Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен Мӑнкун ыркӑмӑллӑх марафонӗ иртет. Вӑл «Пулӑшма вӑхӑт» ыркӑмӑллӑх фондне пулӑшать.
Марафон иртнӗ вӑхӑтра Юрия Славянская тата артистсен ҫемйи Антонпа Виктория Макарскисем чӗрӗ сасӑпа юрласа концерт лартӗҫ. Ҫавӑн пекех сусӑр ачасем, ваттисем патне кайма палӑртнӑ. Мари тата Чӑваш республикисенчи православи ҫамрӑкӗсемпе, нимеҫӗсемпе тӗл пулӗҫ.
Юлия Славянская Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Етӗрне хулисенче пулӗ. Антонпа Виктория Макарскисем Шупашкара ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче килӗҫ.
Шкул ачисен чӑваш чӗлхипе литературине вӗренес кӑмӑлне ҫӗклес, чӑваш халӑхӗн историйӗпе культурине тӗпчес енӗпе пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас тӗллевпе Ҫӗрпӳ районӗнче наци культурин «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль иртнӗ.
Асӑннӑ фестивале районти шкул ачисем, 1-4-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ.
Фестиваль номинацийӗсем ҫаксем пулчӗҫ: «Сӑмах илемӗ», «Чӑваш вӑййи», «Янра, чӑваш юрри», «Чӑваш ташши», «Чӑваш апачӗ». Ҫӗрпӳ районӗнче пултаруллӑ ача-пӑча нумай пулнине фестиваль аван кӑтартса пачӗ.
Ҫӗрпӳ хулинче стена йӑтӑнса аннӑ. Пурӑнмалли ҫуртӑн мар-ха. Котельнӑйӑн.
Хулари котельнӑйӗн ишӗлнӗ стенаи пирки Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн дппутачӗ Сергей Беккер Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ.
«Ҫӗрпӳри чи пысӑк микрорайона тивӗҫтерекен котельнӑй стени йӑтӑнса аннӑ. Хулари пӗлтӗрхи ҫулла юсанӑ ҫулсем вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи евӗр. Ҫакӑн сӑлтавӗ — хулана тата района ӑнӑҫсӑр ертсе пынинчӗ», — тесе шухӑшлать Сергей Беккер.
Унтан депутат кадр политикишӗн пӑшӑрханнине систерсе республика ертӳҫисем тата мӗн пулса иртессе кӗтеҫҫӗ-ши тесе пуҫ ватать. «Районсемпе ял тӑрӑхӗсене халӑхпа суйлас йӑлана вӑраха хӑвармасӑр тавӑрмалла!!!» — предложение Сергей Беккер виҫӗ кӑшкӑру паллипех вӗҫленӗ.
Чӑваш Енри шкул ачисем Самарта пуш уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе иртнӗ пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика тата тӗпчев ӗҫӗсен «Тӗнче пирӗн алӑра» конкурсӗнче, Ҫамрӑк пушарнӑйсен дружинисен «Раҫҫейри ҫамрӑксен чи лайӑх дружини» ятпа йӗркеленнӗ сморт-конкурсӗнче малти вырӑнсене йышӑннӑ. Кун пирки Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ хыпарлать.
Ӑслӑлӑх ӗҫӗсен тупӑшӑвӗнче Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан Дмитрий Кузьминпа Антон Дмитриев тата Шупашкарти Вероника Карпова ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи дружинӑсен ӑмӑртӑвӗнче вара Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял шкулӗнчи «Ҫӑлавҫӑ» дружина 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Палӑртса хӑвармалла, ҫак конкурссене Мордва, Пушкӑрт, Чӑваш, Мари республикисенчи, Самар, Сарӑ ту, Пенза, Челябинск, Курган, Эрӗнпур, Киров, Свердловск облаҫӗсенчи тата Пермь крайӗнчи 80 ытла шкул ачи хутшӑннӑ.
Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан 34 ҫулти арҫыннӑн явап тытма тивӗ. Хайхискер арӑмӗ ваннӑйӗнче ҫаппа-ҫарамас ҫӑвӑннине видео ӳкернӗ. Куншӑн хӑйне явап тыттарасси пирки шухӑшламан-ши?
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ҫак ниҫта та ӗҫлемен арҫын ваннӑйне кӗсье телефонне варттӑн вырнаҫтарнӑ, видео ӳкермеллине ҫутнӑ. Телефон хайхи арӑмӗ ванна кӗнине ӳкернӗ.
Хӗрарӑм хӑйне телефон ҫине ӳкернине кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ҫеҫ пӗлнӗ. Кун пирки ӑна упӑшки каланӑ. Ҫав вӑхӑталла вӗсем уйрӑлнӑ пулнӑ. Анчах арӑмӗ «видеооператор» пултарулӑхне хакламан, видео пирки полицие пӗлтернӗ.
Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Арҫынна куншӑн пысӑк штраф тӳлеттерме е ӗҫлеттерсе явап тыттарма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Анна Павлова 1918 ҫулта ҫуралнӑ. Ҫак кунсенче вӑл 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Анна Павловна пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Тӑвай районӗнче кун ҫути курнӑ. Вӑл ҫемьере ҫиччӗмӗш ача пулнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем тӑххӑрӑн ӳснӗ. Анна Павловна шкулта пуҫламӑш классене вӗрентнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан та шкултах вӑй хунӑ.
1945 ҫулта вӑл вӑрҫӑран таврӑннӑ Яков Алексеева качча тухнӑ та Ҫӗрпӳ хулине пурӑнма куҫнӑ. Унта та вӗренӳ тытӑмӗнчех тӑрӑшнӑ. Вӗсем пӗрле 58 ҫул пурӑннӑ, тӑватӑ ача ӳстернӗ.
Халӗ Анна Павловна Шупашкарта ачисемпе пурӑнать. Унӑн ултӑ мӑнук, мӑнукӗсен хӑйсен тӑватӑ ача.
Чӑваш Енри 10 команда паян каҫхи ултӑ сехет те 5 минутри пуйӑспа Мускава тухса кайнӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри X робототехника фестивальне хутшӑнӗҫ. Ӑслӑ ачасемпе ҫамрӑксен сумлӑ мероприятине Олег Дерипаскӑн «Вольное Дело» (чӑв. Ирӗклӗ ӗҫ) фончӗ ҫӗршывӑн Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви тата Стратегилле пуҫарусен агентсви пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Чӑваш Енрен Шупашкарти «Kulibin.club» клуба тата «Кванториум» ача-пӑча технопаркне ҫӳрекенсем, Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулта, Шупашкарти 61-мӗш, 27-мӗш, 39-мӗш шкулсенче, 1-мӗш гимназире, Канашри 11-мӗш шкулта вӗренекенсем ҫула тухнӑ. Маларах вӗсем регионти фестивальте ҫӗнтернӗ. Делегацие «Kulibin.club» клубӑн ертӳҫи Зоя Рязанова ертсе пырать. Вӑл ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Ҫак кунсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ҫак уйӑхра «Битва лицеев» (чӑв. Лицей кӗрешӗвӗ) турнир пырать.
Ӑс-тӑн тупӑшӑвӗ кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче пуҫласа иртнӗ. Ун чухне ачасем математикӑпа пӗлӗве тӗрӗсленӗ. Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче ачасем физикӑпа, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче информатикӑпа пӗр-пӗрин хушшинче тупӑшӗҫ.
Турӑн пӗрремӗш тапхӑрне хутшӑннисемпе ЧПУ Андрей Александров ректорӗ, прикладной математика, физика, информаци технологийӗн факультечӗн деканӗ Александр Иваницкий тӗл пулнӑ, вӗсене ырӑ суннӑ.
Ун чухне Шупашкарти 2, 3, 4, 44-мӗш лицейри, 1, 2, 5-мӗш гимназири, 62-мӗш шкулти; Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри, 6-мӗш гимназири, 20-мӗш вӑтам шкулти; Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулти, Красноармейски районӗнчи Тракри вӑтам шкулти 13 команда хутшӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑна Шупашкарти 3-мӗш лицейри ачасем тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — 5-мӗш гимназирисем, виҫҫӗмӗшӗнче —Шупашкарти 44-мӗш лицейрисем.
Мала тухнисене хӑйсем патне вӗренме кӗме ЧПУ 5 балл парассине пӗлтернӗ.
Хӗрлӗ Чутай район историйӗнче ырӑ йӗр хӑварнӑ паллӑ та сумлӑ ҫынсен ячӗсем сахал мар. Вӗсенчен пӗри — Шорово ялти хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ Валериан Григорьевич Толстов-Атнарский. Кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Толстов-Атнарский — СССР журналисчӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ (1965), Крал Хлмец хулин хисеплӗ гражданинӗ (Чехословаки, 1969), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1987), Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ гражданинӗ (1997).
Валериан Толстов Тихӑнушкӑнь, Хурашаш, Хӗрлӗ Чутай шкулӗсенче вӗреннӗ, Шупашкарти Николаев Хури ячӗллӗ педагогика техникумне вӗренме кӗнӗ, анчах та унта 1931 ҫулта ял хуҫалӑх институтне йӗркелеме пуҫланӑ, техникума Ҫӗрпӗве куҫарнӑ, Валерианӑн Ҫӗрпӳри педагогика техникумне вӗҫлеме тивнӗ. 1933-мӗш ҫултанпа унӑн тӗрлӗ шкулсенче ӗҫлеме тивнӗ, ҫав шутра 1940-мӗш ҫулхи нарӑспа 1942-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗччен Штанашри вӑтам шкулта географипе биологи, геологипе минеорологи предмечӗсене вӗрентнӗ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе Румыни, Венгри, Чехословаки, Польша ҫӗрӗсене ирӗке кӑларассишӗн ҫапӑҫнӑ, Ҫӗнтерӗве Германире кӗтсе илнӗ, 1945 ҫулта ӑна 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе, чылай медальпе наградӑланӑ, 1985 ҫулта — Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе.
Республикӑри тӑватӑ хулара «Радио родных дорог» янӑрама тытӑннӑ. Канашра – 103.6, Ҫӗмӗрлере – 105.9, Улатӑрта – 103.4, Патӑрьелте 103.2 FM хумсем ҫинче итлеме май пур. Унччен ӑна Ҫӗрпӳ тата Етӗрне хулисенче пурӑнакансем итлеме пултарнӑ.
Ҫӗнӗ радио «Дорожное радио» вырӑнне ӗҫлеме пуҫланӑ. Холдинг ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, вӗсем Чӑваш Енри радиоитлекенсене лайӑххине ҫеҫ итлеттересшӗн. Юрӑ-кӗвве чи лайӑххине суйлӗҫ, программӑсем интереслӗ пуласса шантараҫҫӗ.
«Радио родных дорог» - федераци радиостанцийӗ, ӑна 2017 ҫулта Чӑваш Енри команда йӗркеленӗ. Унта янӑракан юрӑсен 95 проценчӗ – Раҫҫейри. Радиона Мускав облаҫӗнче те, Ставрополь крайӗнче те итлеме пултараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |