Калифорни ӑсчахӗсем пӗҫернӗ ҫӑмартана чӗрӗ тума пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑншӑн вӗсене Шнобель премийӗпе чысланӑ.
Тӗрлӗ ӑслӑлӑхри ҫӗнӗлӗхсемшӗн паракан премие Гарвардра йӗркеленӗ. Хальхинче ун пек церемони 25-мӗш хут иртнӗ.
Шнобель премине тивӗҫекен ӑслӑлӑхри ҫӗнӗлӗхсене хӑшӗсем малтанласа кулса, кайран вӗсенче тӗшши пур евӗр йышӑнаҫҫӗ.
Джорджи университечӗн физикӗсем, акӑ, ҫурисене сӗтпе ӳстерекен чӗрчунсен «ҫӑмӑл ӗҫпе» тула кайма вӑтамран 21 ҫеккунт иртнине шутласа кӑларнӑ. Ҫак тӗпчев вӗсен шучӗпе питех те кирлӗ. Вӑл чӗрчунсен тула каяс енпе йывӑрлӑх сиксе тухсан ӑна диагностлама пулӑшмалла тесе шанаҫҫӗ.
Чилинчи биологсем чӑхсене... хӳреллӗ тунӑ. Ҫапла хӑтланса вӗсем ҫунатлӑ хӑш-пӗр динозаврсем хальхи кайӑксене ҫаврӑннине кӑтартас тенӗ.