
Чӑваш Енре виҫӗ министрӑн ҫӗнӗ заместителӗсене ҫирӗплетнӗ.
Ял хуҫалӑх министрӗн ҫӗнӗ ҫумӗ Анатолий Такмаков пулса тӑнине, вӗренӳ министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫне Марина Лежнинана шанса Чӑваш халӑх сайтӗнче Софья Савнеш пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ тата физкультурӑпа спорт министрӗн те ҫӗнӗ ҫумне ҫирӗплетнине пӗлтӗмӗр. Кун пек хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ку ӗҫре Оксана Андреева тӑрӑшӗ.
Оксана Валерьевна 2003 ҫултанпа финанс сферинче ӗҫленӗ-мӗн, 2023 ҫулта вара ӑна Ҫӗрпӳ округӗнче пуҫлӑхӑн экономикӑпа финанс енӗпе заместитель пулма шаннӑ.

«Улӑп-2026: Эпир Улӑп йӑхӗнчен!» XIV-мӗш вӑйӑ-конкурс вӗҫленнӗ. Ӑна Раҫҫейри халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Республикин халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫуралнӑранпа 85 ҫул тултарнине халалланӑ.
Вӑйӑ-конкурса Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗ (ертӳҫи — Зинаида Михайлова) тата Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ (ертӳҫи — Иван Прокопьев) йӗркеленӗ.
Конкурса пурӗ 1313 вӗрентекенпе шкул ачи хутшӑннӑ. Унта Красноармейски, Вӑрнар, Комсомольски, Канаш, Шупашкар, Тӑвай, Вӑрмар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк, Элӗк, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗсем тата Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗрпӳ хулисем хастар пулнӑ. Тутар Республикин Кив Саврӑш тата Альшик шкулӗсем хутшӑннӑ.

«Улӑп-2026: Эпир Улӑп йӑхӗнчен!» XIV-мӗш вӑйӑ-конкурс вӗҫленнӗ. Ӑна Раҫҫейри халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Республикин халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫуралнӑранпа 85 ҫул тултарнине халалланӑ.
Вӑйӑ-конкурса Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗ (ертӳҫи — Зинаида Михайлова) тата Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ (ертӳҫи — Иван Прокопьев) йӗркеленӗ.
Конкурса пурӗ 1313 вӗрентекенпе шкул ачи хутшӑннӑ. Унта Красноармейски, Вӑрнар, Комсомольски, Канаш, Шупашкар, Тӑвай, Вӑрмар, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк, Элӗк, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗсем тата Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗрпӳ хулисем хастар пулнӑ. Тутар Республикин Кив Саврӑш тата Альшик шкулӗсем хутшӑннӑ.

Малашне Ҫӗрпӳрен Шупашкара ҫӳрекен 173-мӗш маршрутпа «Каскад» суту-илӳ центрӗнче вырнаҫнӑ «Пехет» агромаркета ҫитме май пулӗ.
Халӗ маршрутка суту-илӳ центрӗ патӗнче аялти парковкӑра чарӑнать. Ку – маршрут вӗҫӗ. ЧР Транспорт министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, маршрута халӑха «Пехете» ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе тӑснӑ.
Автобуссем кунсерен кашни 10-20 минутран ҫӳреҫҫӗ. Ирхине Шупашкартан пӗрремӗш рейс 6:20 сехетре тухать, Ҫӗрпӳрен – 5:20 сехетре. Юлашки рейс Шупашкарта – 20:40 сехетре, Ҫӗрпӳре – 20:00 сехетре.
Маршрут Ҫӗрпӳрен тухса Шупашкарти Хулаҫум вокзалӗ патне ҫитет, унтан «А.Николаев урамӗ» чарӑну урлӑ Ленин проспекчӗпе, Карл Маркс урамӗпе каять, «Модӑсен ҫурчӗ» чарӑнӑва ҫитсе Президент бульварӗпе «Каскад» патне хӑпарать.

Ака уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре телерадиовещание вӑхӑтлӑха чарӗҫ. Ку хӑш-пӗр ялсене пырса тивет.
Ҫак тапхӑрта телекурав тата радио чӑрмавсемпе ӗҫлеме пултарӗ. Акан 20-мӗшӗнче (01:00–10:00 сехетсенче) Шупашкара, Ҫӗрпӳ хулине тата Йӗпреҫ поселокне пырса тивӗ ку. Акан 21-мӗшӗнче (11:00–17:00 сехетсенче) Улатӑр округӗнчи Первомайски поселокӗнче йӗркеллӗ ӗҫлемӗ. Акан 22-мӗшӗнче (11:00–17:00 сехетсенче) Шӑмӑршӑ округӗнчи Палтиел ялӗнче вӑхӑтлӑха чарӗҫ. Акан 23-мӗшӗнче (10:00–16:00 сехетсенче) Тӑвайра чарӗҫ. Акан 24-мӗшӗнче (10:00–16:00 сехетсенче) Шупашкар округӗнчи Кивҫурткассинче чӑрмавсем пулӗҫ.

Ӗнер ирхине Комсомольски округӗнче Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗ патӗнче 58 ҫулти хӗрарӑм водитель фурӑпа ҫапӑннӑ. Шел те, вилмеллех.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм «Лада Грантӑпа» Ҫӗрпӳ еннелле кайнӑ чухне юраман ҫӗрте хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ та «Даф» фурӑпа ҫапӑннӑ. Вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличченех вилнӗ.
Хӗрарӑм ҫак округранах пулни паллӑ. Унӑн водитель стажӗ — 2016 ҫултанпа. Фура водителӗ ӳсер пулман.

«Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» автоҫулӑн 88-мӗш ҫухрӑмӗнче, Патӑрьел округӗнче, ҫулсем хӗресленнӗ вырӑнта авари пулнӑ. Ун хыҫҫӑн 74 ҫулти арҫын пульницӑна лекнӗ.
Маланлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Шкода Октавиа» рулӗ умӗнче ларнӑ 74 ҫулти водитель аслӑ ҫул ҫине тухнӑ чухне «Хендая» ирттерсе яман. Ватӑ арҫыннӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, алли суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тепӗр водитель аманман. Иккӗшӗ те урах пулнӑ.
Халӗ ҪҪХПИ тӗрӗслев ирттерет.

Чӑваш Республикинчи пултаруллӑ ҫемье «Ҫемье зарници» Пӗтӗм Раҫҫейри вӑйӑсенче 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Сӑмах — Ҫӗрпӳре пурӑнакан Семеновсен ҫемйи пирки.
Ӑмӑрту ҫак кунсенче Волгоград хулинче иртнӗ. Семеновсен 24 ҫемьепе тупӑшма тивнӗ. Пирӗн ештешсен команди «Ҫӗрпӳ патриочӗсем» ятлӑ пулнӑ. Вӗсене унта хутшӑнмашкӑн «ВОИН» центрӑн республикӑри филиалӗ хатӗрленӗ.

Республика шайӗнче иртнӗ професси ӑсталӑхӗн «2025 ҫулхи воспитатель» конкурс финалисчӗ Зинаида Павлова Раҫҫей шайӗнче иртекен конкурса тухса кайнӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ Краснодар тӑрӑхӗнчи Геленджик хулинче пулӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 22-28-мӗшӗсенче иртӗ.

Пӑрачкавра та Вилӗмсӗр ҫулӑм ҫунма пуҫланӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑҫинче пуҫ хунисене асра тытса лартнӑ мемориалта авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чӗртнӗ.
Вӑрҫа ҫав тӑрӑхри 8 519 ҫын тухса кайнӑ, 5 230-шӗ каялла таврӑнайман.
Мемориала 1967 ҫултах уҫнӑ. Ӑна газификацилеме халӗ 83 метр тӑршшӗ газ пӑрӑхӗ хунӑ.
Вилӗмсӗр ҫулӑм пирӗн республикӑра ҫапла вара 13 ҫӗрте ҫунать: Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗнче тата 1-мӗш масар ҫинчи тӑванла вил тӑпри ҫинче, Канашра, Кӳкеҫре, Ҫӗрпӳре, Патӑрьелте, Красноармейскинче, Шӑмӑршӑра, Етӗрнере, Куславкка районӗнче уҫнӑ Сӑр чиккине чавнисене асра тытса уҫна мемориалта, Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫра.
