Водительсемшӗн Ҫӗрпӳ кӗперӗ ҫӑпан пекех пулса тӑчӗ-тӗр. Ара, унта «пӑкӑра» ларса ывӑнтарчӗ пуль вӗсене. Уйрӑмах — канмалли кунсенче. Ӑна хӑҫан туса пӗтерӗҫ? Ҫак кунсенче ӗҫе вӗҫлемелли ҫӗнӗ куна палӑртнӑ.
«Прикамье» автоҫул управленийӗ патшалӑх туянӑвӗнче контракта 120 миллион та 591 пин те 200 тенкӗпе лартнӑ. Аукциона авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Контрактпа килӗшӳллӗн, унта пыракан ҫулсене хӑтлӑлатӗҫ, асфальт сарӗҫ, коммуникацисем тӑвӗҫ.
Кӗпере хальхинче чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ валли туса пӗтерме палӑртнӑ. Аса илтерер: ӑна 2013 ҫултах тума тытӑннӑ, 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хута ямалла пулнӑ.
Иртнӗ вырсарникун республикӑра виҫӗ ҫын путса вилнӗ. Ирхине Ҫӗрпӳри пӗвере 54 ҫулти арҫын путнӑ. Вӑл тусӗпе, иккӗшӗ те ӳсӗр пулнӑ вӗсем, пӗве урлӑ ишсе каҫма шухӑшланӑ. Варрине ҫитсен 54 ҫултискер вӑйран кайнӑ, шыва путнӑ. Унӑн виллине ҫӑлавҫӑсем шыраса тупнӑ.
Тепӗр пӑтӑрмах Атӑл леш енчи «Прометей» кану базинче пулнӑ. 17 сехетре Атӑлта 37 ҫулти хӗрарӑм путса вилнӗ. Унӑн виллине хальлӗхе тупайман.
Улатӑрта 11 ҫулти хӗрача путнӑ. Вӑл аппӑшӗсемпе пӗрле Сӑрӑн сулахай енне шыва кӗме кайнӑ. Хӗрача чӑнкӑ ҫыран хӗррине лекнӗ те шыв айне кайнӑ. Халӗ унӑн виллине шыраҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ хулин 428 ҫулхине уявланӑ май «Чӑваш тӗпелӗнчи ҫемье йӑли» фестиваль иртнӗ. Ку мероприятие Ҫӗрпӳ районӗнчи 6 обществӑлла апатлану предприятийӗ хутшӑннӑ. Фестивале хутшӑнакансем экспозици вырӑнне илемлетнӗ фуршет сӗтелӗсем хатӗрленӗ: «Хӗр ҫураҫни», «Туй», «Кӑшарни», «Ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки», «Салтака ӑсатни», «Ылтӑн туй». Сӗтеле хӑтланӑ чух экспозиципе профессионал пек тата хӑйне евӗр паллаштарнӑ.
Фестивале хутшӑнакансене Чӑваш Республикинчи кулинарсен ассоциацийӗн ертӳҫи Николай Тимофеевич Уездный ӑшшӑн саламланӑ. Вӑл конкурс комиссине кӗнӗ.
«Питӗ лайӑххин чикки ҫук» номинацире Ҫӗрпӳ райповӗн «Общепит» ТМЯП мала тухнӑ, «Фантази вӗҫевӗ» — «Ҫавал» кафе, «Жанр классики» — «Встреча» (чӑв. Тӗлпулу) кафе, «Йӑпас тутӑ» — «Ҫӑлкуҫ» кафе, «Хальхи стиль» — «Венеция» кафе, «Чи тутли» — «Юбилейное» кафе.
Ҫӗрпӳри юрӑхсӑра тухнӑ фермӑра 17 ҫулти хӗр виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата Екатерина Трофимова пӗлтернӗ.
Хӗр виллине ӗнер тупнӑ. Ҫав хӗр хӑйӗн ҫине алӑ хума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следовательсем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
17 ҫулти хӗр икӗ кун каялла ҫухалнӑ. Ӑна тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем таҫта та шыранӑ. Пӗр класра вӗренекен тусӗсем ӑна кивӗ фермӑра тупнӑ, анчах вӑл ун чухне сывламан ӗнтӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ.
«Волга» упрдор пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Дмитрий Филиппов тӗлӗшпе суд пулнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ.
Филиппова темиҫе эпизодпа айӑпланӑ. Вӗсенчен пӗри Ҫӗрпӳ кӗперӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл патшалӑх контрактне 1 ҫул ытларах тӑснӑ, хӑй подрядчиксем унчченхи ӗҫе пурнӑҫламаннине пӗлнӗ. Филиппов организацин расчет счечӗ ҫине аванс тесе 120 пин тенкӗ ытла куҫарма ыйтнӑ. Контракта вара 2013 ҫулта алӑ пуснӑ, вӑл 700 миллион тенкӗлӗх пулнӑ.
Кунсӑр пуҫне 2015 ҫулта Филиппов Чӗмпӗр облаҫӗнчи федераци ҫулне тӗпрен юсама пӗр строительство фирмине палӑртмаллине кӑтартнӑ. Унпа 346 миллион тенкӗлӗх контакт алӑ пуснӑ. Анчах подрядчик ӗҫе вӑхӑтра туман, штраф санкцийӗсене унран шыраса илмен.
Филиппова пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Метеостанци ҫутҫанталӑкшӑн хӑрушӑ пулӑм асӑрханӑ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра ҫумӑр нумай ҫурӗ. Ҫавна май уй-хирти ӗҫ кая юлса пырать. Чӑваш гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх культурисене ӳсмешкӗн тата аталанмашкӑн агреметеорологи условийӗсем япӑх пулнӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, уй-хирти ӗҫ 10–14 куна юлса пырать. Агрометеорологин Ҫӗрпӳри посчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 1–21-мӗшӗсенче тӑпрара нӳрӗк ытлашши нумай пулнӑ. Ҫакӑ выльӑх-чӗрлӗх апатне хатӗрлеме чӑрмантарать.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енри чи лайӑх вӗрентекенсемпе воспитательсене укҫан хавхалантарнӑ. Михаил Васильевич ку тӗлӗшпе хушу алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал республика шайӗнче иртнӗ конкурссенче ҫӗнтернӗ пилӗк педагогпа вӗрентекен хушма укҫа илӗҫ. Вӗсем 400 пин тенке пайлӗҫ.
Трак шкулӗнчи Анастасия Васильева, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак шкулӗнчи социаллӑ педагог Татьяна Яжейкина, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Елена Порфирьева 50-шар пин тенкӗ илӗҫ. Шупашкарти 178-мӗш ача пахчин воспитателӗ Наталия Машанова – 100, Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулти Лариса Семенова, «Чӑваш Енри ҫулталӑкри вӗрентекен», 150 пин тенке тивӗҫнӗ.
Паян Ҫӗрпӳ ярмӑркки уҫӑлнӑ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче мӗн авалтанпах халӑх Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен мӑнастиӗ умӗнчи лапама суту-илӳ тума пуҫтарӑннӑ. Таврари ялсенчен кӑна мар, Атӑлҫи тӑрӑхӗнченех унталла туртӑннӑ.
Кирлӗ тавара халӗ таҫта та тупса илме пулать пулин те тахҫанхи йӑла пӑрахӑҫланмасӑр паянхи куна ҫитнӗ. Халӗ унта Раҫҫейӗн 20 хулинчен сутуҫӑсем, ал ӑстисем пуҫтарӑннине ӗнентерет Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи тӳре-шара.
Хальхи саманара Ҫӗрпӳ ярмӑркки культурӑпа спорт мероприятине ҫаврӑннӑ тесен те юрать. Паян унта «Сохранение и передача национальных культурных традиций от матери к дочери, от отца к сыну» ятпа республикӑри курав ӗҫлеме тытӑннӑ, каҫпа ярмӑрккӑна тӳре-шара тата артистсем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
Паян, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳре 11 ҫулти Настя Осиповӑпа яланлӑхах сывпуллашнӑ. Унта чылай ҫын пухӑннӑ.
Аса илтерер: хӗрачана юлашки хутчен «Шик» лавкка патӗнче, хӑй пурӑнакан ҫуртран инҫех мар, курнӑ. Ӑна 1 эрнене яхӑн шыранӑ. Ҫӗртмен 22-мӗшӗнче ирхине гаражра унӑн виллине тупнӑ.
Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ 23 ҫулти Евгений Павлова тытса чарнӑ. Ӑна следстви вӑхӑтӗнче, ҫурлан 21-мӗшӗччен, хупса лартнӑ. Ӑна тытса чарнӑ чухне рюкзакӗнче 300 грамм хутӑш тупнӑ. Вӑл «спайс» тата «кристалсем» пулнӑ имӗш. Ҫамрӑк арҫын следстви вӑхӑтӗнче хӑйне килти ареста лартма ыйтнӑ. Вӑл обществӑшӑн нимӗнле хӑрушлӑх та кӑларса тӑратмасть имӗш. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, преступлени тунӑ вӑхӑтра вӑл наркотик тутаннӑ, хӑй мӗн тунине ӑнланман. Ӑна тӗрмере мӗн виличчен лартма пултараҫҫӗ.
Ҫӗрпӳре пӗр эрнене яхӑн шыранӑ 11 ҫулти хӗрачан виллине тупнине паян ирхине сайтра пӗлтернӗччӗ. Ӑна вӗлерме пултарнӑ ҫынна та тытса чарнӑ.
Ку тискер ӗҫе ҫак хуларах пурӑнакан 23 ҫулти арҫын тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнче хӑшӗ-пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл кӳршӗ ҫуртран. «Регнум» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын айӑпне йышӑннине пӗлтернӗ.
Тӳрех палӑртмалла: ҫамрӑкскер унччен те судпа айӑпланнӑ. 2011 ҫулта ӑна ҫаратнӑшӑн явап тыттарнӑ. Аса илтерер: хӗрачан виллине Ҫӗрпӳри пӗр гаражра тупнӑ. Вӑл Настя Осипова ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вылянӑ картишрен инҫех мар вырнаҫнӑ.
Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. РФ Уголовлӑ кодексӗн 105-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «в» пункчӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫул ҫитмен ачана вӗлернӗшӗн ҫынна мӗн виличчен тӗрмере тытма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |