Республикӑра
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ служба машини рулӗ умне ӳсӗрле ларса ҫул ҫинче пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Кун тӗлӗшпе прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Авари юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Ҫӗрпӳ – Красноармейски – Кӳлҫырма» ҫул ҫинче пулнӑ. Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ служба машини рулӗ умне (ку ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман) ларнӑ, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса КамАЗпа ҫапӑннӑ. Служба автомобилӗпе хӑйӗн тӗллевӗсемпе усӑ курнӑшӑн пуҫлӑх тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне депутатсен пухӑвӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, унта пуҫлӑх должноҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухма сӗннӗ. Ара, пуҫлӑха унччен те ҫакнашкал йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн постановлени кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |