Паян Ҫӗрпӳри ҪҪХПИ ӗҫченӗсем «вуниккӗмӗш» маркӑллӑ машина водительне тытса чарнӑ. Вӑл кӗрт йыттисем ҫине машинӑпа кӗрсе кайса таптанӑ, ҫакна видео ӳкернӗ. Видеона вара тӗнче тетелне кӑларса хунӑ. «Ҫӗрпӳре йытӑсен ҫак шайккине кам та пулин пӗтерет-и е ҫук-и?» - тесе ҫырнӑ вӑл. Йытӑсене мӗншӗн таптанине ӑнлантарса та ҫырнӑ: арӑмне тапӑнӑ имӗш (анчах ку комментарие арҫын кайран хуратса хунӑ).
Ҫак пулӑма тӗрлӗрен хаклакансем тупӑннӑ. Пӗри чӗрчунсене саккун хӳтӗлени пирки асӑрхаттарса комментари ҫырнӑ. Чӑнах та, йӗрке хуралҫисем ҫак видеона асӑрханӑ, хуҫине тытса чарнӑ.
Халӗ 33 ҫулти водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Васкавлӑ медпулӑшун пӗр станцин пуҫлӑхне руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн тытса чарнӑ. «Антидилер» юхӑмӑн Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫӗнӗ васкавлӑ медпулӑшу машинисен уҫҫисене панӑ хыҫҫӑн пулнӑ.
Ҫав кун ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Ҫӗрпӳри, Канашри, Ҫӗмӗрлери, Етӗрнери тата Патӑрьел районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцисем валли туяннӑ 70 машина уҫҫине панӑ. Каҫхине вара пӗр подстанцин пуҫлӑхне ӳсӗр тытса чарнӑ.
«За рулем» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Ҫӗрпӳри подстанци пуҫлӑхӗ пирки пырать. Вӑл, руль умне ӳсӗр ларнӑскер, тытса чарнӑ чухне ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе хӑратнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев васкавлӑ пулӑшура тата вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене машина уҫҫисем панӑ. Шурӑ халатлисене илсен, транспорт Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Етӗрне хулисемпе тата Патӑрьел районӗсене лекнӗ.
Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службине кӑҫал 235 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Пурӗ 84 автомашина туяннӑ.
Республика ертӳҫи Шупашкар хулинчи Ленин районӗнчи 2-мӗш подстанцири реанимаци уйрӑмӗнче вӑй хуракансене мухтанӑ, вӗсенчен хӑшӗсене Михаил Игнатьев Элтепер Тав хучӗсемпе чысланӑ.
Вӑрмансене пушартан сыхламалли автомашинӑсене улатӑрсем, вӑрнарсем, йӗпреҫсем, канашсем, сӗнтӗрвӑррисем, шӑмӑршӑсем, ҫӗмӗрлесем, етӗрнесем тата Шупашкар районӗсем тивӗҫнӗ.
Паян, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкартан Канаша ҫӳрекен 6501-мӗш номерлӗ пуйӑс расписанийӗ улшӑнӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви «Содружество» акционерсен обществи хыпарлани тӑрӑх ӗнер пӗлтернӗ.
«Шупашкар 1» станцирен пуйӑс 07 сехет те 12 минутра хускалӗ, 6 километрта 07.18-07.19 сехетре пулӗ, «Шупашкар 2» патӗнче — 07.22-07.23-ре, Ишлейре — 07.33-07.34-ра, Мишерте — 07.40-07.41-ре, Шорккара — 07.44-07.45-ре, 28 километрта — 07.50-07.51-ре, 32 километрта —07.55-07.56-ра, Хурӑнварта — 08.01-08.02-ре, 38 километрта — 08.06-08.14-ра, Пустрикассинче — 08.19-08.20-ре, 46 километрта — 08.24-08.25-ре, Ҫӗрпӳре — 08.32-08.33-ре, Тракра — 08.50-09.01-ре, 74 километрта — 09.08-09.09-та, Матьшӳре — 09.13-09.14-ра, Пӗчӗк Ҫавалта — 09.24-09.25-ре, 91 километрта — 09.28-09.29-та, 98 километрта —09.36-09.37-ре, Канашӑн хӗвелтухӑҫ пайӗнче — 09.44-09.45-ре. «Канаш 1» станцие 09 сехет те 51 минутра ҫитӗ.
Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ялти пенсионерсен пенсине ӳстерсе парассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пенсин страховани пайӗ ҫумне 25 процент хушса тӳлӗҫ. Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫав виҫе 5334 пин те 19 пуспа танлашӗ. Апла пулсан 1333 тенкӗ те 55 пус хушӑнӗ.
Хуласем: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Ҫӗрпӳ — ял шутланманни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Хула йышши поселоксем те ял шутланмаҫҫӗ. Чӑваш Енре ун пеккисем ҫаксем: Вӑрнар, Йӗпреҫ, Вӑрмар, Кӳкеҫ, Буинск, Ҫӗнӗ Лапсар, Сосновка. Вӗсенче ялта 25 ҫул ытла ӗҫленӗ 72 пенсионер пурӑнать.
Ялта пропискӑра тӑракан, анчах хулара пурӑнакан пенсионерсен пенсийӗ вара ӳсӗ. Ҫавна вӗсен хутпа ҫирӗплетмелле.
Ҫӗрпӳ хулинче тепӗр ача пахчи хута ярӗҫ. Вӑл унччен стадион пулнӑ вырӑнта, Маяковский урамӗнче, вырнаҫӗ. Ӗнер аукцион йӗркелесси пирки пӗлтернӗ. Вӑл раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртӗ.
Ача пахчинче пӗрремӗш хутра бассейн та пулӗ. Пӗтӗмпе унта 240 шӑпӑрлан ҫӳрӗ, вӗсене 14 ушкӑна уйӑрӗҫ.
Аукционра ҫӗнтернӗ организацин ача пахчине ҫитес ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ валли туса пӗтермелле. Малтанхи хака палӑртнӑ: 188 миллион та 439 пин тенкӗ.
Монополие хирӗҫ кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ 173-мӗш маршрута ӗҫлеме чарасшӑн. Яланлӑх мар. 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗччен.
Монополипе кӗрешекенсем патне пӗр усламҫӑран ҫӑхав ҫитнӗ. Ҫавна тишкернӗ май «Шупашкар (Юханшыв порчӗ) — Ҫӗрпӳ» ҫулпа хутлакан 173-мӗш маршрут йӗркене пӑсни палӑрнӑ. Асӑннӑ маршрутпа пассажирсене Софронов усламҫӑ турттарать. Ӑна Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви ятарлӑ суту-илӳ ирттермесӗрех ирӗк панӑ-мӗн. Министерство 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗчченех ҫӳреттерме кӑмӑл тунӑ.
Маршурта нимле конкурссӑр пӗр-пӗр организацие пани Конкуренци ҫинчен калакан федераци саккунӗн 15-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин Софронов усламҫӑпа тунӑ килӗшӗве 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗччен чарса лартмалла.
Иртнӗ эрнекун «Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» ҫул ҫинче лашасем машина айне лекнӗ. Вӗсем Канаш районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх предприятийӗнчен тухса тарнӑ-мӗн. Виҫӗ лаша вӑрмантан ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ.
48 ҫулти водитель, сӗт турттараканскер, лашасене курсан тӑрук чарӑннӑ, ҫапах виҫӗ урхамах урапа айне лекнӗ. Пӗри ҫавӑнтах вилнӗ, тепри вӑйлӑ аманнӑ, ӑна фермер пусса какая янӑ.
Виҫҫӗмӗш лаша вара ҫӑмӑл автомашина ҫине лекнӗ. Унӑн водителӗ ку кӗтмен ҫӗртен пулнӑран шок тӳснӗ. Юрать, лаша аманман, хӑраса ӳкнӗскер тӑнӑ та вӑрманалла чупса тарнӑ.
Унччен Чӑваш наци радиовне районсенче пурӑнакансем ҫеҫ итлеме пултарнӑ. Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче тӗпленнӗ ҫынсем ӑна тӗнче тетелӗнче кӑна итленӗ.
Паян Чӑваш наци радиовӗ республикипех лайӑх хыпар пӗлтерчӗ. Радиона ҫӳлерех асӑннӑ икӗ хулара та итлеме пулать! Тӗрӗссипе, вӑл эфира ӗнер 22 сехет 22 минутра эфира тухнӑ.
Радиона ярас тесен 95,9 МГц хумсем ҫине куҫмалла. Палӑртмалла: Наци радиовне Йӗпреҫре – 72,41 МГц, Ҫӗрпӳре 105,0 МГц, Хӗрлӗ Чутайра 106,7 МГц хумсем ҫинче итлемелле.
Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта «Чӑваш Енри шӑпӑрт мис» пикене суйлӗҫ. Унта хӑлха илтмен сусӑр хӗрсем хутшӑнӗҫ.
Илем конкурсне Шупашкарти тата Ҫӗрпӳри хӗрсем ҫитӗҫ. Конкурс программинче – темиҫе задани. Пикесем артист пултарулӑхне, спортпа туслӑ пулнине, хӑйсене сцена ҫинче тытма пӗлнине кӑтартӗҫ.
Конкурс юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче иртӗ. Унта кашниех ҫитме пултарать – тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Палӑртмалла: кунашкал конкурса сусӑр хӗрсен хушшинче кашни ҫулах ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |