Чӑваш Енри пӗр колони ӗҫченӗ унта ларакан арҫынна тартнӑшӑн явап тытнӑ.
Ӗҫ-пуҫ пӗлтӗр утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Колони ӗҫченӗпе айӑпланнӑ арҫын ӗҫрен таврӑннӑ. Хайхискер киоска лотерея билечӗ кайса туянма ирӗк ыйтнӑ, лешӗ килӗшнӗ.
Анчах хайхи арҫын тарма шутланӑ-мӗн. Колони ӗҫченӗ ҫумра ҫуккипе усӑ курса вӑл куҫран ҫухалнӑ. Анчах нумайлӑха мар – ӑна тепӗр кунхинех тытса чарнӑ. Колони ӗҫченне вара куншӑн лекнӗ - ӑна 120 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Палӑртмалла: айӑпланакан ҫак ҫын колонирен унччен те тарнӑ. Халӗ унӑн ҫирӗп режимлӑ колонире 4 ҫул те 8 уйӑх ларма тивӗ.