Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Республика кунне анлӑн уявлать. Ҫавна май ӗнер Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре пиротехниксен ӑмӑртӑвӗ пулчӗ. Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери XII «Асамат» фестивальне пилӗк команда хутшӑнать. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи каҫхине вӗсем хӑйсен конкурс программипе паллаштарчӗҫ. Унта Шупашкарти «Пироснаб-Поволжье», Питӗрти «Пиротехнические Дворы Петергофа», Мускаври «Салюты лучших коллекций», Сергиев Посадри «Пиро-шоу», Кӑркӑстанри Бишкек хулинчи «ПироМаг» командӑсем хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерствин сайтӗнче командӑсемшӗн сасӑлав пырать. Хальлӗхе Шупашкарти ушкӑн малта пырать. Сасӑлав паян 13 сехетре вӗҫленӗ. Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене паян чыслӗҫ. Паян 22 сехет те 30 минутра фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чыслӗ тата фестивалӗн гала-кӑтартӑвӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ чӗрӗк ӗмӗрхи юбилейне паллӑ турӗ. Парламентӑн ҫуралнӑ кунӗн официаллӑ пайне Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче уявланӑ. Саккун кӑларакан влаҫ органӗн юбилейне унта ирттернине кирек мӗнре те начаррине шыракансем ырламан-ха. Вӗсен шучӗпе парламент юбилейӗ — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн шайӗнче ирттермелли уяв. Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай вара уява чӑваш халӑх поэчӗсемпе ҫыравҫисене чӗнмелле пулнӑ тесе шухӑшлать иккен. Ҫакӑн пирки вӑл Александр Белов журналиста пӗлтернӗ. «Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗ е ҫыравҫи республика парламенчӗн юбилейне хутшӑнма нивушлӗ тивӗҫ мар? Пултарулӑх интеллигенцине хисеплеменнине урӑх нихӑш наци республикинче те кураймӑн», – тенӗ вӑл. Республикӑра иртнӗ Культура форумӗ пирки те культура ӗҫченӗсенчен чылайӑшне систермен-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Эдуард Мочалов тунӑ сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Красная Горка ялӗнче пурӑнакансем Правительство ҫурчӗ патне пикета тухасшӑн. Вӗсене ҫак тӑрӑхра Китай ҫыннисем савут тума хатӗрленни питӗ пӑшӑрхантарать. «Ачасем, мӑнуксем валли эпир мӗн хӑварӑпӑр? Кун пекки пулмалла мар», - теҫҫӗ вӗсем. Ялта халӑх итлевӗ пуласси пирки ял тарӑхӗн администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Халӑха ку пӑшӑрхантарса ӳкернӗ. Ара, вӗсен илемлӗ тӑрӑхӗнче Китай ҫыннисем савут туса лартма пултараҫҫӗ-ҫке-ха. Сӑмах май, кунта халӑх итлевӗ иккӗмӗш хут пулать. Хальхинче ӑна утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ял ҫыннисем китайсем сӗт савутне туса лартассине хирӗҫ. Ҫавна май вӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Правительство ҫурчӗ патне пикета тухасшӑн. Унта 25 ҫын хутшанӗ. Ку мероприятие вӗсем официаллӑ мелпех йӗркелеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Лиза Алерт» тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти нимеҫӗсем тивӗҫлӗ канури ватӑ ҫынна тупма пулӑшнӑ. Ку «Лиза Алерт» историйӗнче ҫынна чи хӑвӑрт шыраса тупнӑ тӗслӗх пулнӑ. Ҫак старик икӗ ҫул каялла та ҫухалнӑ пулнӑ. Ӑс-тӑнран хавшакскер ӑҫталла тухса утнине пӗлмест. Хальхинче вӑл килӗнче 12 сехет курӑнман. Ял тавра – уй-хир, йывӑҫ-тӗмпе хупланнӑ икӗ тарӑн ҫырма. Ватӑ ҫынна ҫӗрле, 2 сехетре, шырама тытӑннӑ. Нимеҫӗсенчен чылайӑшӗн ирхине ӗҫе каймалла пулнӑ, анчах вӗсем ҫакна пӑхса тӑман. 2 сехет 54 минутра пӗри уйра ҫын кӗлеткин ӗмӗлкине асӑрханӑ. Вӑл шӑпах ҫав старик пулнӑ. Ватӑ ҫын шӑнса кӳтнӗ, вӑйран кайнӑ. Ҫапах хӑй ним ӑнланмасӑр таҫталла утнӑ. Ватӑ арҫынна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Пирӗн тӑван ҫӗрӗн тӗп пуянлӑхӗ – унӑн ӗҫчен те ҫирӗп тӗллевлӗ, пултаруллӑ та яваплӑ тата таса чунлӑ ҫыннисем. Шӑпах эсир хӑвӑрӑн кулленхи тӑрӑшуллӑ ӗҫӗрпе республика аталанӑвне курӑмлӑ тӳпе хыватӑр», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ентешсене Республика кунӗпе саламланӑ май. Михаил Игнатьев саламне Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне паян вырнаҫтарнӑ. Аса илтерер, тӑван республикӑмӑр ҫуралнӑ кунне ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче уявлӗ. Анчах ҫав куна халалланӑ мероприятисем пуҫланнӑ ӗнтӗ. Шупашкарта паян, сӑмахран, культура форумӗ иртнӗ. «Пирӗн тӑван ҫӗрӗн тӗп пуянлӑхӗ – унӑн ӗҫчен те ҫирӗп тӗллевлӗ, пултаруллӑ та яваплӑ тата таса чунлӑ ҫыннисем. Шӑпах эсир хӑвӑрӑн кулленхи тӑрӑшуллӑ ӗҫӗрпе республика аталанӑвне курӑмлӑ тӳпе хыватӑр», — тенӗ Элтепер саламӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта паян культура форумӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Республика кунне халалланӑ. Форумӑн пленарлӑ ларӑвне Чӑваш Енӗн Правительствин Ертӳҫи Иван Моторин хутшӑннӑ. Вӑл иртнине манакан халӑхӑн пуласлӑхӗ ҫук тесе каланӑ май ӗнерхине упраса хӑварма тӑрӑшнине палӑртнӑ. Шупашкарти культура форумне патшалӑх влаҫӗнче, общество организацийӗсенче тата культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем, усламҫӑсем пухӑннӑ. Пленарлӑ ларӑва «Forbes Russia» финанпа экономика журналӗн редакцин пуҫлӑхӗ Николай Усков тата Пӗрремӗш каналпа пыракан «Доброе утро» (чӑв. Ырӑ ир пултӑр) телекӑларӑм ертӳҫи, «Большая игра» (чӑв. Пысӑк вӑйӑ) ток-шоу модераторӗ Марина Ким йӗркелесе пынӑ. Форумра экономикӑна аталантарас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Услампа ӗҫленӗ арҫыннӑн пысӑк парӑм пухӑннӑ. Унӑн 2,5 миллион тенкӗ парса татмалла. 60 ҫулти арҫынран парӑма шыраса илмелли хут Шупашкарти Ленин районӗнчи суд приставӗсен пайӗнче выртать. Приставсем унӑн фура – прицеплӑ МАЗ-5440069 автомобиль – пуррине тупса палӑртнӑ. Пысӑк машине Кӳкеҫ поселокӗнче ларнӑ. Приставсем фурӑна арестленӗ, ӑна ятарлӑ астостоянкӑна кайса лартнӑ. Экс-усламҫӑ парӑма 10 кунра парса татмасть пулсан унӑн машинине сутӗҫ, укҫине парӑма татма ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ район администрацине уйӑх ытларах ертсе пыракан Игорь Николаева Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ыйтусене татса панӑ чух яваплӑ пулма, ҫынсемпе уҫӑмлӑ, Депутатсен районти пухӑвӗпе тухӑҫлӑ ӗҫлеме, халӑхшӑн тӗрӗс йышӑнусем тума чӗнсе каланӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ районне ачасемпе ҫамрӑксен «Зарница» тата «Орленок» республика шайӗнчи вӑййисем уҫӑлнӑ май кайнӑ. Унта пулнӑ май Михаил Васильевич район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Игорь Николаевпа тата район пуҫлӑхӗпе — Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫипе Татьяна Барановӑпа тӗл пулнӑ. Енсем муниципалитетра «Вӗренӳ», «Сывлӑх сыхлавӗ», «Культура», «Ҫурт-йӗр тата хула тавралӑхӗ» наци проекчӗсене пурнӑҫа тухӑҫлӑ кӗртес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Шупашкара СССР халӑх артисчӗ, Ленин премийӗн лауреачӗ Василий Лановой килнӗ. Республикӑн тӗп хулинчи «Салют» культура керменӗнче вӑл 16 сехетре куракансем валли моноспектакль лартнӑ. Евгений Вахтангов ячӗллӗ тӑван театрӗнче вылякан 85 ҫулти артиста Чӑваш Енӗн тӗп хулине кӑтартса ҫӳренӗ. Вӑл «Ҫӗнтерӳ« асӑну комплексӗнчи Нихҫан сӳнми ҫулӑм умне чечек хунӑ. Унта ҫав самантра, сӑмах май, Атӑл тӑрӑх теплоходпа курса ҫӳрекен туристсем пулнӑ. Халӑх юратакан артиста асӑрхасан вӗсем алӑ ҫупса янӑ. Кун пирки Надежда Смирнова журналист пӗлтернӗ. Шупашкарта Василий Лановойпа СССР СССР халӑх артисчӗсем Вера Кузьмина тата Валерий Яковлев тӗл пулнӑ. Мускаври артист чӑвашсем иртнине хисепленине, палӑксем тирпейлӗ те тасине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри 17 ҫамрӑк патшалӑхӑн премине тивӗҫнӗ. Вӗсене 2018 ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшулӑхӗшӗн ҫапла хавхалантарма йышӑннӑ. Премие экономикӑн тӗрлӗ отраслӗпе сферинче тӑрӑшакансем тивӗҫнӗ. Йышра — ӑслӑлӑхра, техникӑпа производствӑра; вӗрентӳре, воспитани парас тата ҫамрӑксен политики енӗпе; литературӑра, культурӑпа тата ӳнерте; журналистикӑра; сывлӑх сыхлавӗнче; ҫут ҫанталӑка хӳтӗлессинче; физкультурӑпа спортра; нимеҫӗре; патриот пӗлӗвӗ парассипе тата ҫамрӑксен юхӑмне аталантарассипе тимлекенсем. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Лауреатсен йышӗнче, сӑмахран, — «Чӑвашкино» киностудин режиссер-сценарисчӗ Алексей Енейкин. Ӑна «Иван Яковлев ҫамрӑксен чӗринче» документлӑ фильм сценарине хатӗрленӗшӗн премипе чыслас тенӗ. Конкурса пурӗ 41 ҫын хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |