Канаш районӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын чарӑнура тӑракан хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратса пусмӑрланӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каҫхине пулса иртнӗ.
Арҫын «Ҫӗрпӳ — Вӑрмар енне пӑрӑнакан ҫул» чарӑнура тӑнӑ. Унта вӑл 33 ҫулти унччен палламан хӗрарӑм ҫумне ҫулӑхнӑ. Ӑна вӑрман посадкине вӑйпа илсе кӗрсе кайнӑ, вӗлерессипе хӑратса пусмӑрланӑ.
Халӗ суд ҫав этеме 4 ҫул та 3 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Чӑваш Енре Культура аталанӑвӗн центрӗ уҫӑлӗ. Ун пекки Ҫӗрпӳре пулӗ.
Ӑна «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑвӗҫ. Центра тума 248 миллион ытла тенкӗ укҫа уйӑрма палӑртса хӑварнӑ, ҫав шутран 203 миллион тенки строительство валли кайӗ.
Объекта ҫитес икӗ ҫулта хулари «Южный-2» микрорайонта туса лартӗҫ. Унта ҫамрӑк ҫемьесем йышлӑ пурӑнаҫҫӗ.
Пӗрлехи композицие чечек евӗр тӑвӗҫ. Унта парк та, ача-пӑча лапамӗ те, кинозал та, ташӑ класӗ те, курав йӗркелемелли вырӑнпа кафе таранах пулӗҫ.
Ҫӗрпӳ хулинче тиев турттармалли «Валдай» автомобиле чӗртсе янӑ. Вырӑнти пасар территорийӗнче ларакан машина ҫуннине ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 3 сехет те 40 минутра таксист асӑрханӑ. Ҫавӑн пирки вӑл йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Вут-ҫулӑма пушарпӑ кӗрешекенсем сӳнтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем ҫав каҫ урамра ҫамрӑксен ушкӑнне асӑрханӑ. Вӗсене полицейскисем ШӖМӗн вырӑнти пайне лартса кайнӑ. Машинӑна шӑпах ҫав виҫӗ ҫамрӑк чӗртсе яни ҫиеле тухнӑ. Малтан бензин сапнӑ, унтан чӗртсе янӑ. Усал шухӑш тытнӑскерсем ҫипуҫа ылмаштарса тӑхӑннӑ.
Каччӑсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫамрӑксенчен пӗри автомобиль хуҫине кӳреннӗ, ҫавӑнпа тавӑрас тенӗ.
Пандеми пуҫланнӑранпа Ҫӗрпӳре Тихвин ярмӑркки пулманччӗ. Кӑҫал вӑл каллех алакӗсене уҫӗ.
Тихвин ярмӑркки утӑ уйӑхӗн 7-11-мӗшӗсенче иртӗ. Уяв хӗрарӑмсен мӑнастирӗ ҫывӑхӗнче пулӗ.
Ярмӑрккӑра фестивальсем, конкурссем иртӗҫ, пултарулӑх ушкӑнӗсем, купӑсҫӑсем, чӑваш эстрада артисчӗсем концерт кӑтартӗҫ. Кашни каҫ ташӑ каҫӗ пулӗ, фейерверк та ярӗҫ.
Спорта юратакансем валли те программа хатӗрленӗ: ача-пӑча футболӗ, самбо, бокс, мото-кросс, каратэ, шахмат, шашка...
Чӑваш Енри «Пике» продукцийӗн ассортименчӗ пуян: пижама, бриджи, шорты, футболка, платье, халат. Нумаях пулмасть вӗсене чикӗ леш енне те ӑсатма тытӑннӑ. Фабрика хӑйӗн таварне «Almando Melado» маркӑпа туса кӑларать. 2020 ҫултанпа продукцие Казахстанра, Беларуҫра тата Таджикистанра туянаҫҫӗ. Европа рынокне те тухас ӗмӗтлӗ.
Предприятин Ҫӗнӗ Шупашкарти производствин гендиректорӗ Аркадий Иванов журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ цех Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗҫлет, тепӗр иккӗшӗ — Шупашкарпа Ҫӗрпӳре.
Пӗтӗмпе 70-е яхӑн ҫӗвӗҫ тӑрӑшать. Персоналӑн пӗтӗмӗшле йышӗ вара — 180-а яхӑн ын. Унсӑр пуҫне тепӗр 40 ҫын продукцие Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта ваккӑн сутассипе тимлет.
Патӑрьел районӗнче пӗри йывӑҫ ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
«Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» ҫулпа вӗҫтерсе пыракан машина ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 8 сехет те 35 минутра инкеке лекнӗ. «ВАЗ-2112» автомобиле тытса пыракан 30 ҫулти водитель руле пӑрса ӗлкӗрейменнипе Патӑрьел районӗнчи Яманчурел ялӗ тӗлӗнче кювета чӑмнӑ, унтан йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Машинӑн малти пайӗ лапчӑнса ларнӑ. Аманнӑ водителе больницӑна ӑсатнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче вӑл урӑ пулнипе пулманнине тӗрӗслеме юн илнӗ.
Чӑваш Енри икӗ пурӑну вырӑнӗ федераци конкурсне хутшӑнса укҫа ҫӗнсе илесшӗн. «Кӗмӗлпе» вырӑна хӑтлӑх кӗртме усӑ курасшӑн.
Хӑтлӑ хула тавралӑхне йӗркелемелли проектсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурса Ҫӗрпӳ хулипе тата Пӑрачкав сали хутшӑнаҫҫӗ. Иккӗшӗ те хӑйсен темиҫе ӗмӗрлӗ вӑрӑм историйӗпе пуян.
Конкурсра ҫӗнтерсен Мускав укҫипе пӑрачкавсем салари Кооператив урамне илемлетсе ҫӗнетесшӗн. Тротуарсем, парковкӑсем тума палӑртнӑ, нумай тӗллевлӗ лапамсем... Ҫӗрпӳре вара историлле центра юсаса ҫӗнетесшӗн.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче юсанмалли 2-мӗш колони ӗҫченӗ Яков Андреев киле таврӑннӑ чухне пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтнӗ. Пӗве хӗрринче 6 ҫулти хӗрача ҫыранран ӳксе шыва чӑмнӑ иккен.
Арҫын часрах пулӑшма васканӑ. Вӑл хӗрачана ҫыран хӗррине йӑтса тухнӑ. Пӗчӗкскерӗн сывлӑхӗ аптӑраман та, ӑна ашшӗ-амӑшне панӑ.
Ҫак кунсенче Яков Андреев ячӗпе Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленине Тав хучӗ килнӗ. Ӑна хӗрачан асламӑшӗ /е кукамӑшӗ/ ҫырса янӑ.
Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина Чӑваш Енри хӑш-пӗр муниципалитетра концерт кӑтартӗ. Вӑл пирӗн тӑрӑха «Песни России» фестиваль-марафонпа килсе ҫитӗ. Асӑннӑ мероприяти ҫӗртме уйӑхӗн 9-18-мӗшӗсенче иртӗ.
16-мӗш фестиваль-марафонӑн ыркӑмӑллӑх концерчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта уҫӑлӗ, унтан артистсем Комсомольскине, Тӑвая, Шупашкара, Патӑрьеле, Вӑрнара, Ҫӗрпӗве, Хӗрлӗ Чутая, Кӳкеҫе тата Куславккана ҫитӗҫ.
Надежда Бабкинӑпа тата унӑн мухтавлӑ «Русская песня» (чӑв. Вырӑс юрри) патшалӑх ансамблӗпе пӗрлех сцена ҫине ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи професси коллективӗсем тухӗҫ.
Паян, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Шупашкар-Ҫӗрпӳ» 125-мӗш маршурт ҫине вӗр ҫӗнӗ 18 автобус тухнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ саппасра пулӗҫ.
Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви 125-мӗш маршрут валли ҫӗнӗ перевозчика суйланӑ. Ҫӗнтерӳҫи — «АвтоУспех» тулли мар яваплӑ общество. 125-мӗш маршрут ҫинче вӑл 5 ҫул ӗҫлӗ.
Лармалли 17 вырӑнлӑх, пӗтӗмпе вара 22 пассажирлӑх «Газель city» ҫӗнӗ автобуссем кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсене кӗрсе тухма меллӗ. Салонта кондиционер ӗҫлет, автобус ӑҫта ҫитнине пассажирсене цифрӑллӑ маршрутизатор пӗлтерсе пырать.
Шупашкартан Кӳкеҫе турттаракан маршрут ҫинче хальлӗхе ҫӗнӗ перевозчика палӑртман-ха, Софроновпа вара маларах килӗшӗве татнӑ. Асӑннӑ поселока пурӑнакансем автобуссем начар ҫӳрени пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче тӑтӑшах евитлеҫҫӗ. Маршрут ҫинче автобуссем епле ҫӳренине Шупашкар район администрацийӗ кунсерен тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ. | ||
| Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ. | ||
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |