Ҫӗрпӳри нумай хваттерлӗ ҫуртсене харпӑр ӑшӑтмалли хатӗрсем ҫине куҫараҫҫӗ. Анчах ӑна пула хулара пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ҫӗрпӳсем халӗ те, урамра 10 градус сивӗ чухне, ӑшӑсӑр лараҫҫӗ.
Хваттерсене чӑтма ҫук сивӗ. Хваттерсене харпӑр ӑшӑтмалли хатӗр ҫине куҫарма ака уйӑхӗнчех тытӑннӑ. Администраци ҫынсене ӑшӑтмалли хатӗрсемпе ӑшӑнма сӗннӗ. Тӳре-шара ҫак хатӗрсене хӑй те туянса пама сӗннӗ, анчах хӑш-пӗр ҫын килӗшмен.
Чылайӑшӗ халӗ ӑшӑтмалли хатӗрсем илсе лартнӑ. Ҫавна май хулара электричество та япӑх ӗҫлеме тытӑннӑ-мӗн. Ҫӗрпӳре ватӑ ҫынсем те, ачасем те, амӑшӗсем те сивӗ хваттерте пурӑнаҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ хула администрацийӗ ҫак ӗҫе юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемеллине палӑртать. Хваттерсенче сивӗ пулнӑран ҫынсене 1-мӗш интернат шкулта, хӑна ҫуртӗнче пурӑнма ирӗк панӑ. Ҫавӑн пекех «Асамат» спорт комплексӗнче мунча, душ тӳлевсӗр кӗме пулать-мӗн. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, ҫынсем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлет: 8(83545)21-5-15, 8-919-653-69-16.
Ҫӗрпӳри сӗт савутне сӗт панипе чылай ҫын хӑй вӑхӑтӗнче шӑнман пӑр ҫине ларса кайнӑччӗ. Укҫине кӗтсе илеймен енне йӗрке хуралҫисем патне ҫыракансем те тупӑннӑччӗ, анчах сӗт пуҫтараканпа килӗшӳ-тавраш туман та усси пулмарӗ. Ҫапах та вӗренӗн те вӗҫӗ пур тесе ахальтен каламан-тӑр ҫав, асӑннӑ ҫын тӗлӗшпе Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна налук тӳлеменшӗн тата ӗҫ укҫипе икӗ уйӑх ытла татӑлманшӑн айӑплаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе савут пуҫлӑхӗ, вӑлах «Мысль» сбыт кооперативӗн ертӳҫи, 2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен тытӑнса 2013 ҫулхи кӑрлаччен налукпа 2,1 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ. 2013 ҫулхи ҫу–ҫӗртме уйӑхӗсенче вара хайхи предприятин газ операторне 21 пин тенкӗ ытла шалу тӳлемен.
Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулта чӑваш халӑхӗн юррисене халалланӑ урок ирттернӗ. Унта 8-мӗш классем хутшӑннӑ.
Ачасем чӑваш халӑх юрри аслисене хисеплеме вӗрентнине пӗлнӗ. Ӗлӗк чӑвашсемшӗн юрӑ сывлӑх, савӑнӑҫ, юрату ҫӑлкуҫӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем халӑх юррисене хисепленӗ.
Шкул ачисем урокра кӑсӑклансах итленӗ. Вӗсем «Ҫӗмӗрт ҫеҫки ҫурӑлсан», «Вӗҫ, вӗҫ, куккук», «Пиҫ, палан», «Ан авӑн, шӗшкӗ» юрӑсене итленӗ, хӑйсем те юрланӑ. Вӗсем урокра ташланӑ та.
Ачасене чӑваш халӑх юррисене халалланӑ урок питӗ килӗшнӗ. Вӗсем халӑх юррисене ытларах хисеплеме, юратма тытӑннӑ.
Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш наци телекуравӗ 3 ҫул тултарнӑ. Ҫак тапхӑрта республика ҫыннисем патне тележурналистсем тӗрлӗ кӑларӑм илсе ҫитернӗ.
Телекурав пурнӑҫа терлӗ енлӗн ҫутатма тӑрӑшать: экономика, социаллӑ ыйту, спорт, культура… Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче телекурав анлӑрах сарӑлма тытӑннӑ. Халӗ Наци телекуравне Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Сӗнтӗрвӑрринче, Куславккара, Ҫӗрпӳре, Кӳкеҫре, Тӗрлемесре, Сӑнав поселокӗнче курма пултараҫҫӗ.
Ҫитес вӑхӑтра телекурава Улатӑра, Ҫӗмӗрлене, Етӗрнене, Вӑрнара, Йӗпреҫе илсе ҫитересшӗн. Халӗ вара Наци телекуравне пурте тӗнче тетелӗнче курма пултараҫҫӗ.
Авӑнӑн 27–28-мӗшӗсенче Самар облаҫӗнчи Шунтал районӗнче регионсен хушшинче «Кӗрешӳ» иртнӗ. Наци кӗрешӗвне Чӑтӑрлӑ районӗнче ҫуралса ӳснӗ пӗртӑван генералсене Виталийпе Николай Сидоровсене халалласа ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Республикинчен Чӑтӑрлӑ районне делегаци тухса кайнӑ. Вӗсен йышӗнче — ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, Раҫҫейри «Кӗрешӳ» федераци ертӳҫи Виталий Васильев. Тутарстанри чӑваш наци культура автономийӗн председателӗ, ЧНК президенчӗн ҫумӗ Константин Яковлев та Шунтал тӑрӑхне кайнӑ.
«Кӗрешӗве» Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Мускаври, Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата ытти тӑрӑхри 160 спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсенчен 34-шӗ — чӑвашсем. Кӑсӑлхи турнир ытти ҫулсенипе танлаштарсан ҫӳллӗ шайра иртнӗ. Ара, Самар облаҫӗн Спорт министерстви ун валли сахал мар укҫа уйӑрнӑ — 120 пин тенкӗ.
Пирӗн спортсменсенчен Леонид Петров (Ҫӗнӗ Шупашкар), Илья Чернов (Елчӗк), Виктор Танлэ (Ҫӗрпӳ) ҫӗнтернӗ.
Ҫак эрнере Чӑваш Енӗн Обществӑн сӑнав комиссийӗн ертӳҫи Николай Косыев тата «Хулканпа хӗҫ» правӑна сыхлакан организаци ертӳҫи Алексей Глухов Шупашкарҫывӑхӗнчи арҫынсен 4-мӗш колонийӗнче пулнӑ.
Тӗрмере вӗсем тӗрӗслекенсем чылай чух кӗмен вырӑнсене пӑхнӑ та лару-тӑру кӑмӑла пӑснӑ-мӗн. Айӑпланнисем те правӑна хӳтӗлекенсене хӑйсен пурнӑҫӗ пирки самай евитленӗ-мӗн. Отрядсенчен пӗринче хӑнкӑласем чупаҫҫӗ иккен, тепринче чӳрече рамине алран кайтӑр тенӗ пек лартнине кура витӗр ҫил кастарать иккен. Ҫывӑрмалли вырӑнсем те начар-мӗн.
Алексей Глухов шучӗпе, 4-мӗш колони тӑрӑмӗ ытла та начаррине кура ӑна хупмалла кӑна. Учреждени тӗнчери стандартсене тивӗҫтермест иккен, йӗрке тума вара ытла та тӑкаклӑ-мӗн.
Ҫак эрнере асӑннӑ хастарсем хӗрарӑмсен Ҫӗрпӳри 7-мӗш колоние ҫитме палӑртнӑ. Ахӑртнех, кайса курнӑ та пулӗ.
Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулта вӗренекенсем авӑн уйӑхӗнче Совет Союзӗн Паттӑрне Павел Иванова халалласа мероприяти йӗркелеҫҫӗ. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Нумаях пулмасть кашни класра класс сехечӗ иртнӗ. 10-мӗш класра вӗренекенсем радиохаҫат хатӗрленӗ. Унта — паллӑ ентешӗ пирки.
Вӗренекенсем Павел Ивановӑн хӗрӗпе Альбина Адамовӑпа тӗл пулнӑ. Альбина Павловна хальхинче те шкул музейне кӗнекепе пуянлатнӑ.
Шкул администрацийӗ йӗркеленипе ачасем Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ тӑрӑха — Иваново ялне — кайса килнӗ. Кадет класӗнче вӗренекенсем Василий Михайловпа тӗл пулнӑ. Вӑл Павел Иванов ҫуралнӑ килте пурӑнать. Кадетсем ӑна Герой ятне тивӗҫлипе упранӑшӑн тав тунӑ.
Женевӑра хӑлха илтменнисен тата япӑх илтнисен хушшинче Европа чемпионачӗ иртнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул-интернатра вӗреннӗ Оля Дорминдотова та кӗнӗ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди бадминтонра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Женевӑна Европӑри 16 ҫӗршывран — Австрирен, Болгарирен, Данирен, Францирен, Аслӑ Британирен, Германирен, Литваран, Македонирен, Норвегирен, Раҫҫейрен, Швецирен, Словакирен, Швецирен, Турцирен, Украинӑран, Швейцарирен — килнӗ.
Раҫҫей спортсменкисем малта пынӑ. Алена Соболевӑпа Ольга Дормидонтовӑпа Анастасия Седовӑна тата Ӗпхӳри Карина Хакимовӑна ҫӗнтернӗ. Команда турнирӗнче те Раҫҫей командине ҫитекен пулман.
Инкекӗ ӗнер Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ ялӗнчи ача пахчинче пулнӑ. Ачасене уҫӑлтарма кӑларма хатӗрленнӗ чух ачасен ҫипуҫне ҫакмалли шкап йӑтӑнса аннӑ. Вӑл икӗ ҫулхи хӗрачана лекнӗ. Инкек сӑлтавӗ шкапа япӑх тыттарнипе ҫыхӑннӑ теҫҫӗ. Пуҫне амантнӑ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Инкек тӗлӗшпе Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗн Ҫӗрпӳри районсем хушшинчи пайӗ тӗпчеме тытӑннӑ. Вӗсем ача пахчинче ӗҫлекенсемпе тӗл пулнӑ, ыйтса пӗлнӗ, хӑш-пӗр хутсене пуҫтарса илнӗ. Тӗпчев малалла пырать.
Шӑматкун Ҫӗрпӳ хули 425 ҫулхине палӑртнӑ. Уяв хулари тӗп стадионта пуҫланнӑ. Унта хула ҫыннисемпе хӑнисем тӗрлӗ мероприятие тата шоуна хутшӑннӑ.
Ҫӗрпӳри историпе таврапӗлӳ музейӗ хӑйӗн эскпоначӗсене курава тӑратнӑ. Унсӑр пуҫне алӗҫ ӑстисен куравне те йӗркеленӗ. Пӗчӗккисем валли вӑйӑ программи хатӗрленӗ. Пултаруллӑ амӑшӗсем валли «Ача-пӑча кӳмисен куравӗ» тата «Тӗлӗнтермӗш пепке» фестиваль-конкурс иртнӗ. Хӗрсем ҫӳллӗ кӗлӗллӗ пушмак тӑхӑнса тупӑшнӑ, арҫынсем — ҫӑматӑ тӑхӑнса. «Юратнӑ хула» уҫӑ фестивальте чӑваш, вырӑс юррисем янӑранӑ, тӗрлӗ халӑх ташшине кӑтартнӑ.
Уявӑн официаллӑ пайне республикӑн Правительствин ертӳҫин ҫумӗ — строительство министрӗ Олег Марков, Ҫӗрпӳ ентешлӗхӗн ертӳҫи Владимир Егоров тата ыттисем хутшӑннӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов тата район пуҫлӑхӗ Татьяна Кузьмина хулан паянхи ҫитӗнӗвӗнче аслӑ ӑрӑвӑн тӳпи тесе палӑртнӑ. Кирек епле уяври пекех пултаруллисене тӗрлӗ Хисеп грамотипе тата Тав хучӗпе чысланӑ. Ҫӗрпӳ хулин хисеплӗ ята кӑҫал Игорь Никифоров тата Владимир Филимонов тивӗҫнӗ.
Сӑнсем (84)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |