Ҫӗркаҫ пирӗн республикӑра юр ҫурӗ-ха. Ҫапла ҫанталӑк кунпах иртсе каймӗ. Ытларикун юр 10 сантиметр хулӑнӑш тултарӗ. Ун чухне пирӗн тӑрӑха Юлия кӑнтӑр циклонӗ килсе кӗрӗ. Ӑшӑ тинӗс патӗнчен нӳрӗк нумай илсе килекенскер пирӗн патра юр самай тултарӗ. Синоптиксем кун пекки хӗл каҫипе те пулман тесе калаҫҫӗ. Республикӑн кӑнтӑр районӗсенче вӑйлӑ юр кӗҫӗрех ҫума пуҫлӗ. Ыран ирпе ытти района та ҫитӗ. Кунӗпех юр ҫуса тӑрӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран Шупашкарта нӳрӗк 13 мм таран ӳкӗ. Ку вӑл ҫур уйӑх норми пулӗ.
Юр самай ҫунине кура ҫул-йӗр ҫинче инкек пулас хӑрушлӑх пысӑк. Уйрӑмах — М7 федераци трасси ҫинче. Йӗпе юр ҫутӑ пӑралукӗсем ҫине ҫыпӑҫса ларма пултарӗ.
Юнкун циклон Урал енне кайӗ. Чӑваш Ене кӑнтӑр енчен антициклон килӗ. Хӗвел те тухӗ. Анчах кӗҫнерникун йӗпе юр ҫӑвӗ, эрнекун — ҫумӑр. Сывлӑш температури 2-7 градус ӑшӑ пулӗ, Шупашкарта — 5 градус таран ӑшӑ тӑрӗ.