Тӗнчере
![]() Тӗнчери чи лайӑх хирургсем пуҫа лартмалли операцие тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ. Раҫҫейре пурӑнакан Валерий Спиридонова ҫак операци кӗтет. Ҫак кунсенче йытта тата шӑшие пуҫ лартассипе операци иртнӗ. Ӑна Итали хирургӗ Серджио Канаверо, шӑпах вӑл операцие ирттерӗ. Тухтӑр хальлӗхе пуҫа йӑлтах куҫарман, ҫурӑм шӑммине ҫеҫ операци тунӑ. Мӗншӗн тесен шӑпах ку йывӑрлӑх кӑларса тӑратать-мӗн. Нерв вӗҫӗсене тухтӑр ятарлӑ гельпе сыпӑнтарнӑ. Аса илтерер: 2017 ҫул вӗҫӗнче Раҫҫейри программиста Валерий Спиридонова пуҫ куҫарса лартассипе операци тӑвӗҫ. Вӑл сипленмен чирпе нушаланать. Унашкаллисем 30 ҫулччен сайра-хутра пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Тӗнче тетелӗнче Мӑн Катай хӳми пирки калаҫу пуҫланнӑ. Ҫумӑрсем иртнӗ хыҫҫӑн ҫав вӑрӑм хӳмен пӗр пайӗ ишӗлнӗ. Ҫутҫанталӑк хӑйӗн вӑйӗпе Китай стенине ишнӗ хыҫҫӑн вӑл ытлашшиех авал пулманни палӑрнӑ. Сӑнсене пӑхсан ишӗлнӗ хӳме хальхи вӑхӑтра кӑларакан кирпӗчрен тӑни курӑнать. Шалта вара — хытарнӑ тӑм кӑна иккен. Вӑл кӗленче ванчӑкӗсемпе, пушӑ тата тутӑхнӑ консерва банкисемпе пуян имӗш. Ҫынсем ҫырнӑ тӑрӑх хӳмене XX ӗмӗрӗн 50–90-мӗш ҫулӗсенче кӑна, хӳмене «юсанӑ чухне» туса лартнӑ. Реставрацилеме пуҫличчен чӑн хӳме вара хытарнӑ тӑмран (вырӑнӗ-вырӑнӗпе — хытарман та пулнӑ) тӑракан урсем пек кӑна пулнӑ. Сӑмахран, 17 ӗмӗрте китай сӑвӑҫисем вӗсен вырӑнӗнче йӑмраллӑ хӳме кӑна пулнине асӑнса хӑварнӑ. Вӑл чикке кӑна палӑртнӑ иккен. Аса илтеретпӗр, Мӑн Китай хӳмин тӑршшӗ 21 пин ҫухрӑм. Китайра сӑмах май, тепӗр хӳме те пур. Вӑл стенана хальтерех туса лартнӑ пулин те хӑшӗ-пӗри ӑна Мӑн Китай хӳми тесе йышӑнать. «Суя» хӳме Китайӑн тӗп пайӗнчи Наньчанре вырнаҫнӑ. Ун тӑршшӗ 2 ҫухрӑм ҫурӑ кӑна пулин те туристсем унта сахал мар килеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Дарига Назарбаева Казахстан президенчӗн аслӑ хӗрӗ Дарига Назарбаева республика парламенчӗн депутачӗ пулса тӑнӑ. Саккун кӑларакан орган депутатне хӗрне ҫирӗплетесси ҫинчен хушӑва ашшӗ, Нурсултан Абишевич, алӑ пуснӑ. «Назарбаева Дарига Нурсултановнӑна Казахстан Республикин Парламенчӗн Сначӗн депутатне лартас», — тесе ҫырнӑ президент ӗҫлӗ хутра. Казахстан правительствинче Назарбаев хӗрӗ премьерӑн ҫумӗ шутланнӑ. Министрсен Кабинетне ҫӗнӗрен йӗркеленӗ хыҫҫӑн ҫӗршыва ертӳҫин хӗрӗ унта лекмен. Анчах уншӑн Дарига Нурсултановнӑн хуҫӑлса ӳкеслех кулянмаллах мар: сенатра ун валли те вырӑн тупӑннӑ. Ҫакна та пӗлтермелле: Казахстанӑн саккунсем йышӑнакан органӗнче 47 депутат, вӗсенчен 15-шне ҫӗршыв президенчӗ ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Шупашкарти фотомодель Ксения Платонова Китая кайнӑ. Чӑваш Ен пики ахаль ҫулҫӳреве кайман. Вӑл паллӑ кӑларӑмсен страницисем ҫине лекме ӗлкӗрнӗ. Ксения Платонова 15 ҫулта. Вӑл Китайра кастингсене, ӳкерӳсене хутшӑнать. Темиҫе кун каялла вӑл «Harper’s Bazaar» хӗрарӑмсен паллӑ журналӗ валли ӳкерӗннӗ. Ксенийӑшӑн ку ют ҫӗршыври пӗрремӗш командировка. Вӑл тӑрӑшсах хатӗрленнӗ: рационран кукӑль-ҫӑкӑр таврашне, пылак ҫимӗҫе кӑларнӑ, спортпа туслашнӑ. Китая вӑл виҫӗ уйӑхлӑха кайнӑ. Малтан вӑл Гонконгра ӗҫленӗ, кайран Гуанчжоуна кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Утӑ уйӑхӗн 18–21-мӗшӗсенче Азербайджанри Шеки хулинче «Тӗрӗк тӗнчин ҫамрӑкӗсен лидерлӑх пухӑвӗ» иртет. Ку хыпара «Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн обществи пӗлтерет. Чӑваш Енрен унта «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн пайташӗ Павел Игнатьев хутшӑнать. «Паян, утӑн 19-мӗшӗнче, Шеки хулинче Тӗрӗк тӗнчинчи ҫамрӑксен юхӑмсен лидерӗсен конференцийӗ иртӗ. Конференцире тӗрӗк тӗнчин ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явӗҫ, ӗҫе хутшӑнакансем хӑйсен халӑхӗсемпе патшалӑхӗсем пирки каласа парӗҫ, Тӗрӗк тӗнчипе ытти тӗнчен хутшӑнӑвӗсен пуласлӑхӗ ҫинчен калаҫӗҫ», — хыпарланӑ «ирӗклӗхҫӗсем». Паянах Шеки курса ҫӳреме палӑртса хунӑ. Ыран, утӑ уйӑхӗн, 20-мӗшӗнче МОТМӑн 17-мӗш Курултайне ирттерессине, МОТМ тата ытти организацисен планӗсене сӳтсе явмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа Турци ертӳҫи Эрдоган телефонпа калаҫнӑ. Икӗ пуҫлӑх калаҫса татӑлнӑ: малашне Раҫҫей турисчӗсем Турцие кайма пултарӗҫ. Владимир Путинпа Эрдоган калаҫӑвӗ 45 минута тӑсӑлнӑ. Халӗ Шупашкр ҫыннисем агентствӑсем ку енӗпе рейссем уҫасса кӗтеҫҫӗ пуль. Владимир Путин Эрдогана икӗ ҫӗршыв суту-илӳпе экономика тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлемешкӗн калаҫса татӑлма шантарнӑ. Куншӑн туристсем савӑннӑ паллах. Ара, вӗсем Турцие канма каясшӑн вӗт. Унти хаксем вӗсене тивӗҫтереҫҫӗ. Тепӗр енчен хакласан, Турцие ҫул уҫӑлсан ҫынсем унта талпӑнмасан та пултарӗҫ. Унти лару-тӑру чылайӑшне канӑҫсӑрлантарать ахӑртнех. Сӑмахран, Стамбулти аэропортра сирпӗнӳ кӗрлени. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Факеллӑ ҫынсем Вӑрнар районӗнче Ҫак кунсенче пирӗн республикӑри харӑсах темиҫе районпа факеллӑ ҫынсем чупса иртнӗ. Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ҫавсем Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Унта вӗсем Элӗк районӗнчен пырса кӗнӗ, кайран Йӗпреҫ енне тухса кайнӑ. Факел йӑтнӑ ҫынсем — «Тӗнче чупӑвӗ – 2016» Пӗтӗм тӗнчери мир, туслӑх, ӑнланулӑх эстафетине хутшӑнакансем. Унта хутшӑнас текенсен спортсмен пулни кирлӗ мар, ҫулне те пӑхмаҫҫӗ. Ҫунакан факела темиҫе метр та пулин йӑтса утмалла е алӑра тытса тӑрсан та ҫителӗклӗ теҫҫӗ. Кӑҫалхи чупу вӑхӑтӗнче пирӗн ҫӗршывра кӑна 19 пине яхӑн километр ҫӗнмелле. Старта Владивосток, Севастополь, Пермь тата Мускав хулисенче палӑртса хунӑ. Раҫҫей команди Казахстанри, Монголинчи, Беларуҫри, Китайри тата Финлянди чиккинче Европӑри интернационаллӑ ушкӑнпа тӗл пулмалла. Мероприяти Ӗпхӳ хулинче, Европӑпа Ази чикӗленнӗ вырӑнта, хупӑнӗ. Унта Хӗвеланӑҫпа Хӗвелтухӑҫ пӗрлешӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Валерий Спиридонов Валерий Спиридонов программист «Про Горд» портал корреспондентен каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, Германире ҫын пуҫне урӑх пациента лартас операци тума хатӗрленеҫҫӗ. Ку тӗнчере пӗрремӗш операци пулӗ. Ӑна 2017 ҫул вӗҫӗнче тума палӑртнӑ. Кун валли темиҫе миллион укҫа кирлӗ. Мӗншӗн Германире ирттереҫҫӗ? Унта медицина технологийӗн шайӗ лайӑх. Хӑрушӑ эксперимента Владимир хулинчи ҫын та хутшӑнасшӑн. Сӑнава ирттемешкӗн укҫа пухса ҫитереймен-ха. Владимир арҫыннишӗн кам пӗрремӗш пациент пулни — вырӑс-и, Китай ҫынни-и — пӗлтерӗшлӗ мар. Валерий Спиридонов, Владимирта пурӑнаканскер, Вердинг синдромӗпе аптӑрать. Вӑл кӳмепе ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Турцири Кемер хулинче «Кемер Интернешенал 2016» илемлӗх конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗ Кристина Андреева та хутшӑннӑ. 22 ҫулти Кристина конкурсран 3-мӗш вырӑнпа таврӑннӑ. Коронӑна ҫӗнсе илессишӗн 21 пике тупӑшнӑ. Вӗсем — Раҫҫейрен, Украинӑран, Молдовӑран, Польшӑран, Албанирен, Лативрен, Америкӑран, Казахстанран, Кӑркӑсстанран, Узбекистанран, Румынирен, Грузирен тата ытти ҫӗршывран килнӗ. Пирӗн ентеш вӗсен хушшинче 3-мӗш вырӑна ҫӗнсе илме пултарнӑ. Иккӗмӗш вырӑна — Украина хӗрӗ, пӗрремӗшне Америка хӗрӗ ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Швейцари ҫыннисем паян пурне те уйӑхсерен тӳлекен тупӑш (тепӗр май ӑна шантарнӑ никӗслӗ тупӑш теҫҫӗ) пирки сасӑлаҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх патшалӑх хӑйӗн гражданӗсене уйӑхсерен аслисене 2550 швеци франкӗ (пирӗннипе 170 пин патнелле пулать), ачасене 625 франк тӳлесшӗн. Ӗҫлекеннисене те ӗҫсӗррисене те. Шантарнӑ тупӑша валеҫме пуҫлассине ытларах пайӗ йышӑнмасть тесе пӗлтереҫҫӗ. Хирӗҫлекенсен шухӑшӗпе тупӑш илнипе ӗҫ хушшинчи ҫыхӑну ҫухалнине пула пурнӑҫ япӑхланӗ. Политиксем те ку сӗнӗве ырламан. Ҫавах та сӗнӳшӗн 100 пин ҫын алӑ пуснине шута илсе ӑна сасӑлава кӑларнӑ. Ку ыйтусӑр пуҫне референдумра халӑхӑн тата тепӗр тӑватӑ темӑна та татса пама тивӗ. Вӗсем комуналлӑ тӳлевпе тата таркайсене йышӑнассине ҫӑмӑллатассипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |