Тӗнчере
![]() Студентсем Берлинти (Германи) Гумбольдт пиччӗшӗпе шӑллӗ ячӗллӗ университет умӗнче Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 3-мӗшӗччен И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ют чӗлхе факультечӗн студенчӗсем Берлинти (Германи) Гумбольдт пиччӗшӗпе шӑллӗ ячӗллӗ университетра стажировкӑра пулнӑ. Асӑннӑ факультетра вӗренекен 14 студент романо-германи филологийӗн кафедрин доценчӗ Ольга Юрьевна Кириллова ертсе пынипе Нимӗҫ чӗлхин тата лингвистикин институчӗн семинарӗсене хутшӑннӑ, DaF магистер программипе (нимӗҫ чӗлхи — ют чӗлхе), нимӗҫсене пурнӑҫӗпе, Берлинти паллӑ вырӑнсемпе паллашнӑ. Студентсене уйрӑмах «Анализ учебников немецкого языка» тата «Креативное письмо» семинарсем килӗшнӗ-мӗн. Кусем вӗсене малашне вӗренӳре, ачасене шкулта вӗрентес ӗҫре пулӑшӗ. Экскурси программипе килӗшӳллӗн студентсем Берлинти паллӑ музейсенчен пӗрине — Пергамск музейне — ҫитсе курнӑ. Унта авалхи архитектура пуянлӑхӗ упранать. Студентсем Рейхстаг куполӗ ҫине хӑпарнӑ, Потсдам хулинче Сан-Сусси замокра пулнӑ тата ытти ҫӗре ҫитсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Кӗнеке уявӗпе килӗшӳллӗн Турцири Эскишехир хулинче ҫыравҫӑсен канашлӑвӗ тата тӗрӗк ҫӗршывӗсенчи, регионӗсенчи кӗнеке издателӗсен куравӗ иртнӗ.Чӑваш Ен делегаци йышӗнче поэт тата журналист Илле Иванов, Евгений Турхан ҫыравҫӑ, поэт тата литература тӗпчевҫи Виталий Родионов, Эдуард Лебедев чӗлхеҫӗ пулнӑ. Пресс-релизра палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх гумантари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ҫеҫ пирӗн республикӑра чӑваш чӗлхи, литератури, фольклор енӗпе кӗнекесем кӑларать, тӗпчет. Акӑ Тутарстанран икӗ издательство килнӗ. Чӑваш Енри кӗнекесем Турци ҫыннисене тата хӑнасене кӑсӑклантарнӑ. Виталий Родионов каласа панӑ тӑрӑх хӑш-пӗрисене ҫеҫ пирӗн ҫырулӑх кириллицӑпа пулни кӑмӑла кайман (кӑна вӑл турккӑсем кириллицӑпа сахал тӗл пулнипе ҫыхӑнтарнӑ). Ҫыравҫӑсем тӗлпулура пӗрлехи Литература институчӗ тӑвас, пӗрле литература журналӗ кӑларас тата ытти проекта сӳтсе явнӑ. Илле Иванов чӑваш халахӗ ытти тӗрӗк халӑхӗпе ҫыхӑнса ӗслес кӑмӑллине пӗлтернӗ, Турцин премьер-министрне Реджеп Таййип Эрдагона Моисей Спиридонов ӳнерҫӗн чӑваш эрешӗсем пирки тухнӑ кӗнекине парнеленӗ. Чӑваш делегацийӗ Стамбулти Тӗрӗк халӑхӗсен культура ҫуртне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Донецк облаҫӗнчи халӑх хӳтӗлевҫисем Новоазовск хулинче пурӑнакан хӗрарӑм, Куповых хушаматлӑскер, Патшалӑх Канашӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин депутачӗ Игорь Кушев патне пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн упӑшки асӑннӑ хулари халӑх хӳтӗлевне кӗрет, ҫавна май ҫемьене хӑратма тытӑннӑ-мӗн. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Куповых ачипе асламӑшӗ патне Комсомольски районне куҫса килнӗ. Хальлӗхе вӑл Чӑваш Енрен каясшӑн мар-ха. Унӑн укҫа та, ӗҫ те ҫук-мӗн. Комсомольски район администрацийӗ Украинӑри Донецк облаҫӗнчи Куповых хушаматлӑ хӗрарӑма ҫурт-йӗрпе тата ӗҫпе тивӗҫтерес ыйтӑва пахса тухӗ. Патшалӑх Канашӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Игорь Кушев депутат хӗрарӑма тимлӗн итленӗ те Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе телефонпа ҫыхӑннӑ. Унти ертӳлӗх хӗрарӑма ҫуртпа тивӗҫтерме, ӗҫ вырӑнӗ тупса пама шантарнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Татьяна Новикова Ҫу уйӑхӗн 4-11 мӗшӗсенче Грецире ачасен «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» Пӗтӗм тӗнче фестивалӗ иртессине, унта Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗ, Кӗлӗмкассинче пӗлӳ пухакан Татьяна Новикова каяссине пӗлтернӗччӗ. Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Татьяна тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Пушӑ алӑпа мар — наградӑсемпе. Татьяна Новикова Пӗтӗм тӗнче фестивалӗнче I степень Диплома, «Ылтӑн микрофон» кубока, «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» фестиавлӗн лауреат дипломне тивӗҫнӗ. Таня ача-пӑча пултарулӑхне сарнӑшӑн «Музендис Трэвел» компанин президенчӗн Б.Музендис аллинчен диплом илме тивӗҫ пулнӑ. — Татьяна чылай конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӑл «Тӗнчери халӑхсен ташшипе юрри» концерт программине хутшӑнчӗ, тӗлпулусенче, ӑсталӑх класӗсенче пулчӗ. Унпа пӗрле конкурса Тӑвай районӗнчи тепӗр ача кайнӑ, — тенӗ Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗн ҫумӗ Наталья Рекунова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ Юлашки ҫулсенче Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн студенчӗсем Германие стажировкӑна каяҫҫӗ. Ав кӑҫал та 10 ҫын нимӗҫ фермерӗсен опычӗпе паллашма Баден-Вюртемберга тухса кайнӑ. Техникум директорӗн ҫумӗ Надежда Александрова каланӑ тӑрӑх, Европӑри технологипе паллашас кӑмӑллӑ студентсем суйлав витӗр тухаҫҫӗ. Германие ют ҫӗршыври практикӑпа паллашмашкӑн пуласлӑхра хӑйсене ял хуҫалӑх аталанӑвӗпе ҫыхӑнтарма, чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӗҫлеме палӑртнисем тӗллевленнисем каяҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗн ашшӗ-амӑшӗ фермер хуҫалӑхне тытса пыраҫҫӗ. Чӗлхене пӗлни те пӗлтерӗшлӗ. Студентсем, Германие кайма палӑртнисем, нимӗҫ чӗлхине тарӑннӑн вӗренеҫҫӗ, нимӗҫ халӑхӗн культурипе, пурнӑҫӗпе паллашаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Швецире «Putins Folk» (Путин халӑхӗ) кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна Раҫҫей Президентне ырлакансене халалланӑ. Кӗнекере ҫуррине яхӑн Чӑваш Республикинче пурӑнакансемпе хатӗрленӗ интервью кӗнӗ. Кӗнеке авторӗ — финн юнӗллӗ Швед журналисчӗ Калле Книивиля. Вӑл Раҫҫей тематикипе унччен те ҫырнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмра автор Путин майлисене тӗпчев лартнӑ. «Ку кӗнеке Владимир Путин ҫинчен мар. Ун пирки малтан та сахал мар кӗнеке кӑларнӑ», — тенӗ вӑл кӗнеке аннотацийӗнче. Ҫапла автор «Путина ӑнланас, ахаль Раҫҫей ҫыннисене унра мӗн килӗшнине пӗлес» тенӗ имӗш. Калле Книивиля 2013 ҫулти авӑн уйӑхӗнче пулнӑ Раҫҫейри пилӗк хула хушшинче Шупашкарпа Ҫӗмӗрле иккен. Вӑл ҫав ҫулҫӳрев унра иккӗлле кӑмӑл-туйӑм хӑварнине пӗлтернӗ. Пӗр енчен, СССР арканнӑ хыҫҫӑн ҫынсене пурнӑҫ шайне лайӑхлатма тата чикӗ леш енне кайма пултарни имӗш. Япӑх кӑмӑл-туйӑм ҫуратасси демократи сӑмах ҫынсенчен чылайӑшӗшӗн пӗлтерӗше ҫухатни-мӗн. Хайхи журналист ҫынсенчен пӗр пайӗ ӗҫ укҫи вӑхӑтра тӳлесен тата вӗсене тӗкӗнмесен те ҫырлахнине асӑрханӑ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ҫичӗ Канар утравӗнчен чи пӗчӗкки, Эль Йерро, ҫӗртме уйӑхӗнчен пӗтӗмпех ҫилпе тата шывпа электроэнерги кӑларасси ҫине куҫать. Тӗнчери ытти утрав та кун пек меслетпе анлӑ усӑ курать пулин те сӑнавҫӑсен шучӗпе Эль Йерро ҫапла майпа «энергетика автономиллӗ» пулса тӑнӑ пӗртен пӗр утрав шутланать. Кун пек калама сӑлтавӗ те пур-мӗн. Асӑннӑ утрав ҫинче электроэнерги кӑларассине специалистсем наци сечӗсемпе ҫыхӑнтармасӑр тума пултарнӑ тесе хакланӑ ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн специалисчӗ Ален Гиода. Ҫил паркне кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫлеттерсе ямалла. Малтанхи кунсенчех вӑл халӑхӑн ҫуррине ҫутӑпа тивӗҫтерме май парӗ, каярах, тепӗр темиҫе уйӑхран, вӑл мӗнпур ҫын валли ҫитмелле. Ҫил электростанцине хута яма 80 миллион еврӑна кайса ларнӑ. Акцин тӗп пайӗ—– патшалӑхра-мӗн, 30 проценчӗ Испанири Endesa энергетика компанийнче, юлнӑ 10 проценчӗпе вырӑнти технологи институчӗ хуҫаланать. Эль Йерро утравӗнче 2020 ҫул тӗлне унти мӗнпур 6 пин автомобиле электродвигатель вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Юрий Энтинӑн пултарулӑх центрӗ, РФ Вӗренӳ министерстви, РФ Культура министерстви, Грецин Тӗп Македонин переферийӗн администрацийӗ пулӑшнипе ҫу уйӑхӗн 4–11-мӗшӗнче «Пӗчӗк кӑвакалсен ташши» Пӗтӗм тӗнче фестивалӗ иртӗ. Фестивале Раҫҫейри, Грецири тата 20 ытла ҫӗршыври ачасем хутшӑнӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Пӗтӗм тӗнче шайӗнче иртекен мероприятие Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен, Кӗлӗмкасси шкулӗнче ӑс пухакан Татьяна Новикова хутшӑнӗ. Ертӳҫи — Наталья Рекунова. Таня концерт программине (тӗнчери халӑхсен юррисемпе ташшисен концерчӗ), Раҫҫейри тата Европӑри культура тата ӳнер ӗҫченӗсемпе иртекен тӗлпулусене, ӑсталӑх класӗсене хутшӑнӗ. Фестивале ҫитнисене Греци историпе, культурипе паллаштарӗҫ, вӗсемпе пултарулӑх вӑййисем, конкурссем, спорт ӑмӑртӑвӗсем (вӗсем спорт лапамӗсенче, тинӗс хӗрринче иртӗҫ) ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех Татьяна Новикова Грецире экскурсире пулӗ, Македоние, Солоникӑна, Халкидикӑна ҫитсе курӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Китая 30 кунлӑха визӑсӑр кайма ирӗк панӑ Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен Раҫҫейпе Китай ансатлатнӑ виза режимӗ ҫине куҫнӑ. Енсем тунӑ килӗшӳ ӑслӑлӑхра, культурӑра ӗҫлекенсен тата спортсменсен туслӑ ҫыхӑнӑвне аталантарма пулӑшмалла. Ӗҫ паспорчӗ пуррисем Раҫҫейрен Китая Тата Китайран Раҫҫее 30 кунлӑха нимӗнле визӑсӑрах килсе-кайса ҫӳреме пултарӗҫ. Патшалӑхсен хушшинчи проекта хутшӑнакансен вара чылай хутлӑха пырса ҫӳреме ирӗк паракан икӗ ҫуллӑх визӑсем илме юрӗ. Аса илтеретпӗр, визӑпа ҫыхӑннӑ ҫӑмӑллӑх унччен те пулнӑ. 2012 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса, сӑмахран, Раҫҫей ҫыннисене Китайӑн Макао административлӑ районне 30 кунлӑха кӗме пӗр чӑрмавсӑр ирӗк панӑ. 2009 ҫулта вара Гонконг административлӑ района икӗ эрнелӗхе кайма ҫул уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Илле Иванов (сылтӑмра) чыславра «Ирӗклӗ сӑмах» пӗлтернӗ тарӑх, чӑваш поэчӗ тата журналисчӗ Илле Иванов тӗрӗк культурине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тӗнче премине тивӗҫнӗ. Тӗрӗссипе, чыслав пуш уйӑхӗн вӗсӗнчех иртнӗ-ха. Ун чухне Турцири Эскишехир хулинче, 2013 ҫулта тӗрӗк халӑхӗн культурин тӗп хулин ятне тивӗҫнӗскерте, уяв пулнӑ. Унта Чӑваш Енрен Илле Ивановсӑр пуҫне Олег Цыпленков тата Маргарита Ильина журналистсем, Праски Витти ӳнерҫӗ, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ те кайнӑ. Илле Иванова, ытти лауреат пекех, плакетпа (медаль тӗсӗ) чысланӑ, Эскишехир кӗпӗрнаттарӗн тав хутне панӑ. Чыслава ҫавӑн пекех Тӗрӗк культурин пӗтӗм тӗнчери организацийӗн тӗп секретарӗ Дюсен Касеинов, Турци вӗренӳ министрӗ Наби Авчи хутшӑннӑ. Эскишехир тӗрӗк халӑхӗн культурин тӗп хулин ятне Хусана панӑ. Илле Иванов — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Митта Ваҫлейӗн фондне тата тӗрӗк тӗнчин культурин чӑваш центрне йӗркелекенӗ. 1993 ҫулта вӑл Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ. 2005 ҫулта Абдюльхак Хамид ячӗллӗ премине илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |