Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Шкул ачисен спорчӗн пӗтӗм Раҫҫейри федерацийӗн ертӳҫипе Ирина Роднинапа Мускавра тӗл пулнӑ.
Канашлура шкул ачисемпе студентсен спортне аталантарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ, килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ.
Ирина Роднина Чӑваш Ен шкул ачисен спортне аталантарассипе унччен те ӗҫленине палӑртнӑ. Халӗ тата шкулти спорт лиги тата шкул клубӗсем ӑнлавсене Раҫҫей шайӗнче нрмативлӑ документ шайӗнче ҫирӗплетнӗ.
«Документа алӑ пуснӑ, халӗ ӗҫлеме тытӑнмалла. Ку программӑсем валли пысӑк укҫах та кирлӗ мар», — тенӗ Ирина Роднина.
Тӗлпулура физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсем тата урамри стадионсем тӑвас ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Килес ҫул спорт комплексӗсене Ҫӗрпӳре, Патӑрьел районӗнчи Тӗрӗньелте тата Шӑнкӑртамра тумалла.
Чӑваш Енре пӗр талӑкра ҫичӗ хутчен пушар алхаснӑ. Улатӑр хулинче, Вӑрнар тата Елчӗк районӗсенче ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чух инкек тухнӑ.
Пӳрт-ҫурт ҫуннӑ тӗслӗхсем те пур. Канаш районӗнчи Матькасси ялӗнчи Ҫӗнтерӳ урамӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра пушар алхасма тытӑннӑ. Мунча, пурӑнмалли ҫурт, хуралтӑсем кӗлленнӗ, кӳршӗсен ҫурчӗ сиенленнӗ.
Шупашкар районӗнчи Шешкенер ялӗнче пушарта мунча ҫивиттийӗ ҫуннӑ. Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Ирхи 5 сехет тӗлӗнче Шупашкарти коллективлӑ пахчасенчен пӗринче дача ҫурчӗ хыпса илнӗ.
Ӗнерех Ҫӗрпӳ хулинче пушар тухнӑ. Каҫхи 6 сехетре унти Чапаев урамӗнче гараж ҫунма тытӑннӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ паянтан пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗччен туристсен ыйтӑвӗсене уҫӑмлатӗ. Ун валли ведомство «хӗрӳ лини» номерӗсене уҫнӑ. Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче телефон номерӗсем ҫапларах: 58-51-66, 58-25-95; Гигиена тата эпидемиологи центрӗнче — 56-46-66, 56-29-01, 56-29-00.
Ирхи 9 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен, 13 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен шӑнкӑравламалла.
Унсӑр пуҫне территорири уйрӑмсен номерӗсемпе ҫыхӑнма май пур: Патӑрьел районӗнчин номерӗ — (83532) 5-03-45; Канашрин — (83533) 2-24-49; Ҫӗрпӳрин — (83545) 2-13-30; Ҫӗмӗрлерин — (83536) 2-29-15; Ҫӗнӗ Шупашкартин — (8352) 78-44-19.
Пӗрлехи консультаци центрне 8-800-555-49-43 номерпе тӳлевсӗр шӑнкӑравлама юрать. Унти вырӑсла, акӑлчанла тата китайла хуравлама хатӗр.
Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ юсанмалли 9-мӗш колонире хура аист скульптурине юсаса ҫӗнетнӗ. Кун пирки Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби ҫак йӗркесен авторне пӗлтерчӗ.
Хура аист учрежденин элемӗ тесе хыпарларӗҫ. Унтах фонтан ӗҫлеттерсе янӑ. «Вӑл хитре кӑна та мар, усӑллӑ та. Фонтантан сирпӗнекен шыв сасси чуна лӑплантарать», — тесе шухӑшлаҫҫӗ учрежденире тӑрӑшакансем.
Конструкцие юсаса ҫӗнетме колонире айӑплава ирттерекенсем хутшӑннӑ. Тӑрӑшса вӑй хунӑшӑн вӗсене колони ӗҫченӗсем тав тунӑ.
Сӑмах май, колонире декоративлӑ прикладной пултарулӑхӗн кружокӗ ӗҫлет. Айӑплава ирттерекенсем унта ҫӳреҫҫӗ, илемлӗ тӗрлӗ япала ӑсталаҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑра педагогсен хушшинче иртекен конкурс ҫӗнтерӳҫисене хавхаланарма хыснаран 400 пин тенкӗ уйӑрни пирки хушу алӑ пуснӑ.
Ҫӗрпӳри М.В.Силантьев ячӗллӗ 1-мӗш шкул психологӗ Надежда Павлова, Канаш районӗнчи Шӑхасанти шкулта ӗҫлекен Лариса Данилова, Патӑрьелти 1-мӗш шкул вӗрентекенӗ Алевтина Михайлова 50-шар пин тенке тивӗҫнӗ.
Шупашкарти 106-мӗш ача пахчин воспитателӗ Марина Васильева «Ҫулталӑкри воспитатель» ята тивӗҫнӗшӗн 100 пин тенкӗ илнӗ. Шупашкарти 45-мӗш шкулта истори вӗрентекен Александр Григорьев вара чи пысӑк парнене – 150 пин тенке – илнӗ. Вӑл – «Чӑваш Енри ҫулталӑкри вӗрентекен».
Республикӑра ирттернӗ «Чӑваш Енӗн ҫулталӑк педагог-психологӗ», «Чӑваш Енӗн социаллӑ педагогӗ», «Чи маттур класс ертӳҫи», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри воспитателӗ», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри учителӗ» премие тивӗҫнӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулти педагог-психолог Надежда Павлова, Канаш районӗнчи Шӑхасанти социаллӑ педагог Лариса Данилова, Патӑрьелти 1-мӗш вӑтам шкулти класс ертӳҫи Алевтина Михайлова 50-шар пин тенке тивӗҫнӗ.
Шупашкарти 106-мӗш «Кораблик» ача пахчинчи Марина Васильева воспитателе 100 тенкӗ парӗҫ; Шупашкарти 45-мӗш шкулти истори учительне Александр Григорьева – 150 пин тенкӗ.
Ҫӗрпӳрен Чӗмпӗре каякан федераци пӗлтерӗшлӗ ҫулӑн пӗр пайне тӗпрен юсанӑ. Юсав ӗҫне А-151 ҫулӑн 5 ҫухрӑмӗ ҫинче пурнӑҫланӑ.
«Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗн халӑхпа ҫыхану тытакан специалисчӗ Лира Нурсаитова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫине 4 сантиметр хулӑнӑш асфальтпа бетон хутӑшӗ сарнӑ, ҫул айккисене ҫирӗплетнӗ.
Асӑннӑ учреждени пирӗн республика территорийӗпе иртекен ҫулсем ҫинчи 65,5 километр тӑршшӗ трассӑна кӑсал юсама палӑртнӑ, ҫав шутран 53 километр тӑршшӗне тӗплӗн юсӗҫ.
Мускавран Хусана ҫитме «М-12» ҫул сарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫула 2024 ҫулта туса пӗтересшӗн. Унпа кайнӑшӑн ҫӑмӑл машинӑсен 1600 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Ҫул ҫинче вӗсен 6 сехет те 30 минут иртӗ.
Ӗнер Ҫӗрпӳ хулинчи П. Иванов урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра Олег Николаевӑн халӑх штабӗ уҫӑлнӑ. Ку хыпара Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер Фейсбукра пӗлтернӗ.
Аса илтерер: кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ иртӗ. Республика ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев суйлава хутшӑнма хӑйӗн докуменчӗсене Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссине чи малтан тӑратрӗ. Унтан тата тепӗр тӑхӑр кандидат суйлава хутшӑнма кӑмӑл турӗ. Вӗсем те суйлав умӗнхи мероприятисене пуҫӑнчӗҫ: хӑйсен кадидатуришӗн сасӑ пухаҫҫӗ, хӑйсен партийӗсен районсенчи уйрӑмӗсен пайташӗсемпе тата Депутатсен пухӑвӗсен депутачӗсемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш кӗнеке издательстви «Вместе. Пӗрле» открыткӑсен пуххи кӑларнӑ.
24 открыткӑран тӑракан комплект тӑван республикӑмӑрӑн хулисемпе районӗсен илемӗпе паллаштарӗ. Открыткӑсем ҫинче Шупашкарти паллӑ вырӑнсемпе пӗрлех республикӑрисем те сӑнланнӑ. Сӑмахран, Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи чукун ҫул кӗперӗ, Пӑрачкаври чиркӳ, Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсем мӑнастирӗ. Вӗсем ҫеҫ-и, республикӑра ытарайми хитре вырӑнсем татах нумай.
Открыткӑсене Чӑваш кӗнеке издательствин лавккисенче туянма пулать тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен цифра таланӑвӗ, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви.
Ҫӗрпӳре ӗнер Чӑваш Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пулнӑ. Вӑл паллашнӑ объектсенчен пӗри – хулара туса лартнӑ 240 вырӑнлӑх ача пахчи. Ӑна хӑпартма «Демографи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа уйӑрнӑ.
«Кун пек проектсене ҫулталӑк та пилӗк уйӑхра, ҫулталӑк та сакӑр уйӑхра тӑваҫҫӗ. Пирӗн строительсем калӑпӑшлӑ ҫак проекта ултӑ уйӑхра туса пӗтерчӗҫ. Паян эпир ача пахчине уҫма хатӗрленетпӗр. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уҫасшӑн», – тенӗ Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер.
Ҫӗнӗ учрежденире спорт тата музыка залӗсем, компьютер класӗ, психологи пӳлӗмӗ, LEGO-cтуди, мультстуди, агролаборатори, столяр мастерскойӗ тата бассейн пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |