Иртнӗ эрнере Чӑваш Енре комбайн, утӑ упрамалли вырӑн ҫунса кайнӑ. Ку инкексем Пӑрачкав, Вӑрнар тата Патӑрьел районӗсенче пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнче тырӑ выракан «Нива» комбайн мӑкӑрланма тытӑннӑ. Техника харпӑр фермер хуҫалӑхӗн пулнӑ. Комбайн уйра тырӑ вырнӑ чухнех ҫунма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем 1 гектар ҫинчи тыр-пула сыхласа хӑварнӑ.
Тепӗр кун Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑшкас Мӑрат ялӗнче 61 ҫулти арҫыннӑн хуҫалӑхӗнче утӑ упрамалли вырӑн ҫуннӑ. Арҫын тӑррине газпа ҫунтармалли хатӗрпе усӑ курса юсанӑ. Пушарта 80 тонна утӑ ҫунса кайнӑ. Ҫывӑхри ҫурта ҫулӑмран сыхласа хӑварнӑ.
Ҫав кунах Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑт ялӗнче те утӑ упрамалли вырӑн ҫуннӑ.