Чӑваш Енре йӗрке хуралҫине пуҫласа тава тивӗҫлӗ ят панӑ. Ку чыса ЧР ШӖМӗн полицин оперативлӑ ӗҫӗ енӗпе тимлекен пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Николаев тивӗҫнӗ. Ӑна «Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен органӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парасси пирки Михаил Игнатьев Элтепер 161-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Кун пек награда Чӑваш Енре унччен пулман, ӑна юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче ҫирӗплетнӗ.
Шалти ӗҫсен органӗнче ӗҫлекенсем паян хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ те, ҫак тытӑмри ытти хӑш-пӗр ҫынна та республика наградисемпе чыслама йышӑннӑ. Отставкӑри Михаил Киселев генерал-майора тата отставкӑри Андрей Тимофеев полковника «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден, ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи Ҫӗмӗрлери пайӗн пуҫлӑхне Сергей Тарасова асӑннӑ орденӑн медалӗпе чыслассине каланӑ. ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи Комсомольскинчи пайӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Кокшин Чӑваш Енӗн Хисеп грамотиллӗ пулӗ. Элтепер хушӑвӗпе чыслама йышӑннисем хушшинче тата ытти хӑш-пӗр йӗрке хуралҫи те пур.
Ҫӗмӗрлери учительсен хорӗ Пӗтӗм тӗнчери «Созвездие — 2016» (чӑв. Ҫӑлтӑр ушкӑнӗ) телекурав конкурсӗнче палӑрнӑ. Ӑмӑрту ҫак кунсенче Шупашкарта иртнӗ. РФ Культура министерстви, Гнесинсем ячӗллӗ Раҫҫейӗн музыка академийӗ, Раҫҫейӗн композиторсен пӗрлешӗвӗ, П.И. Чайковский ячӗллӗ Мускаври патшалӑх консерваторийӗ ирттернӗ ҫак ӑмӑртӑва хамӑр ҫӗршыври 70 регионтан, ҫавӑн пекех Беларуҫран, Казахстанран, Украинӑран хутшӑннӑ.
Ҫӗмӗрлесен хорне вырӑнти ача-пӑча 1-мӗш ӳнер шкулӗн преподавателӗ Т.В. Вишневская ертсе пынӑ. Ушкӑн «Репертуар Аллы Пугачёвой» (чӑв. Алла Пугачева репертуарӗ) номинацире «Песня о любви» юрра шӑрантарнӑ. Ҫӗмӗрлесем II степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ.
Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Елчӗк, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсенчи вӗрентекенсен хорӗсем республикӑн Вӗренӳ тата Культура министерствисем йӗркеленӗ конкурсӑн зонӑри тапхӑрне хутшӑннӑччӗ.
Чӑваш Енӗн правительствин паянхи ларӑвӗнче хӑш муниципалитета мӗн чухлӗ укҫа килнине тишкернӗ. Ку ыйтупа тухса калаҫнӑ Иван Моторин премьер-министр хуласемпе районсен тӗп тӗллевӗ халӑхӑн пурнӑҫ условине лайӑхлатасси тесе каланӑ.
Муниципалитетсен инвестици паспортне те хатӗрлемелле. Хуласем тата 15 район ку ӗҫе пурнӑҫланӑ. Элӗк, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсем ку ӗҫе тӑсса янӑ. «Муниципалитетсен пушӑ инвестици лапамӗсем пирки информацие ҫӗнетсех тӑмалла», — асӑрхаттарнӑ премьер-министр. Иван Моторин шучӗпе муниципалитетсем ҫӗр лаптӑкӗпе туллин усӑ курассипе ячӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ.
Инвестици илсе килессипе 2014—2015 ҫулсенче тата 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Шупашкар тата Етӗрне районӗсенче, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хули лайӑх тимленӗ. Улатӑр, Куславкка, Шӑмӑршӑ районӗсем, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Канаш хулисем начар тӑрӑшнӑ.
10 кун каялла Шупашкарта 24 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Татьяна Семенова юлашки хутчен амӑшӗпе юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче телефонпа калаҫнӑ. Амӑшӗ хӗрӗ ҫухални пирки полицие заявлени ҫырнӑ.
Телефонпа калаҫнӑ чухне Таня хӑй Ҫӗмӗрлере пулнине пӗлтернӗ. Ун хыҫҫӑн унӑн телефонӗ сӳннӗ. Унччен кунашкалли нихӑҫан та пулман.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Таня унчченхи савнийӗпе каллех тӗл пулма пуҫланӑ. Ҫывӑх ҫыннисем куншӑн савӑнман. Унччен лешӗ Таньӑна пӑрахса тусӗпе ҫӳренӗ. Кӑҫал ҫулла ҫав хӗрӗн виллине тупнӑ. Суд каччӑ айӑплӑ тесе йышӑнман пулин те тӑванӗсем питӗ пӑшӑрханаҫҫӗ.
Тӑванӗсем Таньӑн сӑнӳкерчӗкне пичетлесе хулара ҫакса тухасшӑн, волонтерсене пулӑшма чӗнесшӗн. Таня 170 сантиметр ҫӳллӗш, кӗрен куртка, ҫутӑ кӑвак джинс шӑлавар, кӗрен кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара пурӑнакан 9 ҫемье ҫӗнӗ хваттер уҫҫине илнӗ. Ҫак кунсенче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.
Унччен ҫак ҫемьесем кивӗ ҫуртсенче пурӑннӑ. Унта условисем япӑх пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫуртра вара йӑлтах пур: сантехника, газ плити, пластик чӳрече. Кашни хваттерте ӑшӑ – хӑйсен.
Евгений Макаров кивӗ ҫуртран ҫӗнӗ хваттере куҫнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Унӑн ҫемйи кивӗ ҫуртра чылай ҫул пурӑннӑ, ҫак куна вӗсем тахҫантанпах кӗтнӗ. Халӗ вӗсем ҫӗнӗ вырӑна куҫнӑ ӗнтӗ.
Ҫӗмӗрлери пӗр шкул ачисем халӗ те класра ларса пӗлӳ пухаймаҫҫӗ. Паянхи кун унта тӗплӗ юсав пырать.
Ачасене хальлӗхе тепӗр шкулсене вӗренме янӑ. Чӑваш Енре пӗтӗмпе 600 ача хӑйӗн шкулӗнче мар, урӑххинче ӑс пухать. Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем инҫе ҫӳремеҫҫӗ. Йӑлтах — юсав ӗҫӗсем вӗҫленменнине пула.
Ҫӗмӗрлери шкула 1969 ҫултах хута янӑ. Вӑл хальччен питӗ япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Уҫӑлнӑранпа унта тӗплӗ юсав пӗрре те ирттермен. Тӑрри йӑтӑнма тытӑнсан ашшӗ-амӑшӗн ачине тепӗр шкула куҫарма шухӑш ҫуралнӑ. Юрать, хыснаран шкула юсама 5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах — ҫурла уйӑхӗнче ҫеҫ.
Халӗ ӗҫсем графикпе килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ. Юсав чӳк уйӑхӗччен вӗҫленмелле.
Чӑваш Енре тепӗр стела вырӑн тупнӑ. Вӑл — Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче.
Ку стела тӑван кӗтесе юратнине кӑтартать. Хальхинче ӑна Ишлейре вырнаҫтарнӑ. «Я люблю Ишлеи» (чӑв. Эпӗ Ишлее юрататӑп) тесе ҫырнӑ унта. Шел, чӑвашла саспаллисемпе ҫырман...
Стелӑна кафе умӗнче вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, кунашкал стелӑсене темиҫе ҫул ӗнтӗ Раҫҫейри чылай хулара лартаҫҫӗ. Чӑваш Енре вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Канашра пур.
Статистика органӗсем Чӑваш Енре пурӑнакансем епле пурӑннине ҫырма тухӗҫ. Ку ӗҫпе вӗсем ҫитес уйӑхра ҫине тӑрӗҫ.
Халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене пур енлӗн сӑнас тӗллевлӗ специалистсем 540 ҫемье пурнӑҫӗпе кӑсӑкланӗҫ. Вӗсенчен 297-шӗ хуларисем тесе пӗлтереҫҫӗ, 243-шӗ — ялтисем.
Ҫырса ҫӳремелли хуҫалӑхсене Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле тата Куславкка хулисенче, районсенчен Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗнче, Вӑрнар районӗнчи Шинерте, Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттанта, Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттӗмре, Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратра, Муркаш районӗнчи Кашмашра, Вӑрмар районӗнчи Ҫиҫтӗпере, Шупашкар районӗнчи Чаканарта, Етӗрне районӗнчи Эмеккассинче палӑртса хунӑ. Камӑн пурнӑҫ условийӗ еплине ҫынсем каланӑ тӑрӑх ҫырса хурӗҫ.
Чӑваш режиссерӗн «Там, где тебя нет» (чӑв. Эсӗ ҫук вырӑнта) фильмӗ Тамбовра иртнӗ кинофестивальте ятарлӑ парнене тивӗҫнӗ. Кинокартинӑна ятарласа Ҫӗмӗрле хули 100 ҫул тултарнине халалласа ӳкернӗ.
Юрий Спиридоновӑн ӗҫне жюри тивӗҫлипе хакланӑ. Фестивальте фильм куракансен кӑмӑлне кайнӑ, ҫавна май ӑна ятарлӑ дипломпа чысланӑ. Картинӑна «Чӑвашфильм» киностудипе пӗрле хатӗрленӗ. Экспертсем киностудин ӗҫне тата регионти кино аталанӑвне пысӑк хак панӑ.
Чӑваш кинорежиссерӗсем постановкӑра социаллӑ темӑна хускатнӑ. Фильм — сусӑр ҫамрӑк пирки. Вӑл пурнӑҫа епле йышӑннине кӑтартма тӑрӑшнӑ. Хальлӗхе картина тӗнче тетелӗнче ҫук.
Ҫӗмӗрле хули 100 ҫул тултарни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗмӗрлесем уявра савӑннӑ.
Ҫак кун хӑшӗ-пӗри ҫӗнӗ хваттер уҫҫине тивӗҫнӗ. Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 8 ҫемьене уҫӑ тыттарнӑ. Вӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.
Ҫак ҫынсем унччен авариллӑ ҫуртра пурӑннӑ. Вӗсене патшалӑх программипе килӗшӳллӗн ҫӗннине куҫарнӑ.
Ҫӗнӗ хваттере куҫнӑ чи аслӑ ҫын – 85 ҫулти Софья Фролова. Пурне те хула мэрӗ Сергей Яргунин тата Александр Зиновьев сити-менеджер саламланӑ. Александр Зиновьев ҫынсене авариллӗ ҫуртран ҫӗннине куҫарас ӗҫ малалла пынине каланӑ. Кӗҫех 59 ҫемье ҫӗнӗ хваттерсене куҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |