Ӗнер юпан 4-мӗшӗнче, Вӗрентекен кунӗ умӗн, Ҫӗрпӳри 2-мӗш вӑтам шкулта «Асамлӑ шкул вӑхӑчӗ...» ятлӑ куҫса ҫӳрекен курав уҫӑлчӗ. Вӑл унта уйӑх хушши ӗҫлӗ.
Курава хатӗрлеме Чӑваш наци музейӗ хутшӑннӑ. Унта ҫитсен сирӗн ума шкулсенче усӑ курнӑ хатӗрсемпе паллашма май пур — пенал, чернил тӑкӑнтарман савӑт, калем, стеклограф-кӑранташ, кӑранташ савӑчӗ. Кунтах — чӗрӗ хулӑ тытмалли катка та. Курав уҫӑлнӑ кун пӑрҫа ҫинче тӑрса пӑхма та май пурччӗ — хӑшӗ-пӗри иртнӗ вӑхӑтра итлемен ачасене епле вӗрентнине туйса илме пултарчӗ.
Экспонатсем нумай мар пулин те вӗсемпе паллашма питӗ кӑсӑклӑ. Экскурсие халӑх таврапӗлӳ музейен директорӗ Фёдорова Елена Станиславовна ирттерчӗ. Курава килнисем ахаль кӑранташсене епле тунипе видеофильм урлӑ паллашрӗҫ. Вӗҫӗнче «Филлипок» мультфильм курчӗҫ.