Республикӑра
![]() Алексей Милашин тунӑ сӑн Шупашкар ҫыннисем Атӑлта питӗ пысӑк пулӑ тытнӑ. Вӑлтана кӗнӗ ҫуйӑн 90 килограмм таять, тӑршшӗ икӗ метр ытла. Ҫак арҫынсем кун пек пысӑк пулӑ 18 ҫул каялла та тытнӑ пулнӑ. Кӑнтӑр поселокӗнче пурӑнакан арҫынсем пулла утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче кайнӑ. Муркаш районӗнчи Шомик ялӗ ҫывӑхӗнче вӗсем Атӑлӑн тарӑн вырӑнӗ патне ҫитнӗ. Ҫуйӑна тытма ҫӑмӑл мар. Алексей каланӑ тӑрӑх, ку ҫапӑҫу пекех. Вӑйлӑ пулмасан ҫуйӑн тарма, хӑйӗн хыҫҫӑн сӗтӗрсе кайма пултарать. Арҫынсем каланӑ тӑрӑх, пысӑк ҫуйӑн нумайлӑха ҫитӗ. «Пулӑ шӳрпи, шашлӑк, балык пӗҫерӗпӗр. Саппас ҫулталӑклӑха ҫитет», - каласа кӑтартнӑ пулӑҫсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал пирӗн республикӑра 16 ача пахчи хута ямалла. Ҫакӑн валли хыснаран 2 млрд тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Апла пулин те ӗҫ пур ҫӗрте те кал-кал пымасть иккен. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен ирттерекен канашлура сӑмах хускатнӑ. Графикпа ӗлкӗрсе пырайманнисен шутӗнче, сӑмахран, — Йӑлӑмри садик. Ӑна «Стройград» текен предприяти тума пуҫланӑ. Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнчи ача пахчи тӑвасси ҫинчен контракт та хатӗр мар иккен. Шупашкарти Университет урамӗнче хӑпартма пуҫланӑ ача пахчине утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле пулнӑ, анчах ӗҫсем вӗҫленмен. Хӑйсен вӑйне шанман строительсем тивӗҫе субподрядчике шаннӑ тӗслӗхсем те пур. Михаил Игнатьев ӗҫе хӑвӑртлатмалли пирки асӑрхаттарса каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнче тӗпленнӗ 1о ҫемьене «Юратушӑн тата шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ. Сумлӑ йыша Пӑрачкав районӗнчи Василий Степановичпа Римма Александровна Авраменкосем, Шупашкарти Владимир Андреевичпа Валентина Ивановна Балановсем, Красноармейски районӗнчи Юрий Егоровичпа Римма Гурьевна Дубровсем, Патӑрьел районӗнчи Николай Алексеевичпа Светлана Васильевна Исаевсем, Куславкка районӗнчи Виталий Васильевичпа Антонина Ивановна Майоровсем, Улатӑрти Григорий Константиновичпа Мария Гавриловна Маторкинсем, Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир Константиновичпа Александра Ивановна Кулеминсем, Ҫӗрпӳ районӗнчи Виталий Андреевичпа Елена Михайловна Павловсем, Елчӗк районӗнчи Иван Ивановичпа Зинаида Петровна Портновсем, Шупашкар районӗнчи Евгений Николаевичпа Людмила Александровна Хорасевсем лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чылайӑшӗ ӑшӑ вырӑн ҫинче тутлӑ тӗлӗк курнӑ чухне, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫур ҫӗрте, шыравпа ҫӑлав службин дежурнӑй пульчӗ ҫине шӑнкӑрав килнӗ: ҫамрӑк арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Хайхискер ҫӗрле йывӑҫ тӑрринчен хӑй тӗллӗн анайман-мӗн. Арҫын йывӑҫ ҫине хӑйех хӑпарнӑ-ха. Кушак аҫи унта хӑпарса кайнӑ та каялла анайман, ҫӳллӗшрен хӑраса ҫухӑрма тытӑннӑ иккен. Ҫамрӑк арҫын ӑна пулӑшас тенӗ – йывӑҫ ҫине хӑпарнӑ. Анчах арҫын хӑй те каялла анайман. Юрать, телефон ҫумра пулнӑ – ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Ӑна пусмапа антарнӑ. Ҫав вӑхӑтра кушак аҫи те ҫӗрелле сиксе тарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре тивӗҫлӗ канури ҫынсем тата нумай ачаллӑ ҫемьесем валли социаллӑ карттӑ тӑвасшӑн. Вӑл «Карта жителя» (чӑв. «Пурӑнакан картти») ятлӑ пулӗ. Ку ыйтӑва утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствинче сӳтсе явнӑ. Ку проекта «Мир» тӳлев карттин наци тытӑмӗ ҫумӗнче пурнӑҫласшӑн. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, дисконтлӑ карттӑпа ҫынсен уйрӑм категорийӗ усӑ курӗ. Социаллӑ проект вырӑнти влаҫпа услам пӗрле ӗҫленипе пурнӑҫланса пырӗ. Дисконтлӑ карттӑпа усӑ куракансем хӑш-пӗр суту-илӳ сечӗсенче, организацисенче тавара йӳнӗрех хакпа туянма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Улатӑр хулинче пурӑнакансем ҫак кунсенче урамра тӗлӗнмелле машина ҫӳренине асӑрханӑ. «Тимӗр урхамах» ҫине «Отлов ведьм» (чӑв. «Тухатӑмшсене тытмалли»), «Служба охотников за ведьмами» (чӑв. «Тухатмӑшсене тытакансен служби» тесе ҫырнӑ. Машинӑн малти бамперӗ ҫине шӑлсем ӳкернӗ, алӑкӗ ҫине шӑпӑр утланнӑ хӗрарӑма сӑнланӑ. Ку машина улатӑрсен мар, вӑл таҫтан килнӗ. Номерсене пӑхас тӑк, пирӗн пата вӑл Самар тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ. Тухатмӑшсене Самар тӑрӑхӗнче тытмалли служба тесе палӑртнӑ. Эппин, машина чӑхах та ҫав регионтан килнӗ. Улатӑр ҫыннисем хӑйне евӗр машинӑна килӗштернӗ, ун патне тӑрса сӑн та ӳкерӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ умӗн Чӑваш Енре ҫамрӑк мӑшӑрсене «Ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификатне» пирвайхи хут панӑ. Аса илтерер: ҫак документа пама тытӑнасси пирки сайтра унччен хыпарланӑччӗ. Сертификата ЧР Элтеперӗ «Арҫынсен сывлӑхӗ: 80+ тӗллев патне» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче виҫӗ мӑшӑра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тыттарнӑ. Уяв И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн культура керменӗнче иртнӗ. Ҫак сертификат тин кӑна ҫемье ҫавӑрнӑ упӑшкипе арӑмне амӑшлӑх центрӗсенче пысӑк квалификациллӗ специалистсем патӗнче тӳлевсӗр пулӑшу илме май парать. Ҫак документа хӗсӗрлӗхе тупса палӑртас, ӑна вӑхӑтра сиплес тӗллевпе параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнче пурӑнакан 29 ҫулти арҫыннӑн судра явап тытма тивӗ. Ӑна тӑван мар хӗрне ясар шухӑшпа тапӑннӑшӑн айӑпласшӑн. Йӑлтах кӑҫал авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ. Ҫак ӳсӗр арҫын тӑван мар хӗрне, 9 ҫултискере, ясар шухӑшпа тапӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра арӑмӗ килте пулман. Кӑшт вӑхӑ иртсен хӗрачан кун пирки амӑшне каласа кӑтартнӑ. Хӗрарӑм вара йӗрке хуралӗн органӗсене пӗлтернӗ. Арҫынна ун чухнех тытса чарнӑ. арҫын ҫак преступление тунине кӳнтеленсем, шар курнӑ хӗрача каласа кӑтартнисем ӗнентереҫҫӗ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри пӗр ҫемье лотерейӑра выляса илнӗ. Вӗсем 700 пин тенкӗ тӑракан автомобиль илме пултараҫҫӗ. Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче камсем ҫуралнӑ тетӗр-? Николайпа Марина Шуряковсем. Вӗсене мӗнле маркӑллӑ автомобиль лекесси хальлӗхе паллӑ мар. Николай каланӑ тӑрӑх, вӑл выляса илни пирки пӗлсен тӳрех компьютер патне чупнӑ. «Мӗн чухлӗ выляса илнине пӗлсен видеотрансляци ятӑм. Ҫав вӑхӑтрах арӑма эпир лотерея выляса илни пирки кӑшкӑртӑм», - тенӗ вӑл. Шуряковсем машина пирки тахҫанах ӗмӗтленнӗ, анчах укҫи ҫитмен. Тинех ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ вӗсен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Дмитрий Самаренкин «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Капла хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Дмитрий Самаренкин — «Казанский маслоэкстракционный комбинат» (чӑв. Хусанти ҫу комбиначӗ) акционерсен уҫӑ обществин директорсен канашӗн ертӳҫи. Чӑвашсен наципе культура автономине ертсе пыма ӑна 2016 ҫул вӗҫӗнче суйланӑ. Дмитрий Самаренкинӑн ашшӗ Анатолий Самаренкин Тутарстанӑн мелиораци тата шыв хуҫалӑхӗн министрӗ, КамАЗ гендиректорӗн ҫумӗ пулнӑ. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче Элтеперпе Дмитрий Самаренкин тӗл пулнӑ. Ун чухне енсем «Канаш Агро» агрофирмӑна (унӑн учредителӗ — эпир маларах асӑннӑ Хусанти агрохолдинг) аталантарас тата Тутарстанра пӗтӗм чӑвашсен «Уявне» ирттерес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Унта, сӑмах май, Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева чӗннӗ. Уяв ыран иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |