Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колонире ларакан айӑпланнӑ ҫынсем Раштав уявӗ валли юртан кӳлепесем ӑсталанӑ. Кун пирки Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.
Чӑннипе, асӑннӑ колонире пултарулӑх конкурсӗ пӗрремӗш ҫул иртмест. Вӑл «Снежная фантазия» ятлӑ. Кӑҫал ӑна Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче ирттернӗ. Айӑпланнӑ ҫынсем кӳлепесене юртан тата пӑртан ӑсталанӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр юсанмалли 9-мӗш колонире ларакансем юртан Ирӗклӗх статуйине ӑсталаса тӗлӗнтернӗччӗ.
Шупашкарта Сар хӳтӗлев чикки пирки ӳкернӗ чи лайӑх мультфильма суйлаҫҫӗ. Кӗҫех «Уҫӑ хула» порталта ӑна палӑртас тӗллевпе сасӑлав пуҫланӗ.
Конкурса хутшӑнакансен анимаци мультфильмӗсен ачасене ӑнланмалла чӗлхепе пулмалла. Ҫав вӑхӑтрах унӑн шӑпӑрлансене вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр пурнӑҫпа паллаштармалла.
Суйлав турне Ютубра 65 мультфильм хутшӑннӑ. Шупашкарти 174-мӗш, 162-мӗш, 178-мӗш ача пахчисем хатӗрленӗ ӗҫсене чи нумай пӑхнӑ, вӗсем лайк чылай пухнӑ. Ҫавӑн пекех жюри пайташӗсем тӗп хулари 128-мӗш, 151-мӗш, 164-мӗш, 185-мӗш, 202-мӗш, 204-мӗш ача пахчисене, Ҫӗрпӳри 7-мӗш ача пахчисене палӑртнӑ.
Сасӑлав раштав уйӑхӗн 10-16-мӗшӗсенче пулӗ.
Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти арҫын Ҫӗрпӳре ача пахчи тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Ӗҫре унпа инкек пулнӑ.
Арҫын ача пахчи тӑрринче ӗҫленӗ чухне ӑнсӑртран аялалла ӳкнӗ. Вӑл ҫурӑм шӑммине, аяк пӗрчисене хуҫнӑ. Арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ, унта ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн тин тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Чӑваш Енӗн мӗнпур муниципалитетӗнчи, Тутарстанри тата Ӗрӗнпур облаҫӗнчи 4 ҫултан пуҫласа 10 ҫула ҫитичченхи 320 ача чӑваш тӗррин илемӗпе паллаштаракан «Азбука чувашского костюма» (чӑв. Чӑваш тумӗн азбуки) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑннӑ. Ӑна «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗ ирттернӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Сӗнтӗрвӑрринчи, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи, Тутарстанри Апастово тата Ҫӗпрел районӗсенчи ачасем лекнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан Матрена Сергеевна Александрова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.
Матрена Сергеевна 1942 ҫулта ҫара кайнӑ, Амур ҫинчи Комсомольск хулинче лекнӗ. Вӑл 596-мӗш батальонра ҫанталӑка сӑнакан пулнӑ. Ҫавӑн пекех чӑваш хӗрарӑмӗ Япони вӑрҫине хутшӑннӑ. Куншӑн ӑна «Японие ҫӗнтернӗшӗн» медальпе чысланӑ.
Киле вӑл 1945 ҫулта сержант званийӗпе таврӑннӑ. Унтан кладовщикре, ял канашӗн секретарӗнче, поварта ӗҫленӗ. Матрена Сергеевна пӗтӗмпе 50 ытла ҫул ӗҫленӗ, 6 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӑл Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнать, 11 мӑнукӗшӗн, вӗсен 14 ачишӗн савӑнать.
Чӑваш Республикин ертӳлӗхӗ пулӑшнипе республикӑри районсенче ҫӗнӗ шкулсем хӑпарӑнаҫҫӗ, ҫӗнӗ ача пахчисем уҫӑлаҫҫӗ, маларах туса лартнӑ шкул умӗнхи тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсенче тӗп юсавсем иртеҫҫӗ. Ҫак ӗҫсен тӗп тӗллевӗ вара — ачасем валли аталану условисене хӑтлӑлатасси, педагогсемшӗн – ачасене вӗрентес тата воспитани парас ӗҫе ҫӑмӑллатасси.
Тӗслӗхрен, «Демографи» нацпроектӑн «Хӗрарӑмсене ӗҫпе тивӗҫтересси — виҫӗ ҫула ҫитичченхи ачасем валли шкул умӗнхи вӗренӳ условийӗсем туса парасси» регион проекчӗ шайӗнче Ҫӗрпӳ хулинче бассейнлӑ 240 вырӑнлӑ ача пахчи хӑпартас ӗҫ малалла пырать.
Объекта хӑпартакан тӗп подрядчик «ПМК-8» ТМЯП шутланать. Проектпа килӗшӳллӗн кунта бассейн, юрӑ-кӗвӗ урокӗсен залӗ, акт тата вӑй-хал культурин залӗсем, кружок занятийӗсем ирттермелли пӳлӗм, компьютер класӗ, медицина кабинечӗ тата административлӑ пӳлӗмсем хута яма палӑртнӑ. Ачасемшӗн канмалли тата аталантармалли мӗн пур условисене туса парӗҫ.
Паянхи кун тӗлне объектра 120 яхӑн ҫын вӑй хурать. 1-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш хутсенче шалти ӗҫсене тӑваҫҫӗ. Вентиляцине вырнаҫтарас ӗҫ малалла пырать.
Ҫӗрпӳ хулинче пӗр ҫуртӑн балкон айӗнче пушар пулнӑ. Ҫулӑма пушарнӑйсем, ҫынсем сӳнтернӗ.
Ку паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 15 сехетре Никитин урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра пулнӑ. Иртен-ҫӳрен пӗрремӗш хутри балкон айӗнче ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унта ҫамрӑксем ларма юратаҫҫӗ, унтах пирус туртаҫҫӗ.
Юрать-ха, ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ. Иртен-ҫӳрен те пушарнӑйсене пулӑшнӑ.
Ҫӗрпӳре пурӑнакан34 ҫулти Чернова Людмила Георгиевнӑна иккӗмӗш эрне шыраҫҫӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман.
Ҫухалнӑ хӗрарӑмӑн пиччӗшӗ пулӑшу ыйтать. Людмила Черновӑна килте упӑшки тата 13 ҫулти хӗрӗ кӗтеҫҫӗ.
Людмила 155 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ, куҫӗ хӑмӑр. Килтен вӑл сӑрӑ курткӑпа, тӗттӗм кӑвак джинс шӑлаварпа, хура кроссовкӑпа тухса кайнӑ.
Ҫак хӗрарӑма курнӑ тӑк 8 (800) 700-54-52 е 112 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Ставрополь тӑрӑхӗнчи арҫын Чӑваш Енри следстви изоляторӗсенчен пӗринче «паттӑрланнӑ». Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗрпри 2-мӗш следстви изоляторӗнче пулса иртнӗ.
Унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ (ҫав шутра ҫынна вӗлернӗрен те тӗрмере ларнӑ) арҫын юсанмалли учрежденире кутӑнлашма тытӑнса кайнӑ. Урайӗнчи йывӑҫ плинтуса сӳтсе илнӗ, видеосӑнав камерине хутпа хупласа хунӑ.
Изоляторта ӗҫлекен ҫын асӑрхаттарсан вӑл тарӑхса кайнӑ, усал сӑмахпа перкелешнӗ, плинтуспа йӗрке хуралҫи ҫине пенӗ, унтан ӑна ҫапнӑ.
Суд арҫынна виҫӗ ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Ҫапла вара Ставрополь тӑрӑхӗнчи арҫыннӑн айӑплав вӑхӑчӗ пӗтӗмӗшле 12 ҫулпа танлашӗ.
Ывӑлне хӗненӗ амӑшӗ тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 1 ҫул та 11 уйӑх та 15 кунлӑха янӑ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хӗрарӑм Ҫӗрпӳре килте эрех ӗҫнӗ. Ҫакна 18 ҫул тултарман ывӑлӗ курнӑ та ӑна асӑрхаттарнӑ. Хӗрарӑма ку килӗшмен – арҫын ачана хӗненӗ: ӑна кӑкӑрӗ тӗлӗнчен 3 хутчен ҫапнӑ.
Сӑмах май, хӗрарӑма унччен те хӗненӗшӗн суд ӗҫлеттерме йышӑннӑ, анчах вӑл ку тивӗҫе пурнӑҫламан. Хальхинче явап тытатех.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |