Республикӑра
![]() ulpravda.ru сайтри сӑн Укҫа тесен шапа та аллине тӑснӑ тет. Укҫа выляса илнӗ тенине, шел те, хӑшӗ-пӗри ӗненет. Кусем ултавҫӑсем пулнине кайран ҫес тавҫӑраҫҫӗ вара. Шупашкар районӗнче пурӑнакан 51 ҫулти хӗрарӑм полицирен пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн телефонӗ ҫине ыйтӑм тухма сӗнекен СМС-ҫыру килнӗ. Хайхискер ссылкӑпа кайса халӑх тетелӗнчи страницӑна лекнӗ. Унта вара – анкета. Хӗрарӑм мӗнпур ыйтӑва хуравласан ӑна парне – 130 пин тенкӗ ытла – парассине пӗлтернӗ. Анчах ӑна иличчен комиссишӗн тӳлемелле-мӗн. Хайхи хӗрарӑм 14 хутчен укҫа куҫарнӑ, укҫа куҫарма ыйтса ҫырнӑ ҫырусем вара ҫаплипех пӗтмен. Кун хыҫҫӑн тин, 1 сехетрен, хӗрарӑм тӑна кӗнӗ, аферистсене укҫа куҫарса панине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулӑмпа кӗрешекенсем автомобиль шинисенчен тунӑ дренаж шӑтӑкне кӗрсе ӳкнӗ ӗнене ҫӑлнӑ. Ку иртнӗ вырсарникун пулса иртнӗ. Ӗне инкеке лекни пирки 112 пульт ҫине каҫхи 7 сехетре хыпар ҫитнӗ. Шӑтӑка кӗрсе ӳкнӗ выльӑха ҫӑлма ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пушарпа кӗрешекен службӑн ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Ҫӑлав ӗҫӗ ансат мар: ӗнене шӑтӑкран суранлатмасӑр кӑларма тӑрӑшмалла-ҫке-ха. Ҫӑлавҫӑсем тӑпрана чавнӑ, ҫапла майпа ӗнене автошинӑсенчен кӑларнӑ, хӑйне вара туртса кӑларнӑ. Ҫӑлнӑ ӗне халӗ хуҫи патӗнчех пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ӗнер Чӑваш Енре ҫил вӑйлӑ алхаснӑран хӑш-пӗр тӑрӑхра пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ. Аса илтерер: ӗнер ҫил ҫеккунтра 22 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Республикӑра йывӑҫсем тӑпӑлнӑ, чӳречесем ҫӗмӗрӗлнӗ тӗслӗхсем пулнӑ. Муркаш районӗнчи Анаткас ялӗнче вара пӗр ҫемье самаях шар курнӑ. Вӗсен ҫурт тӑррине ҫил сӳсе кайнӑ. Кун пирки ялти пӗр ҫын «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ. Ӗнер вӑйлӑ ҫиле пула общество транспорчӗн чарӑнӑвӗн павильонӗсем те тӳнсе кайнӑ, хӑш-пӗр ялта ҫутӑ сӳнсе ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() newizv.ru сайтри сӑн Канаш районӗнче пурӑнакан 62 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна кӗҫех суд пӑхса тухӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи кӑрлач тата раштав уйӑхӗсенче, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пӗчӗк мӑнукне ясар шухӑшпа тапӑннӑ. Ку йӑлтах асӑннӑ районти пӗр ялта пулса иртнӗ. Арҫынна следстви вӑхӑтӗнче хупса усранӑ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе тишкернӗ чухне судпа психиатри экспертизи ирттернӗ. Вӑл ватӑ арҫын ӑс-тӑн енчен лайӑхах пулнине ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче «Аудит-Консалтинг» акционерсен хупӑ обществин тӗп директорне Маргарита Замчинскаяна Шупашкарти пӗр фирмӑран укҫа илнӗ самантра йӗрке хуралҫисем тытса чарни пирки пӗлтернӗччӗ. Куншӑн вӑл ытлашши сӑмах калаҫмасса шантарнӑ. Кайран Замчинскаяна тытса чарса следстви вӑхӑтӗнче хупнӑ. Паян Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухнӑ. Маргарита Замчинскаяна 7,5 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ. Унӑн 2 ҫул аудитор ӗҫӗпе тӑрӑшма юрамасть. Прокурор судра Замчинскаяна 8,5 ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние яма ыйтнӑ. Палӑртса хӑвармалла: вӑл - ЧР финанс министрӗн Светлана Енилинӑн пӗртӑванӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗнсӗр ялӗнчи пӗвере пулӑсем вилни пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Следовательсем ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗвере пулӑсем вилнӗшӗн «Ҫӗрпӳ беконӗ» сысна комплексӗ айӑплӑ. Дикректорӑн ҫумне – тӗп инженерне айӑпласшӑн. Аса илтерер: ку ӗҫ кӑҫал ҫу уйӑхӗнче пулнӑ. Сысна комлексӗ ял ҫумӗнчи ял хуҫалӑх ҫӗрӗсем ҫине 14 пин тонна тислӗк тӑкнӑ. Тӗп инженер ҫакна тивӗҫлипе тӗрӗслесе тӑман. Ҫумӑр ҫунӑран тислӗкӗн пӗр пайӗ пӗвене лекнӗ, ҫавна май унта аммиак шайӗ нумай хутчен ӳснӗ. Куншӑн пулӑсем вилнӗ. Тӑкак 23 пин тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ видео скринӗ Супермаркетсенче япала вӑрланӑ арҫынна полицейскисем тытса чарнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет. 31 ҫулти арҫын Раҫҫейри хуласем тӑрӑх ҫӳренӗ, лавккасене кӗрсе апат-ҫимӗҫ вӑрланӑ. Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти лавккасенчен япала вӑрлани пирки полицие хыпар ҫитнӗ. Хайхи арҫын 9 лавккаран йӑкӑртма ӗлкӗрнӗ. Тытса чарнӑ чухне унӑн машининче 300 банка кофе, 100 флакон шампунь тупнӑ. Арҫын хӑйӗн тӑван хулинче кунашкал хура ӗҫпе аппаланнӑ, куншӑн ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Хальхинче вара ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче Ҫӗнтерӳ паркне ҫӗнетеҫҫӗ. Ӑна ҫитес ҫул, Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ чух, уҫма палӑртаҫҫӗ. Шӑхасанти парка «Хулана хӑтлӑх кӗртесси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Ку тӗллевпе хыснаран 8 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Палӑкпа юнашар Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑрсен ячӗсене ҫырна стена лартасшӑн. Ҫуркунне парка чечексем лартса илемлетесшӗн. Палӑртмалла: Чӑваш Енре пӗтӗмпе 1382 асӑну объекчӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри нумай хваттерлӗ ҫуртсен тӗплӗ юсав фончӗн тӗп директорӗ пулнӑ Олимпиада Епифановӑна должноҫран кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен асӑннӑ фонда ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑнчӗ. Ку должноҫе Вячеслав Долгов йышӑннӑччӗ. Ӗҫ килӗшӗвӗ тӑрӑх вӑл ку тивӗҫе 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗччен пурнӑҫлӗ. Олимпиада Епифанова валли хаьӗ Шупашкар хула администрацийӗнче ҫемҫе пукан тупӑннӑ. Ӑна капиталлӑ строительство управленийӗн ертӳҫи пулма шаннӑ. Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Ладыков ҫак эрнере Шупашкарти тӳре-шарапа ирттернӗ канашлура паллаштарнӑ, Олимпиада Епифанова мӗншӗн яваплине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() tvzvezda.ru сайтни сӑн Канашра пурӑнакан хӗрарӑм юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ кунне уявланӑ, 36 ҫул тултарнӑ. Ҫав кун халӑх тетелӗнче ун патне банк ятӗнчен салам ҫитнӗ. Ҫырура парне тума шантарнӑ – 1 пин тенкӗ. Хӗрарӑмӑн анкета ҫеҫ ҫырмалла, банк карттин реквизичӗсене кӑтартмалла. Кӑштахран телефон ҫине код килнӗ, ӑна та анкетӑна ҫырмалла пулнӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн картти ҫинчи мӗнпур укҫа ҫухалнӑ. Пӗтӗмпе – 1,5 пин тенкӗ. Палӑртса хӑварар: кӑҫал 9 уйӑхра ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакансенчен 67,2 миллион тенкӗ суя мелпе сӑптӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |