Паян Ҫӗрпӳ хулинче «Магнит» суту-илӳ центрӗ ҫунма тытӑннӑ. Ку кӑнтӑрла иртсен, 13 сехет ҫурӑра, пулнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, суту-илӳ ҫурчӗ Шоссе урамӗнчи 2-мӗш «б» ҫуртра вырнаҫнӑ. Ҫулӑм иккӗмӗш хутри чӳречесенчен тухать.
Вырӑнта пушарнӑйсем ӗҫлеҫҫӗ. Пушара сӳнтернӗ ҫӗре 9 техника, 27 ҫын хутшӑнать.