Элӗк районӗнчи Анаткас ялӗнче чутах ача путса вилмен. Ӑна хӗрачапа арҫын ача пулӑшнӑ.
14-ри арҫын ача пӗвере матрас ҫинче ишнӗ. Ҫав вӑхӑтра ачасен ушкӑнӗ шыва кӗнӗ. Матрас ҫинчи Семен шыва ӳкнӗ те путма пуҫланӑ. 17-ри Ксения Афанасьева чи асли пулнӑ май пулӑшма васканӑ. Ун патне ишсе пынӑ, анчах Семен ӑна ярса тытнӑ, хӗрача шывпа чыхӑнма пуҫланӑ. Ксения пӗччен туртса кӑлараймассине ӑнланса пулӑшу ыйтма чупнӑ. Ҫав вӑхӑтра Алексей ҫӑлав жилечӗ тӑхӑннӑ та Семен патне васканӑ. Анчах жилет иккӗшне чӑтайман.
Алексей ҫыран хӗрринче тӑракан шӑллӗне тепӗр жилет персе пама кӑшкӑрнӑ. Вӑл ӑна путакан ачан хырӑмӗ айне хунӑ та ҫыран хӗррине ишме пуҫланӑ.
Ксюша аслисемпе пӗве хӗррине ҫитнӗ. Семенӑн амӑшӗ, тухтӑрта ӗҫлекенскер, вӑйсӑрланнӑ арҫын ачана медпулӑшу панӑ.