Пушӑн 4-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче ейӳпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртрӗ. Канашлӑва Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе экологи министрӗн ҫумӗ Е.В. Юшин ертсе пычӗ. Ларӑвӑ Ҫӗрпӳ районӗн администраци пуҫлӑхӗ Ю.М. Николаев, хула тата ял тӑрӑхӗсен пуҫӗсем, Ҫӗрпӳ районӗнчи ейӳпе кӗрешекен комисси членӗсем хутшӑнчӗҫ.
Кӑҫалхи лару-тӑру лайӑхах марри палӑрнӑ: юр нумай, ҫӗр тарӑна шӑннӑ, пӑр хулӑм. Ейӳ тухма пултарни куҫ кӗретех. Ҫавна май Ҫӗрпӳ районӗнче ейӳ сиенне чакарма пулӑшакан мероприятисене ирттерме те пуҫланӑ ӗнтӗ: шыв айне пулма пултаракан ялсенчи халӑхпа калаҫусем ирттернӗ, ейӳ вӑхӑтӗнче халӑх пухӑнмалли вырӑнсене палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех автомашин ҫулӗсем ҫинче шыв юхтарса ямалли ҫулсене тасатма пуҫланӑ.
Канашлура Ҫӗрпӳ хулине ейӳрен хӳтӗлесси пирки те нумай калаҫрӗҫ — уйрӑмах хӗрарӑмсен Тихвин мӑнастирӗ тата Хӗвелтухӑҫ урамӗ шыв айне пулма пултарассине шута илсе комисси пайташӗсем шывран хӳтӗлекен дамбӑна, насус станцине кайса тӗрӗслерӗҫ.
Канашлӑва пӗтӗмлетсе Е.В. Юшин кӑҫалхи ейӳ пысӑк пӑтӑрмахсемсӗр пулнине шанма сунчӗ, инкек-пӑтӑрмахсенчен сыхланма пур шайри влаҫ ҫыннисене пӗрле ӗҫлеме сӗнчӗ.