлакӑш, 1,5 метр ҫӳллӗш таната лартнӑ. Анчах кӑштахран Чӑваш Ен ҫыннисене чӗрчунсен тӗнчине хӳтӗлекен центр ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Танатасене кӑларсан унта пулӑ пулман. Арҫынсене суд тунӑ. Судья барконьерсем айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӗсене тӗрмене хупмасӑр 2 ҫул та 3 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Вӗренӳ министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Пултаруллӑ ҫамрӑксене ҫулсеренех стипенди параҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах пулӗ. Документсене хальхинче ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен йышӑнма тытӑнӗҫ. 14 ҫултан пуҫласа 30 ҫулчченхи пултаруллӑ ҫамрӑксемпе студентсен ыттисенчен вӗренӳри, тӗпчеври, ӑслӑлӑхри, пултарулӑхри, ӗҫри, спортри, ытти сферӑри ҫитӗнӳсемпе уйрӑлса тӑмалла. Студентсемпе аспирантсен, производство вӗрентӗвӗн преподавателӗсемпе мастерӗсен, ҫамрӑксен общество организацийӗн лидерӗсен, ҫамрӑксем енӗпе ӗҫлекен специалистсен хутсене Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрне (Шупашкар, Максим Горький урамӗ, 5-мӗш ҫурт, телефон номерӗсем (8352) 43-78-90, 45-13-88) ҫитермелле. Хушма пӗлӳ илекен организацисенче вӗренекенсемпе педагогсем, ача-пӑча организацийӗсен ертӳҫисем, коррекци учрежденийӗсенче вӗренекенсемпе унта ӗҫлекен педагогсен, тӑлӑхсен ҫурчӗсенче пурӑнакансен, хушма пӗлӳ паракан организацисенче ӗҫлекенсен «Эткер» центра (Шупашкар, Афанасьев урамӗ, 13-мӗш ҫурт, телефон номерӗсем: (8352) 58-08-33, 58-56-20) ҫитермелле. Ытти сферӑра тӑрӑшакансен хучӗсене профиль министерствӑсенче йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Республикӑри хӑш-пӗр ЗАГС пайӗсенче электронлӑ черет ӗҫлеме пуҫланӑ. Шупашкарти, Шупашкар районӗнчи, тӗп хулари Калинин, Ленин тата Мускав районӗсенче терминал вырнаҫтарнӑ. Ку черетсене кӗскетме пулӑшать. Ҫынсен черет кӗтсе тӑмалла мар пулӗ. Терминалпа усӑ курса ача ҫуралнине, ҫын вилнине, ҫемье ҫавӑрнине, уйрӑлнине, ашшӗ ятне илнине, ята улӑштарнине, свидетельствӑпа справкӑсем тепер хутчен панине, ЗАГСа улшӑнусем кӗртнине регистрацилеме пулать. Сӑмах май, Патшалӑх услугин порталӗ урлӑ заявлени панӑ чухне документа илмешкӗн хӑвӑра килӗшекен кунпа вӑхӑта суйлама май пур Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн 54 ҫулти арҫын 6-ри ачишӗн алимент тӳлемесӗр 100 пин тенкӗ парӑм пухнӑ. Приставсем тӗлӗрмен – унӑн сунар пӑшалӗ тата травматика пистолечӗ пуррине пӗлнӗ. Анчах арҫын та айван мар – приставсене пӑшалсем ӑҫта пулнине каламан. Приставсем вара Росгвардие ыйту янӑ, ҫапла майпа вӗсем арҫыннӑн пурлӑхӗ ӑҫта выртнине пӗлнӗ. Лешӗ вӗсене ятарлӑ лавккана сутма панӑ-мӗн. Росгварди ӗҫченӗпе пристав ҫав лавккана ҫул тытнӑ, пӑшалсене илсе арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Суд палӑртнӑ тӑрӑх, Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 44 ҫулти хӗрарӑм ывӑлне хӗненӗ, ун умӗнчех эрех-сӑра ӗҫнӗ. Ҫапла майпа вӑл ачине япӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Амӑшӗ тӗлӗшпе приговор янӑранӑ: ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Хӗрарӑм ывӑлне тивӗҫлипе пӑхманни пирки аслӑ ачисем йӗрке хуралне пӗлтернӗ. Суд хыҫҫӑн вӗсем кӗҫӗн шӑллӗне хӑйсем патне илсе кайнӑ. Ҫак хӗрарӑм 2017 ҫулхи нарӑсран пуҫласа кӑҫалхи кӑрлаччен 9 ҫулти ывӑлне хӗненӗ, эрех-сӑрана ун умӗнче тутанма именмен. Ӗҫсе ӳсӗрӗлсен унран ывӑлне лекнӗ. Халӗ хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри пульницӑсене пысӑк квалификациллӗ тухтӑрсемпе тивӗҫтермелле. Меслечӗсем тӗрлӗрен. Ҫав шутра — унччен урӑх ҫӗре тухса кайнисене илсе килни те. «Медвестник» кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла хушӑва ЧР Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан сиплевпе профилактика учрежденийӗсене ҫитернӗ. Мӗн туса иритерни пирки лешсен авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче отчет тумалла. Тӗп врачсене пульницӑсенчи психологсене коллективпа калаҫтарма сӗннӗ. Ӗҫрен каяс текен врачсемпе тӗп врачсен хӑйсен сӑмахламалла. Чӑваш Енри пульницӑсенче медицина сестри, врач пулса ӗҫленисем юлашки ҫулсенче Мускава пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса кайни вӑрттӑнлӑх мар. Уйрӑм ҫын больницисене суйлакансем те пур. Ҫав вӑхӑтрах поликлиникӑсенче тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |