Аня Чижова ячӗпе хисепленсе тӑракан фонд Чӑваш Енре ача-пӑча валли социаллӑ такси ӗҫлеттерме тытӑнасшӑн. Газельре кӳме валли икӗ вырӑн, ӑна хӑпартмалли пулӗ. Ку таксие 8 ҫын вырнаҫаять. Ҫапла майпа ку машинӑпа вырӑнпа выртакан ачана та, кӳмепе ҫӳрекен шӑпӑрлана та илсе ҫӳреме пулать.
Фонд ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем водителе тупнӑ. Вӑл заявкӑсем йышӑнӗ, ачасене пульницӑсене, театрсене, кинотеатрсене илсе ҫӳрӗ. Ара, сусӑр ачан кӳлмеке ахаль уҫӑлма та тухас килет.
Анчах фонд хальлӗхе бензин паракан партнера тупаймасть. Ку ӗҫ икӗ уйӑх пырать. Хальлӗхе алӑ паракан тупӑнман, вӗсене «илтекен» ҫук. Фонд партнерӑн логотипне такси ҫине ҫыпӑҫтарма сӗнсен те, ку машина республикӑшӑн мӗн тери пысӑк социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнлантарсан та пулашма кӑмӑл тӑвакансем тупӑнман.