Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗрпӳ

Ҫӗр ҫул ытла ӗнтӗ Ҫӗрпӳре ярмӑрккӑ иртет. Кашни ҫул вӑл утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлать. Кӑҫалхи ярмаркка 3-пе 6-мӗшӗ хушшинче ӗҫлӗ.

Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 16 сехетре пурте ярмаркка уҫнине кайса курма пултаратӑр! Сире «Хӗвелпе ҫӑлтӑрсем — ачасене!» концерт программи, «Эпӗ, эсӗ, вӑл — туслӑ пирӗн кил!» ҫемьери пултарулӑх фестивалӗ кӗтӗ. Иккӗмӗш кунне пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче ирттерекен Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ «Тӗнчене — мир, килӗшӳллӗ ҫемьене мухтав» ҫемьесен ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Спорта кӑмӑлакансем валли те тӗрлӗ ӑмӑртусем иртӗҫ — футбол, шашка, шахмат, кире спорчӗ, армреслинг, бокс. Ачасен те тунсӑхлама вӑхӑт пулмӗ — вӗсем валли те ятарлӑ программа хатӗрленӗ.

Виҫҫӗмӗш кунне те сире чылай мероприяти кӗтет. 10 сехетре халӑх ӑстисем хӑйсем ӑсталанӑ япалисемпе паллаштарӗҫ. Унтах вӗсене туянма май пулӗ. Ку вӑхӑтрах дзюдо, самбо кӗрешӗвӗсем пуҫланӗҫ, республикӑри волейбол спорчӗн уҫӑ турнирӗ уҫӑлӗ. 12 сехетре мотоспорт ӑмӑртӑвӗ пуҫланӗ.

Ку кун сире ҫӑвӑн пекех Ҫӗрпӳ районӗн «Кӗмӗл сасӑ» эстрада фестивалӗ кӗтӗ. Унсӑр пуҫне ярмӑрккӑна чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те килӗҫ, хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.

Малалла...

 

Чӑваш Енри ҫула ҫитнӗ ушкӑнсем хушшинчи футбол ӑмӑртӑвӗн черетлӗ тапхӑрӗ пырать. Нумай пулмасть Вӑрмар посёлокӗн тӗп стадионӗнче «Вӑрмарпа» (Вӑрмар п.) «Водник» (Сӗнтӗрвӑрри х.) футбол ушкӑнӗсем тупӑшрӗҫ.

Вӑрмарсем хӑйсен ӑсталӑхне лайӑхрах кӑтартрӗҫ — вӑйӑ 6:1 счётпа вӗҫленчӗ. 3 вӑйӑ ирттернӗ хыҫҫӑн Вӑрмарсен 9 очко пухӑннӑ, ҫавна май вӗсем хӑйсен ушкӑнӗнче чи вӑйлисем шутне кӗреҫҫӗ.

Тепӗр тапхӑр ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче иртӗ. Унта вӗсем вырӑнти «Ҫӗрпӳ» ятлӑ футбол ушкӑнӗпе тӗл пулӗҫ.

Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫӗрпӳ хулинче Курбатов купсасен ҫурчӗ пур. Хальхи вӑхӑтра вӑл пушанма та пуҫланӑ ӗнтӗ — ҫурт ишӗле пуҫланӑ май унта никам та пурӑнасшӑн мар.

Нумай пулмасть ҫурта Тихвинти Турамӑш хӗрарӑмсен мӑнастырӗ туяннӑ. Респуликӑн Патшалӑх Канашӗн Депутачӗ Валерий Андреевпа мӑнастырь Шупашкарти коопераци институчӗпе килӗшӳ тунӑ — халӗ унта институт стеденчӗсем тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ, ҫурта юсама тытӑннӑ. Хастар хальлӗхе студентсем кивелнӗ штукатуркӑна сӗвеҫҫӗ, ҫуп-ҫапа кӑларса пӑрахаҫҫӗ. Ҫурта юсаса пӗтернӗ хыҫҫӑн кунта ӑс-хакӑл вырсарни шкулӗ вырнаҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, [46]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть