Чӑваш Республикин информаци политикипе масӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра наци телеканалӗн кӑларӑмӗсене тата темиҫе ял-хулари кабель телевиденийӗ урлӑ курма пулӗ. Енчен те хальччен чӑвашла кӑларӑмсемпе ҫутатма йӗркеленӗ телеканала Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка хулисемпе Кӳкеҫ, Опытнӑй, Тӗрлемес посёлокӗсенче ҫеҫ курма май пулнӑ пулсан малашне вӗсен йышне Канашпа Етӗрне, Ҫӗмӗрлепе Улатӑр хулисем тата Вӑрнарпа Йӗпреҫ посёлокӗсем хушӑнмалла. Унсӑр пуҫне, малтанхи пекех, ҫак телеканалпа «Ростелеком» УАО провайдерпа усӑ куракансем паллашма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанине 2009 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Радиокӑларӑмсем чӑн та чӑвашла итлеме кӑмӑллакансемшӗн пысӑк парне пулса тӑнӑ пулсан, телекӑларӑмсенче шел пулин те чӑваш чӗлхи валли вырӑн хальхи вӑхӑтра сахалтарах тупӑнать.
Ҫӗрпӳ хулан ҫурҫӗр-хӗвел тухӑҫ енче Кӗҫӗн Ҫавал юханшывӑн шыв ҫулне йӗркелес ӗҫсем пӗччӗкӗн вӗҫленме те тытӑннӑ. 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пуҫарӑннӑ ӗҫсем малашлӑхра тухма пултаракан ейӳрен хӑтараҫҫӗ.
Авӑнӑн 16-мӗшӗнче Кӗҫӗн Ҫавал ҫӗнӗ 313 метрлӑ шыв ҫулӗпе юхма тытӑннӑ. Паянхи кун кивӗ шыв ҫулне хуплас, ҫак лаптӑка тирпейлес тата нумай ҫул ӳсекен курӑк таврашне акас ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ.
Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ хулин тӗп стадионӗнче массӑллӑ «Ҫӑлтӑрпа зарядка» иртнӗ. Сывлӑха ҫирӗплетекен меропритие сывлӑхлӑ пурнӑҫа кӑмӑллакансем — ача пахчин шӑпӑрланӗсем, шкул ачисем, студентсем, сывлӑха сыхлакан, вӗренӳ, обществӑлла организаци отраслӗсен ӗҫченӗсем — хутшӑннӑ пулнӑ.
«Ҫӑлтӑрпа зарядка» массӑллӑ мероприятие Ҫӗрпӳ районӗн администраци пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов уҫнӑ пулнӑ. Вӑл пурне те спортпа туслӑ пулма, сывлӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнма чӗнсе каланӑ.
Сывлӑха ҫирӗплетекен акцие хутшӑнакан 2 пин ҫынна бокс спорт тӗсӗн Тӗнче, Европа чемпионӗ Валерий Львов тата хӑйӗн вӗренекенӗсемпе хулана ҫитнӗ республикӑри спорт-сывлӑха ҫирӗплеткен аэробикӑпа фитнесӑн федераци президенчӗ Оксана Дьячук килни хытах савӑнтарнӑ. Вӗсем тӗрлӗ хусканусем кӑтартнӑ, зарядкӑна пуҫтарӑннӑ халӑх вара ҫав хусканусене туса пынӑ.
Ҫанталӑкӗ те паян Ҫӗрпӳ хулан ҫыннисене савӑнтарас тенӗ. Хӗвел ӑшшипе зарядкӑна хутшӑнакансем эрнелӗхе хастарлӑха пухнӑ. Юлашкинчен вара ҫынсем ҫакӑн йышши акцийӗ час-часах ирттермелли ҫинчен калаҫса татӑлнӑ.
Ҫӗнӗ кун ҫул-йӗрте тухакан инкексемсӗр вӗҫленмест тейӗн, ҫавӑн йышши пӑтӑрмахсем ҫинчен хыпар агенствийӗсем ҫине-ҫине пӗлтерсех тӑраҫҫӗ.
Ак, эрнекун, ҫурлан 30-мӗшӗнче те «Ҫӗрпӳ–Канаш» трассинче чӗретлӗ пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр инкекӗ «99-мӗш» урапан водителӗ айӑпӗпе пулса иртнӗ. Хайхи арҫын умӗнче пыракан урапана иртсе каясшӑн пулнӑ, ҫакна пула хирӗҫле килекен ҫул пайӗ ҫине тухса кайнӑ, «Форд Фокус» тата «ВАЗ-2111» маркӑллӑ урапасемпе ҫапӑннӑ.
Сиксе тухнӑ инкеке пула «99-мӗш» урапара ларса пыракан пассажир вилнӗ. Ӑна пульница леҫме ӗлкернӗ пулин те, вӑл вӑйлӑ суранланнине пула пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Иккемӗш пассажирпа водителӗ вара чӗрех юлнӑ, анчах йывӑр аманнӑ.
«Форд» урапинче 4 ҫын ларса пынӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — 29 ҫулхи водитель, 27 ҫулхи хӗрарӑм тата пӗр ҫулхи хӗр пӗрчи пульница лекнӗ. «ВАЗ–2111» маркӑллӑ урапа ҫинче ларса пыракан пӗр ҫулхи шӑпӑрлан тата хӗрпе каччӑ та аманнӑ пулнӑ. Республикӑри ШӖМре пӗлтернӗ тӑрӑх «ВАЗ-2111» урпара ларса пыракансем медицина пулӑшӑвне вырӑнтах илнӗ, хыҫҫӑн килелле таврӑннӑ.
Сипленсе юсанмалли 7-мӗш колонире — вӑл Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ — ларакан хӗрарӑмсем нумаях пулмасть спектакль лартнӑ.
Тӗрмере воспитани енӗпе ӗҫлекенсем спектакль валли хрантсус литературин паллӑ классикӗн Виктор Гюгон «Парижри Турӑ амӑшӗн соборӗ» драмине суйласа илнӗ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени сцена ҫинче чӑн-чӑн юрату гимне кӑтартма пултарнӑ тесе хыпарлать. Куракансенчен (вӗсем те, артистсем евӗрех, — тӗрмере ларакансем) хӑшӗсем кӑна Гюгон тата тӗнче классикӗсен хайлавӗсене пӗлеҫҫӗ иккен. Апла пулин те спектакле пурте кӑмӑлтан йышӑннӑ.
Ачасен интересӗсене хӳтӗлессипе туса ирттермелли ӗҫсене пурнӑҫлассипе ҫак эрнере координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов унта сусӑр ачасен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас ыйтусем тавра тухса калаҫнӑ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра сусӑр ачасен хисепӗ 5 пине яхӑн. Вӗсенчен 1 150-шӗ — шкул ҫулне ҫитменнисем. Сусӑрсене вӗрентме ятарлӑ учрежденисем пур. Хӑшӗсем вара муниципалитет шкулӗсенче те ӑс пухаҫҫӗ. Пӗлтӗр вӗсенче 2 100 ача вӗреннӗ. Ку йышран 210-шӗ пӗлӗве дистанци мелӗпе шӗкӗлченӗ, 507-шӗ патне учительсем киле пырса ҫӳренӗ. Ҫапах та сусӑрсене вӗрентессинче йӑлтах кал-кал теме ҫук. Шкулсенче логопедсемпе дефектологсем ҫитмеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫавӑн йышши 71 специалист тӑрӑшать. Вӗсенчен пысӑк йышӗ, 55 логопедпа дефектолог, тӗп хулари шкулсенче ӗҫлет, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 6 специалист, Ҫӗрпӳ хулинче тата Ҫӗмӗрле районӗнче — 2-шер, Улатӑрпа Канаш хулисенче. Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар тата Шупашкар районӗсенче — пӗрер.
Юлашки кунсенче ҫанталӑк кӗркуннехи пекех туйӑма пуҫларӗ. Куллен тенӗ пек ҫумӑр, пыльчӑк, сивӗ ҫил. Ҫакна пула юханшыв таврашӗсенче шыв та сивӗннӗ.
Ҫанталӑк хӳхӗмӗсене пӑхмасӑрах ӗнер, утӑн 24-мӗшӗнче, СССР летчик-косманавтне, Икӗ хутччен Совет Союзӗн Паттӑрне Андриан Николаева асӑнса Сӗнтӗрвӑрри районӗнче йӑла тӑрӑх Атӑл шывӗ урлӑ каҫассипе ӑмӑрту иртнӗ. Кӑҫал Атӑла парӑнтарма 32 ҫын кӑмӑл тунӑ. Хутшӑнакансен йышӗнче Мӑкшӑ, Мари Эл республикийӗсен, Азербайджан тата ЧР хуласемпе ялсен элчисем кӗнӗ.
Старта Атӑлӑн йӑлӑм енче тухнӑ. Ӑмӑртун пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳ элчисем А.Григорьевӑпа тата Т. Никифрова йышӑннӑ. Виҫҫемӗш вырӑнта вара — Шупашкар ҫынни А.Лисин.
Сӑнсем (35)
Халӑхра чикансене ӗненме юраман каларӑш анлӑ сарӑлнӑ пулин те хӑйсен шӑпине те, пурлӑхне шанса пама хатӗр ҫынсем тупӑнаҫҫех. Чикансемпе ҫыхӑну тытнӑ хыҫҫӑн шанман пӑр ҫинче тӑрса юлнӑ ҫынсем полицине ҫул тытаҫҫӗ. Ҫакна вара тӗпер хут Ҫӗрпӳ хулинче пулса иртнӗ пулӑм ҫирӗплетнӗ.
Тунтикун, утӑн 22-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ хулин полици уйрӑмне 52 ҫулхи хӗрарӑм килнӗ, ШӖМ ӗҫченӗсене унӑн укҫа-тенкине, ылтӑн капӑрлӑхсене вӑрланине пӗлтернӗ. Вӑрра — чикан хӗрарӑмне — хваттере хӑйӗх кӗртнӗ пулнӑ, ара лешӗ ӑна синкер сывлӑша тасатса кӑларап тесе шантарнӑ имӗш. Чикан вара ухмах пулман, хваттер хуҫин пуҫне минретнӗ хыҫҫӑн аллинчен 7 ылтӑн ҫӗрӗ хуса илнӗ тата 9 пин укҫа йӑкӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле шырлӑх суммине 29 пинпе хаклаҫҫӗ.
Паянхи кун ҫак ӗҫ-пуҫпа тӗрӗслев ӗҫӗсене ирттереҫҫӗ, чикан ятне-шывне тӗпчесе пӗлесшӗн тӑрмашаҫҫӗ.
Чӑваш музыка ӳнерӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ Олимпиада Агакова ҫуралнӑранпа ӗнер 95 ҫул ҫитрӗ.
Вӑл Етӗрне районӗнчи Ҫуткасси ялӗнче вӗрентекен ҫемйинче ҫуралнӑ. Етӗрнери педагогика училищинче, каярах Шупашкарти музыка училищи ҫумӗнчи икӗ ҫуллӑх хатӗрленӳ курсне ҫӳренӗ. Ун хыҫҫӑн виҫӗ ҫул хушши вокал уйрӑмӗнче ӑс пухнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫлансан училище хупӑнать, Олимпиада Яковлевна вара Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫлеме тытӑнать. Ансамбльпе пӗрле ҫара та концертпа кайнӑ вӑл. 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗнче хӑй ирӗкӗпе фронта тухса каять. Бронепуйӑс пулемет расчечӗн ҫапӑҫуҫи пулать вӑл, салтак тивӗҫне зенит дивизионӗнче пурнӑҫлать. Молдавипе Венгрие ирӗке кӑларассишӗн пынӑ ҫапӑҫусене хутшӑнать.
Вӑрҫӑ вӗҫленсен вӑл тӑван тӑрӑха таврӑнать, училищӗре пӗлӗве малалла туптать. Чӑваш радиовӗн вокал ансамблӗнче ӗҫлеме тытӑнать, концертсемпе тухса ҫӳрет. Сцена ҫинче вӑл кӑмӑл-туйӑма ирӗке янипе, вокал ӑсталӑхне ҫӳллӗ шайра кӑтартнипе палӑрса тӑнине аса илет Пӗтӗм Раҫҫейри музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Зимин.
Ыран Раҫҫей Почтин ӗҫченӗсем професси уявне палӑртаҫҫӗ. Унӑн Чӑваш енри филиалӗн кӑҫал тата тепӗр паллӑ кун та пур-мӗн. Шупашкарта почта кантурӗ пурри пирки истори хучӗсенче пуҫласа асӑннӑранпа 220 ҫул ҫитнӗ. Паян Чӑваш Енре пурӗ 402 почта уйрӑмӗ, вӗсенчен 324-шӗ яллӑ вырӑнсенче ӗҫлет, куҫса ҫӳрекен уйрӑм та пур. Юлашкинчен калани — автомобиль ҫинче вырнаҫнӑскер. Вӑл эрнере темиҫе хут темиҫе сехетлӗхе пырса каять. Хаҫат-журналпа тӗрлӗ корреспонденцие, йӑнӑшмастӑп пулсан, Пӑрачкав районӗнчи темиҫе яла ҫитерет.
Професси уявӗ умӗн ҫак тытӑмра тӑрӑшакан Чӑваш Енри виҫӗ ҫын чыслава тивӗҫнӗ — вӗсене «Ҫыхӑну ӑсти» хисеплӗ ят панӑ. Вӗсем пурте Людмилӑсем: Раҫҫей почтин Чӑваш Енти филиалӗнче тӑрӑшакан пӗрремӗш категориллӗ инженер Людмила Васильева, Шупашкар почтамчӗн участок пуҫлӑхӗ Людмила Чукова тата Ҫӗрпӳ почтамчӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Людмила Николаева.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |