Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.9 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Тӗнчере

Тӗнчере Абдулла Хосан
Абдулла Хосан

The Guargian (чӑв. управҫӑ) информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Турцире пульницаран 47 ҫул хушши выртнӑ ҫын вилнӗ, вӑл астмӑпа тата диабетпа аптранӑ.

Абдулла Хозан Muradiye State Hospital хоспитале пӗрремӗш хут 1968 ҫулта лекнӗ. Ун чухне 23 ҫулхискер тухтӑрсем патне пуҫ ыратнине пула ҫитнӗ. Абдуллан пурӑнмалли вырӑн пулманран тата тухтӑрсемпе вӑл хӑйне вашаватлӑ тытнӑран пульница ертӳҫисем чирлӗ ҫынна палатӑра юлма ирӗк панӑ. Сывлӑхӗ лайӑхланнипе пульницӑран тухма вӑхӑт ҫитсен ӑна яланах ҫӗнӗрен регистрациленӗ.

Абдулла Хозан 70 ҫула ҫитнӗ. Пульница ӗҫченӗсемшӗн вӑл тӑван пекех пулнӑ. Ватӑна Бурсри Ынехӳл (İnegöl) районта пытарнӑ. Хӑй вӑл ҫавӑнта ҫуралнӑскер пулнӑ.

 

Тӗнчере «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн
«Про Город» хаҫат тунӑ сӑн

Китайри лавккасенче Шупашкар канихвечӗсем курӑнма тытӑннӑ. Чӑвашри «Акконд» фабрика ҫапла хӑйӗн географине анлӑлатнӑ, продукцине Китая ӑсатма тытӑннӑ.

Нумаях пулмасть Китайри пысӑк дистрибьюторсемпе виҫӗ контракт алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн Шупашкар пылакӗсем Китая ӑсанма тытӑнӗҫ.

Китайри Лункоу, Мишань, Муданьцзян тата Суйфэньхэ хулисенче пурӑнакансем Шупашкарти канихветсемпе сӑйланма тытӑнӗҫ. Паллах, унта пур канихвета та ӑсатмӗҫ. Китая хӑш-пӗр тӗс ҫеҫ ҫитӗ.

Малашне вара унта канихвет кӳрсе килес ӗҫе анлӑлатма палӑртнӑ. Халӗ Китайри пысӑк дистрибьюторсемпе — Пекинпа тата Шанхайпа — калаҫаҫҫӗ.

Сӑмах май, Шупашкар канихвечӗсем 20 ҫӗршывра сутӑнаҫҫӗ: Казахстанра, Украинӑра, Грецире, Германире, Канадӑра тата АПШра.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79397
 

Тӗнчере

Венгри влаҫӗсем Хорвати чиккинче ҫӳллӗ карта тытма шут тытнӑ. Ҫӗршывӑн премьер-министрӗ Виктор Орбан ҫапла туса лартни мигрантсем ҫӗршыва массӑллӑ пырса кӗнинчен хӳтӗлеме май парассипе ӑнлантарнӑ.

Венгри витӗр кӑҫал 200 пин ытла мигрант иртсе кайнӑ. Венгри Шенген зонине кӗнӗ май унта лексен Европа тӑрӑх ҫӑмӑллӑнах иртсе ҫӳреме май килнӗрен мигрантсем унта лекме ӑнтӑлаҫҫӗ. Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗскерсем Европӑра хӳтлӗх тупма шанаҫҫӗ.

Мигрантсен ҫулне пӳлес тесе полицейскисем шывпа перекен ятарлӑ пӑшалпа та усӑ курнӑ, куҫҫуль юхтараканнипе те. Мигрантсенчен хӑшӗсем суранланнӑ та.

Ҫӳллӗ картана Хорватипе Венгри хушшинчи 41-мӗш километр тӗлӗнче хӑпартса лартасшӑн. Ун пек чикке маларах Серби чиккинче тума ӗлкӗрнӗ-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.bbc.com/russian/rolling_news
 

Тӗнчере

Калифорни ӑсчахӗсем пӗҫернӗ ҫӑмартана чӗрӗ тума пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑншӑн вӗсене Шнобель премийӗпе чысланӑ.

Тӗрлӗ ӑслӑлӑхри ҫӗнӗлӗхсемшӗн паракан премие Гарвардра йӗркеленӗ. Хальхинче ун пек церемони 25-мӗш хут иртнӗ.

Шнобель премине тивӗҫекен ӑслӑлӑхри ҫӗнӗлӗхсене хӑшӗсем малтанласа кулса, кайран вӗсенче тӗшши пур евӗр йышӑнаҫҫӗ.

Джорджи университечӗн физикӗсем, акӑ, ҫурисене сӗтпе ӳстерекен чӗрчунсен «ҫӑмӑл ӗҫпе» тула кайма вӑтамран 21 ҫеккунт иртнине шутласа кӑларнӑ. Ҫак тӗпчев вӗсен шучӗпе питех те кирлӗ. Вӑл чӗрчунсен тула каяс енпе йывӑрлӑх сиксе тухсан ӑна диагностлама пулӑшмалла тесе шанаҫҫӗ.

Чилинчи биологсем чӑхсене... хӳреллӗ тунӑ. Ҫапла хӑтланса вӗсем ҫунатлӑ хӑш-пӗр динозаврсем хальхи кайӑксене ҫаврӑннине кӑтартас тенӗ.

 

Тӗнчере Геннадий Падалка
Геннадий Падалка

YouTube-ри официаллӑ каналта Федерацин космос агентстви Геннадий Падалкӑпа Михаил Корниенко Раҫҫей космонавчӗсем тӗнче уҫлӑхне тухнине сӑнлакан видео вырнаҫтарнӑ. Вӑл авӑнӑн 10-мӗшӗнче пулнӑ, тӗнче уҫлӑхӗнче космонавтсем 5 сехет ҫурӑ ытла пулнӑ.

Паллах, ахаль тухман. Вӗсем МКС-а ҫиелтен сӑн ӳкерсе тухнӑ, «Звезда» (чӑв. «Ҫӑлтӑр») модулӗн кантӑкӗсене (космос карапӗн вӗсем иллюминатор ятлӑ) тасатнӑ, караппа станцие ҫыхӑнма пулӑшакан ҫӗнӗ антенна вырнаҫтарнӑ.

Сӑмах май, Геннадий Падалка ҫывӑх вӑхӑтра Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине таврӑнмалла. Тӗнче уҫлӑхӗнче вӑл ыттисенчен ытларах вӑхӑт ирттернине те палӑртас пулать. 5 хут МКС-а ҫитсе вӑл пурӗ 878 кун ытла унта ирттернӗ.

 

Тӗнчере  «АквАйСпорт» федерацийӗн президенчӗ Татьяна Александрова
«АквАйСпорт» федерацийӗн президенчӗ Татьяна Александрова

Авӑн уйӑхӗн 2–4-мӗшӗсенче Ҫӗнтерӗвӗн Камчаткӑпа Курильск эстафети иртнӗ. Экстремал-ишевҫӗсем пырлӑ шыва 12 километр ҫӗнсе Камчаткӑн кӑнтӑр районӗнчи Лопатка сӑмсахӗнчен пуҫласа Ҫурҫӗр Курил утравӗн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ Шумшу утравӗн Пономарев сӑмсахӗ патне ишсе тухнӑ. Ҫак ҫула 1945 ҫулта Курил десанчӗ тунӑ. Ишеве халь тухнисем шӑпах ҫавна аса илсе сивӗ шыва парӑнтарнӑ та.

Тӗнчерен пухӑннӑ 22 ишевҫӗ хушшинче Чӑваш Енӗн «АквАйСпорт» федерацийӗн президенчӗ Татьяна Александрова пулнӑ. Унсӑр пуҫне Раҫҫейри, Китайри, Великобританири, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи, Чилинчи, Австралинчи тата Кӑнтӑр Африкӑри Республикӑри спортсменсем 8 градусран ӑшӑ мар шыври ҫула тухнӑ. Тинӗс хумӗсем океан еннелле тӗке-тӗке янӑ.

Спортсменсем эстафетӑпа ишнӗ. Пӗрне пӗри вӗсем кашни 15 минутран ылмаштарса пынӑ. Апла пулин те спортсменсем йывӑрлӑха парӑнман, палӑртнӑ вырӑна ишсе тухнӑ-тухнах.

 

Тӗнчере

Ҫӗнӗ Зеландинре вырнаҫнӑ Туапо вулканлӑхӗнчи вӗри шывӗнче ылтӑнпа кӗмӗл пӗрчисем чылай пулнине палӑртнӑ. Кӑна АПШ-па Ҫӗнӗ Зеландин ӑҫчахӗсем геотермаллӑ шӑтӑксенчи тӑпрана тӗпчесе пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех шыври хаклӑ металсен концентрацине виҫнӗ.

Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх ылтӑнпа кӗмӗл пӗрчисен шайӗ питӗ пысӑк пулнӑ — миллиардра ылтӑнӑн 20 пӗрчӗ тупӑннӑ, кӗмӗлӗн вара — 2000 пӗрчӗ. Хаклӑ металсене пуҫтарма пуҫлас пулсан ылттӑнне илсен кӑна ку ҫулталӑк хушшинче 2,7 миллион доллар тупӑш кӳме пултарать иккен.

Ӑсчахсем каланӑ тӑрӑх геотермаллӑ шывран ылтӑна кӑларасси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Паянхи кун тӗлне хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнакан унашкал технологисем те ҫук. Ҫавах та мелне тупайсан ку Ҫӗнӗ Зеландие пуйма пулӑшӗ. Ӑсчахсем вӗри шывпа ылттӑна пӗрӗхтерекен пурӗ 6 шӑтӑк тупса палӑртнӑ.

 

Тӗнчере

Китай Халӑх Республикинче ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗччен ҫамрӑксен канашлӑвӗ иртет. Унта Чӑваш Енри тата Сычуань ялӗнчи ҫамрӑксем хутшӑнаҫҫӗ.

Унта пирӗн республикӑран 11 студент кайнӑ. Вӗсем вӗренӳре, общество ӗҫӗнче, пултарулӑхра палӑрнӑ. Делегаци йышне ҫамрӑк специалистсем те кӗнӗ. Вӗсем пурте китайла е акӑлчанла лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Чэнду хулинче иртекен канашлура ҫамрӑксем Сычуань наци культурипе тата историйӗпе паллашӗҫ, музейсене ҫитӗҫ, лекцисене тата лаборатори занятийӗсене хутшӑнӗҫ.

 

Тӗнчере

Раҫҫее ҫывӑх вӑхӑтра вӑрҫӑ хӑратмалла маррине ҫӗршывӑн хӳтӗлев министерствинчи пысӑк ҫар пуҫлӑхӗ «Российская газета» хаҫата пӗлтернӗ. Ҫар ҫыннин шучӗпе вӑрҫӑ тухас хӑрушлӑх кирек хӑш саманара та пур. Вӑрҫӑллӑ хирӗҫтӑрӑва кӗртсе яма тӑрӑшакансем тупӑнассине те ятне палӑртма ыйтман ҫав тӳре-шара каланӑ. Анчах яваплисем лару-тӑрӑва тӗрӗслесе, пӗлсе тӑнине ӗнентернӗ май вӑл ун пекки хӑҫан пулассине тата пирӗннисем ҫавна хирӗҫ епле тӑмаллине те пӗлнине палӑртнӑ.

Чикӗ ҫумӗнчи хӑш вырӑнта ун пек хӑрушлӑх пурри пирки Хӳтӗлев министерствинче ӗҫлекен ҫын калама килӗшмен. Маларах каланӑ пичет кӑларӑмӗ сӑмах 2020 ҫулчченхи тапхӑр пирки пынине палӑртать.

Европӑра ракетӑна хирӗҫле Америка хӳтӗлев хатӗрӗсем вырнаҫтарнине Хӳтӗлев министерстви лӑпкӑн йышӑнать, мӗншӗн тесен Раҫҫей ҫапах та вӑл енпе вӑйлӑрах.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://rg.ru/2015/07/31/voina-site.html
 

Тӗнчере Windows 10 операци тытӑмӗ
Windows 10 операци тытӑмӗ

Microsoft компани Windows 10 операци тытӑмне ӗҫлеттерсе янӑ. Ӑна компьютера кӑна мар, планшетсемпе смартфонсене те вырнаҫтарма пулассине хыпаралҫҫӗ.

Маларах Windows 7 тата Windows 8.1 тытӑмсене вырнаҫтарнисем ҫӗнӗ версие тӳлевсӗрех уҫласа илме пултарасси пирки компанин официаллӑ блогӗнче пӗлтернӗ. Ку майпа унчченхи версисен лицензилле варианчӗсемпе усӑ куракансем кӑна мар, пиратлисен те май пуррине ӗнентереҫҫӗ.

Ҫӗнӗ операци тытӑмӗнче Windows 8 тытӑмра пулман «Пуҫла» (Пуск) менюна кӗртнӗ. Cortana сасӑ пулӑшуҫи те пур. Хӑнӑхнӑ Internet Explorer браузера Microsoft Edge ятлипе ылмаштарнӑ.

Ҫӗнӗрен ҫӗнӗ технологисене кӑмӑллакансем Microsoft компани сӗнекен операци тытӑмне хаваспах тӗрӗслесе пӑхасса шанаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, [26], 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 03

1929
97
Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1934
92
Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1952
74
Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
2009
17
Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
14
Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть